Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пĕр тăван Львовсен призĕсемшĕн

Пилĕк çул каялла Красноармейски районĕнчен тухнă çынсен Шупашкар хулинчи “Трак ен” ентешлĕхĕн ертÿçи А. Львов тата унăн пĕр тăван пиччĕшĕсемпе шăллĕсен пуçарăвĕпе тăван ялĕнче — Яманакра — пĕрремĕш хут ирттернĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ кăштахран республика шайнех çĕкленессе ун чухне никам та шухăшлама пултарайманах.

Пирвайхи хут ялти шкул спортсменĕсем анчах вăй виçнĕ. Вăл ăнăçлă иртнине шута илсе хальхинче Львовсем — Владимир, Анатолий, Алексей, Виталий тата Валерий — ăмăрту йĕркелĕвĕпе тăкакĕсене хăйсем çине илнĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн тупăшу сумĕ ÿссех пынă. Кашни ăмăртурах хăйсем те, ывăлĕ-хĕрĕ те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă. Шкулта вĕренекенсемпе пĕрлех аслă çулсенчисем те старта тухнă. Шупашкарсем те хутшăннă. Сăмах май, хăй вăхăтĕнче çакăнта пуçласа старт илнĕ Константинпа Николай Львовсем, Валерий Николаевич ывăлĕсем, вĕсен юлташĕ Владимир Петров (Красноармейски ялĕ) республикăри тата çĕр-шыври ăмăртусене хутшăнма тытăннă. Çак кунсенче Златоуст хулинче иртекен Раççей чемпионатĕнче тупăшнăран хальхинче вĕсем тăван ялĕнчи ăмăртура вăй виçеймерĕç.

Йĕлтĕрçĕсен Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалланă ăмăртăвĕнче пĕр тăван Львовсен призĕсене çĕнсе илме 100 ытла спортсмен пухăнчĕ Яманака. Вĕсене, çулĕсене кура, 16 ушкăна пайланă. Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. Андреева, Шупашкарти “Стройпромсервис” фирма ертÿçи Ю. Батраков, пĕр тăван Львовсем саламларĕç, тупăшура ăнăçу сунчĕç. Чи малтанах виçĕ-тăватă çулти “спортсменсем” финиша “ыткăнчĕç”. Пĕри утса, тепри йĕлтĕрне сĕтĕрсе — пур пĕрех пурте дистанцие “парăнтарчĕç”. Унтан шкулта вĕренекенсем старта тухрĕç. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче — район центрĕнчи иккĕмĕш, Карайри, Мăн Шетмĕри вăтам, Кĕçĕн Шетмĕри тĕп шкулсен ачисем. Пĕр тăван Львовсен ентешĕсем те — яманаксемпе ешкилтсем — маххă памарĕç: чылай дистанцире малтисем пулчĕç. 50 çултан аслăрах арçынсен хушшинче Çеçмер ялĕнчи П. Шумилов ветеран (1934 çулта çуралнă) чи лайăх вăхăтпа палăрчĕ. Хĕрарăмсенчен — М. Семеновапа Н. Данилова.

— Яманакри пĕр тăван Львовсем тăрăшнипе кун пек ăмăрту кăçал пиллĕкĕмĕш хут иртрĕ, — терĕ финишра Петр Александрович. — Пурне те хаваспах хутшăнтăм. Тавтапуçах ăмăрту йĕркелÿçисене. Уйрăмах Валерий Николаевича. Çамрăксенчен юлмарăм вĕт...

Красноармейскисен Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕх кубокне Трак гимназийĕн спортсменĕсем çĕнсе илчĕç. Хăйсен ушкăнĕсенче мала тухнисене медальсемпе, хисеп хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç. Финиш хыççăн кашниех вĕри чейпе, икерчĕпе сăйланчĕ, каярахпа пурте какай шÿрпине ас тиврĕç. Çакă йĕркелÿçĕсем тупăшăва пур вак-тĕвеке шута илсе ирттернине çирĕплетрĕ. Ăмăртăва йĕркеленĕ çĕрте вырăнти “Красное Сормово” пĕрлешÿ ертÿçи Святослав Иванов та пысăк пулăшу панă. Çавăнпах вĕсен ячĕпе тав сăмахĕ нумай пулчĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
05 марта 2010
00:00
Поделиться
;