Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пурнăç пусмипе - тăвалла

Чаканар ялĕ - Красноармейски районĕнче чи пĕчĕккисенчен пĕри. Хальхи вăхăтра 25 хуçалăхра 70 çын пурăнать. Анчах пĕчĕк ял та хăйĕн пысăк çыннисемпе мăнаçланма пултарать. Ял-йыш чи малтан милици ветеранĕн - отставкăри полковникăн Яков Феофанович Васильевăн - ятне асăнать...

Пилĕк çул каялла район 70 çул тултарнă тĕле çыравçăсемпе тавра пĕлÿçĕсен хастар йышĕ энциклопеди хатĕрлесе кăларнăччĕ. Ку кĕнекере Трак енĕн паллă çыннисем çинчен кĕскен каласа кăтартнă. Янкас ял тăрăхне кĕрекен Чаканар ялĕнчи паллă çынсем пирки материал хатĕрлеме мана сĕнчĕç. Шел, калăпăшне кура энциклопедире кашнин пирки туллин çырма май килмерĕ. “Красноармейский район: люди и судьбы “ кĕнекен 24-мĕш страницинчи сăн ÿкерчĕксенчен пĕринчен пирĕн çине милици полковникĕ пăхать. Вăл - Яков Феофанович. Ун айĕнчех ашшĕне Феофан Васильевич Васильева асăнса хăварнă йĕркесем: “1920 çулта Чаканарта çуралнă. Ял хуçалăх ĕçченĕ: выльăх-чĕрлĕх пăхакан, техник-осеменатор... 1973 çулта “Хисеп Палли” ордена тивĕçнĕ. 1975 çулта вилнĕ”. Кăшт аяларах вара ывăлĕн Яков Феофанович Васильевăн биографийĕ. Ун пирки те темиçе йĕркепе çеç çырнă...

Эпир - кÿршĕ ялсенчен. Ача чухнех пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ. Чаканарта ăна Якку тетчĕç. Вăл манран 10 çул кĕçĕн пулин те, лаша пуласси тихаран паллă тенĕн, ÿссессĕн Яккуран мĕнлерех çын “калăпланассине” витĕрех туйнă. Маттуркка та тĕреклĕ, питех калаçма юратман çамрăкчĕ. Спортпа туслăччĕ. Хăй вăхăтĕнче йĕлтĕрпе тата велосипедпа ăмăртассипе район чемпионĕ пулнă...

Яков Феофанович Васильев 1952 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче кун çути курнă. Çемьере 5 ачаран виççĕмĕш пулнă. Янкасри сакăр çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн тÿрех салтак ячĕ тухнă - икĕ çул хĕсметре тăнă. Тинĕс-çар авиацине лекнĕ - стрелок-радист тивĕçне пурнăçланă.

Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă каччă малашнехи пурнăçне йăлтах милиципе çыхăнтарнă. 1973-1977 çулсенче Волгоградри следстви аслă шкулĕн эксперт-криминалистсен факультетĕнче вĕренсе диплом илнĕ. Яков Феофанович - унтан пĕлÿ илсе тухнă пĕрремĕш чăваш. Çамрăк специалиста тÿрех хамăр республикăри Шалти ĕçсен министерствине йышăннă - оперативлă техника пайĕн эксперт-криминалисчĕ пулса тăнă. Яков Феофанович Игнатов милици генералĕпе - министрпа ĕçленĕ самантсене халĕ те ăшшăн аса илет.

Чăваш Республикинче тăватă çул çурă тăрăшса хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă специалиста Казахстанри Кзыл-Орда облаçĕнчи Ленинск хулине куçараççĕ. Çапла вара Чаканар каччи “Байконур” космодромра аслă эксперт-криминалистра вăй хурать. СССР Шалти ĕçсен министерствин квалификациллĕ эксперт комиссийĕ 1977 çултах криминал экспертизисем ирттерме ирĕк панă правăпа туллин усă курнă. Чăваш Республикинчи ĕç-хĕлшĕн тивĕçнĕ III степень “Лайăх службăшăн” медалĕ çумне хальхинче II степеньли хушăнать. Ăна “Милици отличникĕ” хисеплĕ ят панă. Ун чухне вăл капитан пулнă. Виçĕ çул çурă хăйĕнчен мĕн килнине тивĕç хушнă пек туса пынă яваплă çынна “çÿлти” органсенче те асăрханă - 1985 çулта СССР Шалти ĕçсен министерствин Тĕп управленийĕн 2-мĕш управленине аслă эксперт-криминалист пулма куçараççĕ. Милици майорĕн удостоверенине Яков Феофанович паянхи кунчченех чи хаклă документ вырăнне упрать. Мĕншĕн тесен милицин тĕп органĕнче ĕçлеме пуçланине ĕнентерекен пĕрремĕш документ-çке-ха вăл. Ку должноçра вăл 5 çул вăй хурать, Мускав облаçĕнчи Одинцово хулинче тĕпленет. Çулталăк çурă РСФСР Шалти ĕçсен министерствин эксперт управленийĕнче хăйĕн специальноçĕпе ĕçлет. Çÿлерех асăннă медалĕн I степенне тивĕçет.

1992 çулта Управлени вырăнне ятарлă центр туса хурсан Яков Феофанович Васильев служба картлашкипе хăпарма пуçлать: эксперт, аслă эксперт, тĕп эксперт-криминалист. Милици полковникĕ таран ÿсет. 1998 çулта ăна “Службăра палăрнăшăн” паллăпа чыслаççĕ, тепĕр çултан “Обществăри йĕркелĕхе сыхланă чухне палăрнăшăн” медальпе наградăлаççĕ.

Шалти ĕçсен министерствин ЭКУ, ЭКЦ тытăмĕсенче службăра тăнă чухне Яков Васильев пĕртен-пĕр чăваш пулнă. 1978 çултах вăл криминал милицийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ăслăлăхпа кăсăкланса чăваш чĕлхипе хайланă ал çырусене тĕпчемелли меслет хатĕрленĕ. Каярахпа вара “Технико-криминалистическое обеспечение раскрытия и расследования тяжких, особо тяжких и резонансных преступлений, совершенных на почве межнациональных отношений” темăпа монографи çырнă.

Яков Васильев йĕркелĕх хуралĕнче вăтăр çичĕ çул тăнă. Çав çулсенче хĕрÿ вырăнсенче командировкăсенче пулнă самантсем асран тухмаççĕ. Арменири Спитак хулинче çĕр чĕтреннĕ хыççăн тупнă паллă мар вилесене палăртнă çĕрте çур çул ĕçленĕ. 1992-1999 çулсенче Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Çурçĕр Кавказри оперативлă следстви ушкăнĕнче тăрăшнă.

Мухтавлă ентешĕмĕр 2000 çултанпа тивĕçлĕ канура. Ăна “Ĕç ветеранĕ” ятпа чысланă. Унсăр пуçне отставкăри милици полковникĕ 2002 çулта “Раççей Шалти ĕçсен министерстви: 200 çул” юбилей медальне те тивĕçнĕ.

Яков Феофанович Трак енпе тачă çыхăну тытать, тăван килне час-часах килсе каять. Кунта унăн шăллĕ Герьян Васильев çемйипе пурăнать - ашшĕ-амăшĕн кил вучахне сÿнме памасть. Кăçал Яков Васильевшăн паллă тепĕр пулăм - Трак шкулĕнчен вĕренсе тухнăранпа 40 çул çитет. Пĕрле вĕреннĕ тус-юлташĕпе тĕл пулу ирттересшĕн.

 



"Хыпар"
24 марта 2010
00:00
Поделиться
;