Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

АМĂШĔН ЯТНЕ ПĂХСА

Хĕрарăм тивĕçĕ - ача çуратса пăхса ÿстересси. Пепке тĕнчене илем кÿрет, пуянлатать. Ачан пирвайхи утăмĕсем, чĕвĕл-чĕвĕл сасси, сар хĕвел пек ăшă кулли... Ку - çĕр çинчи чи хаклă пурлăх. Анчах хăш-пĕр амăшĕ /амăшĕ теме чĕлхе те çаврăнмасть/ Турă панă телее упрама пĕлмест, тĕпренчĕкĕсене хĕрхенмесĕр пăрахса хăварать. Е ĕçкĕпе иртĕхсе вĕсем çинчен пачах манать. Ача çуртĕнче тутлă çитерни те, пÿлĕмре таса та илемлĕ пулни те килтипе танлашаймасть. Аннен çепĕç сассине, унăн ачаш аллине, вăл пĕçернĕ тутлă çăкăр шăршине мĕн çиттĕр-ха? Çемьесем ют ачасене чăн-чăн ачалăх парнелени - чăн-чăн паттăрлăх.

Трак тăрăхĕнче те ку тĕлĕшпе лару-тăру ырă енне улшăннă. Кунта тăлăха юлнă чылай пепке çемье ăшши тупать. Районта 2009 çулта кăна 10 шăпăрлана çемьесене вырнаçтарнă. Ку питĕ яваплă ĕç. “Çак утăма тăвиччен лайăх шухăшламалла, хатĕрленмелле. Патшалăх çуртĕнче ÿснĕ ачасем ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Çавăнпа та вĕсемпе питĕ асăрхануллă пулмалла. Тĕрĕс мар каланă кашни сăмах амантма, ĕмĕрлĕхех чĕрисене вырнаçма пултарать. Ачан хăй çĕнĕ ашшĕ-амăшне кирлине туймалла. Пепкене юратмалла, унсăрăн тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстереймĕн, - терĕ Красноармейски районĕнче ачалăха сыхлас енĕпе ĕçлекен эксперт-специалист И.Гурьева. - Пирĕн районта çемьене илнĕ шăпăрлана каялла тавăрса пани пулман. Çынсем ют пепкене чăннипех те юратăвне, ăшшине парнелеме тăрăшни савăнтарать. Кашни ача телейлĕ, тулли пурнăçа тивĕç. Пысăккисен йăнăшĕсемшĕн вăл айăплă мар-çке.”

Трак енче çемьене ытларах пĕрер ача йышăнни палăрчĕ. Икшер пепке илнĕ тĕслĕх те пур. Акă Кушкăри Васильевсен çемйинче икĕ хĕр пĕрчи ăшă йăва тупнă. Васильевсен хăйсен те 3 ывăл. Асли культура училищинче, вăтаммипе кĕçĕнни шкулта ăс пухаççĕ. Хальхи вăхăтра пĕр ачана та ура çине çирĕп тăратма йывăр. Михаил Никитичпа Алина Юрьвнăна ку та хăратман. Пиллĕкĕшне те пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине тăратасшăн талпăнаççĕ. “Лавккасенче яланах хĕр япалисене ăмсанса пăхаттăм. Илес - ывăлсем кăна. Питĕ хĕр пăхса ÿстерес, унăн япалисене çăвас килетчĕ. Ĕмĕтленни пурнăçланчĕ. Халĕ пĕрре те ÿкĕнместпĕр. Вĕсем маншăн хам çуратнă ачасем пекех”, - ăшшăн йăл кулса пĕлтерчĕ кил хуçи арăмĕ Алина Юрьевна.

Ангелинăна çемьене икĕ çул çурăра йышăннă. Пĕчĕкскер илсе килсенех чĕмсĕртерех пулнă. Халĕ, 5 çула çитнĕскер, пĕр чарăнмасăр калаçать, садике хаваспах çÿрет. Михаил Никитичпа Алина Юрьевнăна атте-анне тесе чĕнет. Нумаях пулмасть Васильевсем Ангелинăна ÿсме кичем ан пултăр тесе тепĕр хĕр тупса килнĕ. Маша пĕчĕкех мар, 14 çула çитнĕ. Çапах та çĕнĕ çемьене лăпкăнах йышăннă, пĕрремĕш кунранах кил хуçисене атте-анне теме пуçланă. “Мана кунта питĕ килĕшет. Юлташсем те тупрăм”, - пĕлтерчĕ вăл. Маша 8-мĕш класра вĕренет. Ташлама, юрлама ăста вăл. Хăйĕн малашнехи пурнăçне çав енĕпех çыхăнтарасшăн. “Малтанах, паллах, ют ачапа йывăртарах. Халĕ пĕр-пĕрне хăнăхса çитрĕмĕр. Вĕсемсĕр пурăнаяс та çук, - терĕ Алина Юрьевна. - Маша пĕчĕккĕн апат пĕçерме, кил-çуртра пуçтарма хăнăхать. Тăван амăшĕ ăна ниме те вĕрентмен, пуçĕпех ĕçкĕ авăрне кĕрсе ÿкнĕ. Мăнтарăн ку таранччен таса вырăн çинче те çывăрса курайман”. Маша çемье ăшшине Васильевсем патĕнче туйса илнĕ. Алина Юрьевнăна вăл хăйĕн вăрттăнлăхĕсене уçса парать. Хĕрĕн чи лайăх юлташĕ амăшĕ-çке. Васильевсен ывăлĕсем те Ангелинăпа Машăна тăван йăмăкĕсем вырăннех хураççĕ. Пĕчĕккине алăран та ямаççĕ. Михаил Никитич та хĕрĕсене питĕ юратать. “Мăнуксене уйăрмастăп. Вĕсем пурте маншăн тăван пекех,” - пĕлтерчĕ асламăшĕ Римма Ефимовна.

Ачасăр çемьере пушă, кичем пек туйăнать. Васильевсен çемйи вара чăннипех те телейлĕ. Вĕсене ача-пăча сасси савăнăç кÿрет. Михаил Никитичпа Алина Юрьевна Ангелинăпа Машăшăн чи çывăх, чи юратнă çыннисем. Хăйсен çине çакăн пек пысăк яваплăх илсе шăпăрлансене телейлĕ ачалăх парнелеме пултарни - ырă ĕç. “Çуратаканĕ мар, пăхса ÿстерекенĕ амăшĕн ятне тивĕç”, - теççĕ.



"Хыпар"
26 октября 2009
00:00
Поделиться
;