Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Бизнес-плансене хатĕрлемелле

Чăваш Республикинче 2009 çулта çынсене ĕçпе тивĕçтерессипе, республикăри тĕллевлĕ программăна пурнăçласа, ĕçсĕр 25 çын ĕçпе тивĕçтерекен центра бизнес-плансем тăратнă, вĕсене пĕр хут паракан субсидипе тивĕçтернĕ.

Асăннă çынсене хăйсен ĕçĕсене аталантарассипе паракан пособи 58, 8 пин тенкĕпе танлашнă. Çав шутран 15 çын (61 процент) выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе ĕçленĕ.

2010 çулта агропромышленность комплексĕнчи тĕллевлĕ программăна вăй илтерес çĕре 151 миллион тенкĕ ытла яма палăртнă. Ку вăл 2500 ĕçсĕр çынна харпăр хăй ĕçне йĕркелесе яма май парать. Чăваш Республикинчи “АгроИнновацин” унитарлă хысна предприятийĕсем ялсенче ĕçсĕр граждансене хурт-хăмăр, выльăх-чĕрлĕх тата пахча çимĕç туса илес çĕре явăçтарас тĕлĕшпе пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарассипе тата харпăр хăйне ĕçпе тивĕçтерессипе типлă бизнес-плансем туса хатĕрлесе пулăшаççĕ.

Трак тăрăхĕнче ку енĕпе мĕнле ĕçлеççĕ-ха? Иртнĕ çул, агропромышленность комплексĕнчи тĕллевлĕ программăна пурнăçласа, харпăр хăйне ĕç вырăнĕ тупса парас çĕрте 1 миллион та 470 пин тенкĕ укçапа усă курнă. Уйрăмах выльăх-чĕрлĕх усраса килти хушма хуçалăхран тупăш илессипе Алманч, Красноармейски, Чатукасси ял тăрăхĕсем (ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем В. Долгов, В. Шестаков, Г. Михайлов) япăхах мар вăй хунă.

Пĕлтĕр ял хуçалăх предприятийĕсем граждансене вăхăтлăх майпа ĕçпе тивĕçтерес енĕпе 4 миллион тенкĕ яхăн укçапа усă курнă. Пĕтĕмпе вара районти 346 çын валли ял хуçалăх отраслĕнче ĕç тупса панă.

Кăçал та çынсене районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕçпе тивĕçтерес тĕллев тăрать. Ялти çынсене харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма вăл е ку отрасль валли, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă, малтанлăха 58 пин те 800 тенкĕ уйăрма пăхнă.

Харпăр хăй ĕçне йĕркелес текен гражданинăн кăмăла каякан ĕç шырас тĕллевпе районти ĕçпе тивĕçтерекен центра пымалла.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
22 января 2010
00:00
Поделиться
;