Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Староста тăрăшсан ĕç кал-кал пырать

Красноармейски районĕнчи Пшонкă ялĕ илемлĕ вырăнта: юнашарах вăрман, сăртран ансассăнах - Кĕçĕн Шетмĕ юхан шывĕ. Малалла сăмахăмăр кунта тĕпленнĕ мăн асаттесен кĕçĕн мăнукĕсем хальхи вăхăтра мĕнле тĕллевпе пурăнни, мĕнпе кăсăкланни пирки пырĕ.

Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Пшонкă илемленсе, хитреленсе, чиперленсе пырать. Хальтерех çĕкленнĕ çуртсем пĕри тепринчен капмартарах. Никитинсен, Владимировсен, Ивановсен, Ершовсен, Сазоновсен, Павловсен, Ильинсен çурт-йĕрĕ - тăн-тăн. Кĕрсе тухма кăмăллă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ çуртсем те - лавкка, канупа сиплев çурчĕ, çăнăхпа çăм арманĕсем - яла илем кÿреççĕ. Кунтах “Нива” ял хуçалăх кооперативĕн техника паркĕ вырнаçнă, ферма çурчĕсем те сыхланса юлнă. Апла пулсан ку пуянлăха упраса пурăнмалла!

Çапла тăваççĕ те Пшонкăсем. Йăла-йĕрке, тирпей-илем ĕçĕсене туса пыма вĕсем Юрий Алексеевич Ильина шаннă. Çамрăках мар ĕнтĕ: утмăл çулалла çывхарса пырать. Халăх шанăçне тÿрре кăларнине кашниех курать. Ахальтен мар туслă, килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса, шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр пысăк çемьери пек пурăнать кунти халăх. “Эп тумастăп, хутшăнмастăп, мана кирлĕ мар” тенине нихăçан та, никамран та илтеймĕн. Мероприятисене ирттерме çамрăксемпе канашлаççĕ, килĕшсе татăлаççĕ. Ваттисен сĕнĕвĕсене те шута илмесĕр тăман. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ефросинья Иванова, унăн мăшăрĕ Пимен Иванов, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ Ольга Амурина, Константинпа Василий Григорьев ĕç ветеранĕсем, Розăпа Анатолий Ивановсем, Ирина Владимирова рабочи - ял нушисене татса парас ĕçре пысăк пулăшу паракансем.

Ку таранччен Пшонкă ялĕн уявне, кану çурчĕн çур ĕмĕрхи юбилейне паллă тунă. Шкул çулне çитеймен ачасем валли вăйă площадки хута янă. Тăкаксăр пулмасть паллах. Майне-шывне тупмалла çеç. Ăна вара Юрий Ильин пĕлет. Вăл Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Ольга Валерьяновна Андреевăпа тата “Нива” ЯХПК ертÿçипе Иван Михайлович Петровпа пĕр чĕлхе тупнă. Вĕсем кирек мĕнле ыйтăва та çийĕнчех татса пама пулăшаççĕ. Çав шута Пшонкăри кану çуртне газпа хутса ăшăтмалла туни те, масар çинчи хурал пÿртне тĕпрен юсани те кĕреççĕ. Ял çамрăкĕсем валли ятарлă павильон ăсталанă. Таса шывпа тĕрĕс усă курассине, уншăн укçа пухассине йĕркелесе çитернĕ. Килте пухăнакан тĕрлĕ ăпăр-тапăра тăкма уйрăм вырăн туса парасшăн. Йĕркелĕхе пăхăнмаллине аса илтерсех тăрать староста. Пур чухне те милици ĕçченĕсене чăрмантармасть - эрех-сăра енне сулăнакансене хăех ăса кĕртет. Тавлашса-туса тăмаççĕ лешсем - айăпне йышăнаççĕ те тÿрленме сăмах параççĕ. Калаçнин усси пур: çынна тем те пĕр каласа кÿрентересси, хисепе хуманни - Пшонкăра пурăнакансемшĕн ют!

Юрий Алексеевичăн калаçăвĕнче мухтаннине, çăмăл шухăшлă пулнине сисместĕн. Пшонкăсем тунă ырă ĕçсене ытти ялта та тума май пуррине ĕненсе тăратăн. Юрий Ильин староста пеккисем ытларах пулсан - ялсем пĕтмеççех!

Юрий Алексеевича чăннипех хисепленĕрен унăн кун-çулĕ, пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа хăвармасăр та май çук.

Вăл 1951 çулта Пшонкăра çуралнă. 1966 çул тĕлнелле икĕ пиччĕшĕ, Элекçейпе Микулай, çунат сарса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне кайнă: асли - Якутире, вăталăххи - Комире. Кĕçĕннин Юрăн амăшне пăхса пурăнмалла - йăли çапла чăвашсен. Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче пĕлÿ илсен Юра Çĕрпÿри ял хуçалăх специалисчĕсем хатĕрлекен техникума документсем кайса панă. Экзаменсене ăнăçлă тытнă.

Техникумри преподавательсем çамрăкăн шухăш-ĕмĕтне хăвăрт чухласа-тавçăрса илсе ăна пĕлÿ пама, йывăр ĕçсене пурнăçлама шаннă...

Вĕренсе пĕтерсен хуçалăха ертсе пыракансем унăн пултарулăхне часах асăрханă - тĕп инженер тивĕçĕсене туса пыма çирĕплетнĕ. Механизаторсем техникăна йĕпе-сапара та, шартлама сивĕре те уçă çĕртех юсанă, çавна май ăшă мастерской кирлине ăнланнă вăл. Проектпа смета докуменчĕсене тăхтамасăр хатĕрлеттернĕ. Ĕçе пикеннĕ. Специалистсем кĕçех хăтлă пÿлĕмсене куçнă.

Яваплă лава 15 çул туртнă Юрий Алексеевич.

Вăхăт иртнĕ. Хуçалăх расчечĕ çине куçнă май Пшонкă енче совхозăн иккĕмĕш уйрăмне йĕркелеççĕ. Унăн управляющийĕ пулма Юрий Ильина шанаççĕ. Халĕ унăн машина-трактор паркĕнчи, выльăх-чĕрлĕх ферминчи йĕркесĕрлĕхсене пĕтерессишĕн çеç мар, Пшонкăпа Ванюшкасси, Кăмакалпа Очкасси ялĕсен кун-çулĕпе те кăсăкланма тивет. Пшонкăра униче картин алăкĕсене /пурĕ тăваттă/ тĕпрен юсаса йĕркене кĕртнĕ. Юписем - тимĕртен. Очкассисене Çÿремет çырми урлă каçса çÿреме кансĕртерех пулнине шута илсе пĕчĕк кĕпер ăсталанă.

2004 çулта ку тăрăхри ялсенчи пÿртсене çут çанталăк газĕпе ăшăтмалла тунă. Ятарлă пăрăх витĕр яла таса шыв кĕрет. Çăл пурисене çĕнетес ыйтăва та татса парать Юрий Алексеевич. Ахальтен мар ăна иртнĕ суйлавра район депутатне суйланă. Хăйĕн тивĕçне вăл чун-чĕре хушнă пек тĕплĕ пурнăçлать. Çамрăксен канăвне усăллă ирттерессишĕн те çине тăрать, хăйсене те ку ĕçе явăçтарать. Юрă-ташă каçĕсем йĕркелесси, çуралнă кунĕсене паллă тăвасси, юбилярсене чысласси йăлана кĕнĕ кунта.

Ытти ĕçре те хастар Ильин. “Нива” ЯХПК профкомĕн председателĕн тивĕçĕсене вунă çул ытла пурнăçлать. Ăна Раççей профсоюзĕсен юбилей медалĕпе чысланă. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕн сăнав канашĕн ертÿçи пулнă май ку ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа туса пырать.

 



"Хыпар"
16 февраля 2010
00:00
Поделиться
;