Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пĕччен юлсан та пĕчченлĕхре мар

Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунне халалласа ирттерекен Ырă кăмăллăх кунĕсене Красноармейскисем те пуçаруллă хутшăнчĕç.

Уяв сĕтелĕ йыхравлать...

Социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Леонид Киселев пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра районта 4887 пенсионер пурăнать, вĕсенчен 3997-шĕ çул çитнипе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пĕччен пурăнакан 120 ватăна социаллă пулăшу центрĕ хăй хÿттине илнĕ - вĕсене социаллă ĕçченсем пăхаççĕ. Ветерансем валли уçнă икĕ çуртра 37 мучипе кинемей тăван кил ăшшине тупнă. Асăннă учрежденисене хĕле хатĕрлесе çитернĕ.

Социаллă пулăшупа киле пырса тивĕçтерекен уйрăма ертсе пыракан Н.Чаховская каланă тăрăх, районта 308 çын ватлăхра пĕччен пурăнать. “Вĕсем патне тăтăшах кайса çÿретпĕр, ĕнер - Упи тăрăхĕнче, паян Алманч енче пултăмăр, ыран Пикшике çитетпĕр. Ватăсем пире кĕтсех тăраççĕ”, - тет Нина Николаевна.

Аслă ăру çыннисен пуçарăвĕпе кăçал çĕршывра “Аякри ялсенче пурăнакан ветерансене - халăх тимлĕхĕ” акци ирттереççĕ. Тĕллевĕ чăннипех пархатарлă: ватăсене социаллă пулăшу парасси тата вĕсен пурнăçне çăмăллатасси. Трак тăрăхĕнче те пур унашкал вырăнсем - автобус çÿремест, лавкка, фельдшер пункчĕ, клуб çук. Çавăнпа та унта тĕпленнĕ кинемейсемпе мучисемшĕн тăрăшса автолавккасем, тухса çÿрекен поликлиникăсем йĕркелеме тĕв тунă. Çак çĕнĕлĕхе Ватă çынсен кунĕ тĕлне тесе кăна мар, малашлăха шута илсе ĕçе кĕртнĕ.

Пĕлтĕр РФ Президенчĕн “Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен” Указĕ тухрĕ. 2005 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен хваттер черетне тăнисене - вăрçа хутшăннă 3 ветерана тата салтаксен тăлăха юлнă 2 арăмне çурт-йĕр туянма укçапа пулăшнă.

Район администрацийĕ тивĕçлĕ канăва тухнă ентешĕсен шăпипе куллен интересленет, кирлĕ тĕк пулăшать те.

“Паян - аслă ăру çыннисен кунĕ. Ăна халалласа чылай мероприяти хатĕрлерĕмĕр, - тет Леонид Аркадьевич. - Районти ветерансен канашĕн пленумне, ветеран-педагогсен слетне пухрăмăр, ял тăрăхĕсенче ватăсемпе тĕл пулусем йĕркелерĕмĕр, вĕсене канăç паман ыйтусене уçăмлатрăмăр. Хĕле епле хатĕрленнипе канăçсăрланса пĕччен пурăнакансен пурнăçпа йăла условийĕсене тĕрĕслерĕмĕр: вутă-шанкă çителĕклĕ-и, апат-çимĕç пур-и, пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу кирлĕ мар-и? Сывлăхĕ пирки те ыйтса пĕлнĕ. Кирлĕ тĕк сиплевпе, эмелпе тивĕçтернĕ.

Çамрăксене аслă ăру çыннисене хисеплеме вĕрентес тĕллевпе шкул ачисем ветерансемпе тĕл пулчĕç, вĕсен кун-çулĕпе кăсăкланчĕç, пĕччен пурăнакан халсăрсемпе инвалидсене шефа илчĕç”.

Ватă çынсен кунĕ ячĕпе ÿкерчĕксен, сочиненисен конкурсĕ те пулнă-мĕн.

Паян хаклă ветерансене хăйсен тăван коллективĕсенче уяв кĕреки хушшине йыхравлаççĕ. Самана йывăрлăхне çĕнтерейменнипе арканса кайнă хуçалăхсенчи ватăсене те манмаççĕ - вĕсем те кĕтнĕ хăнасем: ял тăрăхĕсем çине тăнипе общество апатланăвĕн предприятийĕсем тутлă апат-çимĕçпе сăйлаççĕ.

Леонид Аркадьевич çакна та асăнчĕ: иртнĕ çулхи пекех РФ Пенси фончĕ сахал тупăшлă ватăсене ятран пулăшма укçа уйăрса панă. Ан тив, вăл пысăках мар пултăр, манманни, ырă туни темрен те паха.

Ял-йыш манмасть...

Ял тăрăхĕн специалист-эксперчĕпе З.Александровăпа пĕрле Алманчра пурăнакан С.Яковлева, Р.Федорова, В.Ильина, Т.Афанасьева пенсионеркăсемпе курнăçрăмăр. Вĕсем - ĕç ветеранĕсем, Василиса Ильинична - иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Пĕрисем - хăр тăлăх, теприсен ачисем тĕнче тăрăх саланнă. Апла пулин те кинемейсем пĕчченлĕхре мар. Вĕсене ял-йыш манмасть, ывăл-хĕр пуррисен тĕпренчĕкĕсем килсех тăраççĕ. Патшалăх та пулăшать. Зинаида Николаевна çирĕплетнĕ тăрăх, ял тăрăхĕнче пĕччен ватăсем - 27. Кашнин шăпипех вырăнти хăй тытăмлăх интересленсех тăрать, 80 çул урлă каçнисене пăхса пурăнма шанчăклă çынсене тупса парать.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче Таисия Михайловна Трак тăрăхĕнче ырă ĕçпе чапа тухнă. Ветеринари тухтăрĕнче вăй хунă вăл, “Гигант” хуçалăх выльăх-чĕрлĕхĕн сывлăхĕшĕн хыпса çуннă. Çитĕнĕвĕсене çĕршывăмăр тивĕçлипе хакланă, ĕçри хастарлăхшăн медальсемпе чысланă. Мускаври Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравне кайма виçĕ хут тивĕçнĕ. Ял, район Канашĕсен депутатне Т.Михайловăна пĕрре кăна мар суйланă.

Çамрăклăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе пĕр килнĕ май çемье çавăрайман вăл, пурнăç çулне, йывăрлăхне-мĕнне пăхмасăр, пĕчченех такăрлатнă. Çук-ха, пĕччен тени, тен, тĕрĕсех те мар: çывăх тăванĕн ывăлне хăй хÿттине илнĕ Таисия, ăна тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерсе аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Лешĕ чăнах та ятлă-сумлă çын пулса тăнă. Мускавра яваплă çĕре вырнаçнă. Вăхăт иртнĕ май мăнакăшне кăна мар, ветерансен çуртĕнче тĕпленнĕ тăван амăшне те маннă. “Вăхăчĕ çук пулĕ çав, çулталăкра пĕр-ик хут килкелесе каять-ха”, - тет ĕç ветеранĕ. Çывăх çыннин хуçалăхри хуралтисене тÿрлетме-юсама ÿркеннине ĕçлĕ çыннăн ерçÿ çуккипе сăлтавлама пăхать.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та ветеринари службинче çирĕм çул тăрăшнă вăл. Килĕнче те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Мĕнех тăвăн, çулсем иртнĕçемĕн вăй-хал чакать çав, чир-чĕр те хăпма пĕлмест. 86 çулти кинемей катарактăна пула куç çивĕчлĕхне çухатнă. Ăна халĕ Елизавета Игнатьева пăхса пурăнать. Паллах, патшалăх кăштах тÿлет çакăншăн. Ялти ĕç-пуçа вара пус-тенкĕ çине куçарса та çитереймĕн. Чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх, ырă чĕре, çепĕç кăмăл кирлĕ халсăра хăй хÿттине илекенĕн. “Лизăпа Толя лайăх пăхаççĕ мана. Апат-çимĕç пĕçерсе параççĕ. Пахчари çĕр улмине те кăларчĕç. Лиза урай çума килетĕп терĕ те - кĕтетĕп-ха, - сăмахлать Таисия Михайловна кантăкран тинкернĕ май. Хальлĕхе тĕнче çуттине пач курмиех пулман-ха ватă çын. - Тавах вĕсене мана пăрахманшăн...”

 



"Хыпар"
01 октября 2009
00:00
Поделиться
;