Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Тăвалла, çапах та - малаллах

Çанталăк кăçал ял çыннин кăмăлĕпе пĕр килсе, тăрăшса пăхса çитĕнтернĕ пĕрчĕллĕ культурăсемпе пахча çимĕçе вăхăтра та çухатусăр пухса кĕртсе пÿлмене хывма май пачĕ.

684 гектар çинче тыр-пул акса турĕç кăçал Красноармейски районĕнчи Карайсем. Çĕр улми - 80, куккурус 180 гектар йышăнчĕç. Вăй хуни харама каймарĕ - уй-хир пысăк тухăçпа савăнтарчĕ. Çурхи культурăсем уйрăмах ăнса пулчĕç. Хуçалăх кашни гектартан вăтамран 27 центнер тырă, 170 центнера яхăн çĕр улми туса илчĕ. Çакăнта, паллах, ĕçчен те тăрăшуллă çынсен тÿпи иксĕлми. Хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ Валентина Степанова маттурсене ятранах асăнчĕ. Акă вĕсем - Карай тăрăхĕн хастарĕсем: Михаил Петров, Геннадий Фомин комбайнерсем, Николай Федотов, Радик Кузьмин, Юрий Сергеев водительсем, Константин Фомин тракторист.

Валентина Геннадьевна пĕлтернĕ тăрăх, çĕр ĕçченĕн тăрăшулăхне тивĕçлипе хакламанни кăмăла хуçать. “Хăвăрах шухăшласа пăхăр-ха: хулари сĕт завочĕ çурла уйăхĕнче кашни килограмм продукцишĕн 7,12 тенкĕ тÿлерĕ. Аш та йÿнелсе кайрĕ, килограмм хакĕ - 40-42. Тырра 3 тенкĕпе йышăнаççĕ. Иртнĕ çул унăн хăй хаклăхĕ 4,2 тенкĕпе танлашнăччĕ, кăçал 5-рен иртет пулĕ, - тет тĕп бухгалтер. - Тупăш илес тесен хаксене ÿстермелле. Çавăн чухне кăтартусем пысăкрах, çынсен хастарлăхĕ татах иксĕлми пулĕччĕç”.

Тĕрĕссипе, ку хутлăх яланах пултаруллă та пуçаруллă маттурсемпе палăрса тăнă-ха. Халĕ те авă экономика кризисĕ пырса çапнине пăхмасăр “Караево” ООО тăвалла пулсан та малаллах талпăнать. Виталий Платонов пĕлсе ертсе пынипе районти тăнăçлă хуçалăхсенчен пĕри шутланать. Уй-хир культурисене çитĕнтернипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине тивĕçлĕ хаклаççĕ кунта. Мăйракаллă шултра выльăх йышне 560 пуçа çитернĕ. Çав шутра сăвакан ĕнесем - 250. Лашасене чăннипех хисеплеççĕ - тĕп кĕтÿре 29 янавар.

Çавна май апатăн çирĕп никĕсне хывса хăварасси тĕп ыйту шутланать. Çанталăк çăвĕпех типĕ тăнине пăхмасăр утă çителĕклĕ çулса типĕтнĕ. Куккурусран, нумай çул ÿсекен курăксенчен пин-пин центнер сенаж-силос хывнă. Ку ĕç малалла пырать.

Уй-хир пуянлăхне пухса кĕртрĕмĕр те ĕç-пуç вĕçленчĕ темелли çук çĕр çыннин. Çитес çулхи тухăçăн шанчăклă никĕсне халех хывса хăвармаллине асра тытса Карайсем 220 гектар çинче ыраш тата кĕрхи тулă акса хăварнă. Халех çĕртме сухине мĕн пур лаптăк çинче тăвассишĕн тимлеççĕ.

Çавăнпа пĕрлех пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетесси те манăçмасть. Иртнĕ çулсенче машина паркне “МТЗ” йышши икĕ тракторпа, “Дон” комбайнпа пуянлатнă. “Техника кивĕ”, - тесе лармаççĕ механизаторсем, кирлĕ тĕк юсаççĕ, çĕнетсе улăштараççĕ, майлаштараççĕ, мĕн пуррине тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Хĕрÿ тапхăрта вĕсем уйăхсерен вăтамран 7-шер пин тенкĕ таран ĕçлесе илеççĕ. Производствăра вăй хуракан ытти хастарăн шалăвĕ те 4 пинрен кая мар.

Хуçалăхăн иксĕлми пуянлăхĕ - ăста та пултаруллă ĕçченсем. “Караево” ОООра паян вăтам сыпăк специалисчĕсем - çителĕклех. 5 бригадăна, икĕ фермăна яваплăха туякан çынсем ертсе пыраççĕ. Механизаторсем, дояркăсем çитменни вара кулленхи ĕçре чăрмав кÿрет. Мĕнех тăвăн, самани çавнашкал паян - яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ялта тымар ярасшăнах мар. Тăван тăрăхăн инфратытăмĕ çĕнелсе улшăнни те илĕртмест вĕсене - хуланаллах туртăнаççĕ. Карайра кăна мар çакнашкалли: районĕпех, республикипех. Тен, Раççейĕпех те-и?

Çавна май хуçалăх ертÿçисем Карайри вăтам шкулта час-часах пулаççĕ, çамрăксемпе чуна уçса калаçаççĕ. Кирлĕ пулсан пулăшаççĕ: ырă канашпа та, укçа-тенкĕпе те. Туслă çыхăну çирĕпленсех пыни куç умĕнчех. Ахальтен-и вĕренекенсем çĕр улми пуссине кар пуçтарăнса тухрĕç, ăна тирпейлĕ пухса кĕртессишĕн çитĕннисемпе танах хыпса çунчĕç.

Апла тăк малашлăхĕ пур-ха “Караево” ОООн

 



"Хыпар"
17 сентября 2009
00:00
Поделиться
;