Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ĂНЛАНУПА КИЛĔШŸ ЫТАМĔНЧЕ

ĂНЛАНУПА КИЛĔШŸ ЫТАМĔНЧЕ

Красноармейскинчи халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр пĕччен юлнă кинемипе мучисемшĕн - чăн-чăн çăлăнăç. Районта ватăсем вăхăтлăх пурăнакан икĕ уйрăм: Карайра тата Чатукассинче. “Пÿлĕмсенче таса та илемлĕ. Кунне тăватă хут апат çитереççĕ. Уйрăмсенче хушма хуçалăхсем те пур, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усраççĕ”, - пĕлтерчĕ центр директорĕ А.Никитин.

Пурнăçран юласшăн мар

Карайра - 12, Чатукассинче 27 ватă патшалăх учрежденийĕнче канлĕх тупнă. Кинемипе мучисен сывлăхне районти тĕп больницăн тухтăрĕсем пырса тĕрĕслесех тăраççĕ. Ватăсем кашни эрнерех вĕри мунча кĕреççĕ, тĕрлĕ хаçат-журнал вулаççĕ. Чатукассисем пилĕк хутчен “Республикăри чи лайăх Ватăсен çурчĕ” ята тивĕçнĕ. “Пурнăçран юласшăн мар. Ватăсене ăнланма, кирлĕ вăхăтра пулăшма тăрăшатпăр”, - ăшшăн пĕлтерчĕ Чатукассинчи уйрăм ертÿçи С.Матвеев. Пÿлĕмсенче тирпейлĕх хуçаланать, чечексем ешереççĕ. “Вĕсене ватăсем хăйсемех пăхаççĕ: шăвараççĕ, кăпкалатаççĕ. Çулла пахчара та чечек лартса ÿстереççĕ. Çулĕсем самаях пур пулин те алă усса ларасшăн мар вĕсем. Ĕçлеме пĕрре те ÿркенмеççĕ”, - тет С.Иванова соцĕçчен. “Çĕр улми те шуратса параççĕ. Пĕçернĕ çĕрте пулăшсах тăраççĕ”, - калаçăва хутшăнчĕ С.Петрова повар.

Тунсăхлама вăхăт çук

Ваттисен çурчĕн уйра 1 гектар çĕр пур. Пахча çимĕç, улма-çырла хăйсемех туса илеççĕ. Хĕле валли хăяр-помидор, варени, салат хатĕрлеççĕ. Утă та типĕтеççĕ. Картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхе те пăхмалла, тăрантармалла-çке. Староста та пур кунта. Мунчана шыв йăтмалла-и, пахча çимĕç шăвармалла-и - пĕтĕмпех Л.Чекушкина йĕркелет. Кинемипе мучисем спортпа та туслă. Пушă вăхăта яланах сенкер экран умĕнче ирттермеççĕ, шашкăлла, шахмăтла выляса пуçĕсене “çĕмĕреççĕ”. Бильярд та пур. О.Яковлев валли вара дарц та çакса панă. Олег инвалидсен кунĕ ячĕпе иртекен ăмăртăва хутшăнма хатĕрленет иккен. Ватăсене тăтăшах шкул ачисем концертсемпе савăнтараççĕ, Тракри ветерансен хорĕ те час-часах килет. Ытти организаци те кинемипе мучисене манмасть: ватăсемпе пĕрле тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яваççĕ. Чиркÿ çыннисем те килсех çÿреççĕ. Çывăх вăхăтра кĕлĕ вуламалли пÿлĕм те тăвасшăн кунта. Кинемисем алă ĕçне те манмаççĕ: тĕрлеççĕ, алсиш-чăлха çыхаççĕ, ÿкереççĕ, çăм арлаççĕ. Хăйсен хушшинче пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Мучисене те ăшă чăлха кирлĕ-çке. Ялти çынсене те çăм арласа пама ÿркенмеççĕ. Çуралнă кунĕсене, тĕрлĕ уявсене те пĕрлех паллă тăваççĕ. Карайри уйрăмпа та хутшăнаççĕ: пĕрле çут çанталăк илемĕпе киленеççĕ, пĕр-пĕрин патне çырусем çÿретеççĕ. Кунта пурăнакансем республикăн тĕрлĕ кĕтесне театр, концерт, музей курма тухса çÿреççĕ. Пĕр сăмахпа, тунсăхлама вăхăт çук вĕсен.

Кашнин хăйĕн шăпи

“Мана кунта питĕ килĕшет. Лайăх пăхаççĕ, çитереççĕ. Хам килте тахçанах вилеттĕмччĕ те пулĕ. Ялта пĕчченех пурăнаттăм. Çамрăкрах чух вăрман касма çÿреттĕм, çырмасенчен çул-йĕр тума чул пайтах йăтнă. Кун-çулăм пыл та çу пулмарĕ. Çакăн пек ырă пурнăç курман эпĕ”, - савăнăçлă калаçрĕ тин çеç мунчаран тухнă 85 çулти Люба аппа.

Кунта кинемипе мучисем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ. Ю.Семенов çуртне “хĕрлĕ автан” хыпса илнĕ, йăлтах çунса кайнă. Ывăлĕ вара аякра - Инçет Хĕвел тухăçĕнче. Юрий Иванович Чатукассинче хÿтлĕх тупнă. Е.Дятлова Сĕнтĕрвăрринчен килнĕ, чăвашла пĕлсех каймасть. Çапах та вĕсемшĕн ку чăрмав мар, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ. Елизавета Афанасьевна тăванĕсем патне тăтăшах кайса çÿрет. «Туслă пурăнатпăр. Хам эпĕ Çĕрпÿрен. Мĕн кăна çитермеççĕ! Килте те çисе курман ун пек тутлă апат”, - терĕ ăшшăн йăл кулса Н.Кузьмин. Ватăсен хăйсен сĕнĕвĕсене, мĕн килĕшменнине учреждение çыру шăрçаласа пĕлтерме те май пур. Çакна валли ятарласа “Шанăç почтине” йĕркеленĕ. Çуртра ăнланупа килĕшÿ хуçаланни чăннипех куç кĕрет.

 



"Хыпар"
16 ноября 2009
00:00
Поделиться
;