Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Бизнеса аталантарма пулăшĕ

Çак кунсенче Красноармейски салинче районти бизнес-инкубатор уçăлнă. Ăна уçма ЧР экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министрĕ И.Моторин, Республикăн бизнес-инкубаторĕн директорĕ В.Ермошкин хутшăннă. Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн “Красноармейскинчи бизнес аталанăвĕн центрĕн” директорĕ хăнасемпе пухăннисем валли экскурси ирттернĕ. Бизнес-инкубаторта - 11 офис. Виççĕшне йышăннă ĕнтĕ. Красноармейски район пуçлăхĕ С.Николаев асăннă çуртра юсав ирттернĕ строительсене тав сăмахĕ каланă, Хисеп хучĕпе чысланă.

 



"Хыпар"
07 октября 2009
00:00
Поделиться
;