Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ĕмĕр асăнмалăх

“Начар арăм хушпу тăвайман, начар арçын ака пуç туса пуçтарайман”, - тенĕ ваттисем. Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Прохорович Прохоров çумне çак сăмахсем тусан пĕрчи чухлĕ те çыпăçаймĕç. Вăл çемье валли кил-çурт çавăрнă, савнă мăшăрĕпе ача пăхса çитĕнтернĕ, вĕрентсе кăларса Тăван çĕршывшăн юрăхлă çын тунă. Ку çеç-и? Ятарлă пĕлÿ илмесĕр /1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн историке вĕреннĕ/ Красноармейски салинчи клуб çурчĕн /кирпĕчрен/ чертежне туса хатĕрленĕ. Хăй асăннă салари вăтам шкул директорĕ пулнă тапхăрта ăна аслăлатмалли реконструкци чертежне те тунă.

Анчах çак çула çитиччен Михаил Прохоровăн вăтам шкула кĕскетнĕ программăпа вĕренсе пĕтерсе кĕçĕн командирсем хатĕрлекен курс витĕр тухма тÿр килет. Пĕр сăмахпа - çар пĕлĕвне ÿстерет. Нимĕç фашисчĕсемпе хаяр çапăçусем пыракан çулсем-çке-ха. Совет çарĕн тĕп вăйĕсем тăшмана каялла хăваласа Европăри çĕршывсене ирĕке кăларакан вăхăт çитнĕ. Акă аслă лейтенант Прохоров подразделенийĕ Румыни чикки урлă каçнă. Çамрăксемшĕн апла-и, капла-и, вăхăт таппинчи кунсем те çулсем чечек пек илемлĕ, тĕнче те аслă, шухăш-туйăмĕ те хăлат пек хăватлă. Юрату пурнăçра çул уçса пырать. Хăй хваттерте тăракан кил хуçи хĕрĕпе Михаил хушшинче юрату хĕмленнĕ.

Нимĕç фашисчĕсем малалла кĕрешме-çапăçма чарăннине тата хăйсем парăннине пĕлтерсен тĕрлĕ вырăнти пекех Румынире тăракан çарсене те Тăван çĕршыва таврăнмаллине пĕлтернĕ. Акă Михаил Прохоров аслă лейтенантăн та кунти юлашки кунсем. Çамрăксен чĕри-чунĕ уйрăласшăн мар. Юратнă хĕрĕ Михаила унта юлма ÿкĕтлет. Анчах салтакăн приказа пурнăçламалла. Хĕр каччи хăйне хăвăрт манса ан кайтăр тесе ăна пĕр-пĕр хаклă япала пама шутлать. Тем патне те туртăнать унăн алли, анчах чикĕ урлă каçнă чухне ăна е кăна пăрахса хăварма хистĕç. Уйрăлас умĕнхи юлашки самантра шутласа кăларатех каччи валли ĕмĕрлĕх асăну парнине: пĕр пăхăр кашăкпа вилка.

- Çаксем санăн куçу умĕнче кун каçипе виçĕ хут пулма пултарĕç. Вара мана аса илĕн, - тесе хыттăн чуп туса илнĕ хĕрĕ каччăна.

Çав парнесем Михаил Прохоровичăн паян та сĕтел çинче, алă айĕнче. Вĕсем хуçине çамрăк вăхăта аса илтерсе иртнĕ кунсен çутипе ăшшине парса тăраççĕ, пурăнма, ĕçлеме хавхалантараççĕ.

 



"Хыпар"
01 октября 2009
00:00
Поделиться
;