Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче епле вăй хутăмăр?

Кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче, шăмат кун район администрацийĕн çурчĕн пĕчĕк залĕнче хуçалăхсен ертÿçисен кăçалхи пĕрремĕш канашлăвĕ иртрĕ. Унта “Районти АПК аталанăвĕ” 2008—2012 çулсенче” районти тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртессипе ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакансем 2009 çулта — Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче — вăй хунин кăтартăвĕсене тишкерчĕç, 2010 çулта çитменлĕхсенчен хăтăлас енĕпе пурнăçламалли майсене палăртрĕç.

Унта малтанах ял хуçалăх пайĕн зоотехника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Г. Матвеев выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе район администрацийĕпе хуçалăхсем хушшинчи килĕшÿ мĕнле пурнăçланни çинче чарăнса тăчĕ. Районĕпе, ав, аш-какай туса илмелли тĕллеве 5 процент ирттерсе тултарнă. Ку тĕлĕшпе тулли мар яваплă “Таябинка” агрофирма” пĕрлешÿ хастарĕсем лайăх тимленĕ. Сĕт туса илессипе вара “Красное Сормово”, “Волит”, “Янмурзино” хуçалăхсенче тĕллевлĕрех вăй хунă, вĕсенче ăратлă выльăхсем те туяннă. Çак ĕçе ку хушăрах “Досаево” ял хуçалăх артелĕнче хăй еккипе янă, çавăнпах кăтарту та савăнтармасть: тусайсем халĕ кашни ĕнерен талăкра вăтамран 6, 9 килограмм çеç сĕт сăваççĕ. Танлаштарма: яманаксем — 13, 8 килограмм! Районĕпе иртнĕ çул ĕне пуçне 4121-шер килограмм продукци илнĕ — çакă республика шайĕнче те лайăх кăтартусенчен пĕри.

Хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх йышне, çав шутрах ĕнесенне те, чакарни уççăнрах та уççăнрах сисĕнме пуçларĕ. Пĕлтĕр кăна 406 пуç сахалланнă. Ку хушăрах вĕсен хисепне хăпартма “Красное Сормово” пĕрлешÿре май тупаççĕ-çке?

Сыснасен хисепне вара 2009 çулта районĕпе 969 пуç ÿстернĕ. “Чушкасен” йышĕ халĕ “Таябинкăра” — 5410, Васильева хресчен фермер хуçалăхĕнче 2753 пуçпа танлашать. “Красное Сормово” пĕрлешÿри сысна пăхакансен кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ.

Геннадий Николаевич кунпа пĕрлех ертÿçĕсене техник-осеменаторсем вĕрентсе хатĕрлеме кирлине аса илтерчĕ, выльăх йышне чакарма юраманни, продуктивлăха хăпартасси паянхи тĕп задачăсем пулса тăнине палăртрĕ.

Ял хуçалăх пайĕн техника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ В. Чаховский хуçалăхсенче техника шучĕ сахаллансах пынине каларĕ. Сăмахран, тракторсен хисепĕ юлашки çулсенче — 28, уй-хир комбайнĕсен — 32, 5, выльăх апачĕ хатĕрлемелли агрегатсен 23 процент пĕчĕкленнĕ. Çав вăхăтрах “Таябинка” агрофирма” пĕрлешÿ иртнĕ 5 çулта 18 миллион ытла тенкĕлĕх çĕнĕ йышши техника туяннине палăртма çав тери кăмăллă. Ку тĕлĕшпе “Янмурзино”, “Красное Сормово”, “Бахча”, “Нива”, “Волит” хуçалăхсемпе Васильева хресчен фермер хуçалăхĕнче те алă усса лармаççĕ. Çав вăхăтрах МТСра тата Волков хресчен фермер хуçалăхĕнче пĕр техника та илеймен. Апла пулсан вĕсен малашлăхри аталанăвĕ пуласси пирки çăвар уçма та кирлĕ мар! 2008 çулта районĕпе 34100 пин тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă пулсан, 2009 çулта — 14616 пин тенкĕлĕх кăна. “Çĕнĕ техника пурри тупăша ÿстерме пулăшнине сирĕн, ертÿçĕсен, асрах тытасчĕ. Мехазиторсем хатĕрлесси çинчен те манма юрамасть. Пĕлтĕр, ав, пурĕ те 12 тракторист кăна вĕрентсе кăларнă. Çакна “Таябинка” агрофирма” пĕрлешÿре, “Красное Сормово” тата “Янмурзино” хуçалăхсенче, Николаев хресчен фермер хуçалăхĕнче çеç тĕпе хуни шухăша ярать. Çунтармалли-сĕрмелли япаласем кÿрсе килесси пирки те хальтерех килĕшÿсем тăвасчĕ”, — терĕ Виталий Петрович юлашкинчен.

Ял хуçалăх пайĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ М. Васильев хăйĕн сăмахĕнче районти тĕллевлĕ программăри тĕш тырăпа çĕр улми туса илес енĕпе палăртнă цифрăсем пурнăçа кĕрсе пынине пĕлтерчĕ. “Шел те, минераллă удобренисем хатĕрлессипе икĕ хуçалăхра — “Таябинка” агрофирма” тата “Красное Сормово” пĕрлешÿсенче кăна ĕçлеççĕ-ха”, — палăртрĕ Михаил Васильевич.

“Чăваш Республикинчи Россельхозцентр” федераллă патшалăх учрежденийĕн Красноармейски районĕнчи филиалĕн пуçлăхĕ Э. Николаева тăпрана кондициллĕ вăрлăха çеç варăнтарма чĕнсе каларĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсенче вара ку енĕпе тăхтаса тăраççĕ. Юлашкинчен тухăç пĕчĕкленет, çухатусем пысăк пулаççĕ. Кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне, акă, районти хуçалăхсенче кондициллĕ вăрлăх 18 процент чухлĕ кăна шутланнă. “Çĕр улми вăрлăхне çĕнетесси пирки те шутласчĕ. Сортлă “иккĕмĕш çăкăр” “Таябинка” агрофирма” пĕрлешÿре пур”, — терĕ Эльвира Александровна.

Ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен В. Егоров специалист канашлура кăçал пирĕн районти пур 98 предприяти-организацире те тĕрĕслевсем иртессе пĕлтерчĕ, вĕсене тĕплĕн хатĕрленмеллине палăртрĕ.

Ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Ю. Петров хуçалăхсен ертÿçисене республикăри Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн итогĕсем çинчен каласа пачĕ.

Канашлăва район пуçлăхĕ С. Николаев йĕркелесе пычĕ. Станислав Андреевич ял хуçалăх пайĕнче ĕçлекенсем ку канашлăва тĕплĕн хатĕрленнине палăртрĕ, 2009 çулта вăл е ку енĕпе епле ĕçленине ытти çулхисемпе танлаштарса сăнлакан таблицăсене проекторпа усă курса кăтартнине лайăх хак пачĕ. Район пуçлăхĕ кунпа пĕрлех “Досаево” ял хуçалăх артелĕнче пĕлтĕр çĕр улми кашни гектартан вăтамран пурĕ те 63 центнер çеç пухса кĕртнине, Тусай тăрăхĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те хавшасах пынине, талăкри сăвăм пĕчĕкленнĕçем пĕчĕкленнине “япăх пулăм” терĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
19 января 2010
00:00
Поделиться
;