Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Хăват ÿсмеллех, сум таврăнмаллах

Д.А.Медведев Президент Ярославльте иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери конференцире каланă сăмах, унăн «Раççей, малалла!» статйи /чăвашла - «Хыпарăн» ĕнерхи номерĕнче/ çĕршыври политикăпа общество пурнăçне, промышленноçпа ял хуçалăхне, ытти сферăна çĕнĕ варкăш илсе килчĕç. Çĕршыв ертÿçи патшалăх умĕнчи çивĕч ыйтусене татмалли, политика тытăмне майĕпен, çав вăхăтрах тĕллевлĕн çĕнетмелли, пысăк технологи отраслĕнче мала тухма инноваци программисене хатĕрлемелли тата ытти уçăмлă çул-йĕре палăртрĕ. “Хыпар” хаçат хăйĕн вулаканĕсене çакăн пирки шухăш-кăмăлне пĕлтерме сĕнчĕ.

Станислав НИКОЛАЕВ, Красноармейски район пуçлăхĕ:

- Эпĕ те граждан обществи çине тимлĕх ытларах уйăрмаллине палăртнă пулăттăм. Хăй тытăмлăх органĕсен шайĕ хальлĕхе пĕчĕккине йышăнатăп. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ĕçĕнчи çитменлĕхсемпе кăлтăксене тĕрĕс асăрхаттарать çĕршыв Президенчĕ. Хам енчен вĕсене полномочи ытларах памалла тетĕп. Уйрăмах финанс ыйтăвĕсенче. Пирĕн ĕç-хĕлĕн анлăшĕ пысăк, тивĕçĕ те сахал мар. Патшалăх политики ăна паян татах пысăклатасшăн. Çав вăхăтрах “право” текен ăнлав хĕсĕкреххĕн курăнать.

Ĕçтешсем - район пуçлăхĕсем - палăртнă тăрăх, коррупци тымарне темшĕн-çке пирĕн шайра шырама пуçлаççĕ. Паян ку тытăмра тăрăшакан кашни ертÿçĕ чун тасалăхĕпе, тăрăшулăхĕпе çăмăл мар лава тапса туртнипе палăрать, тĕрлĕ ыйтăвăн хуравне халăхпа канашласа тупать. Шел те, çак чыса варалакан, ытти çĕрти пекех, пирĕн йышра та тупăнать. Сăмаха çапла пĕтĕмлетнĕ пулăттăм: патшалăх ертÿçин сăмахĕ кашни пуçлăхшăн, çĕршыври кашни çыншăн хамăр мĕн тунине виçсе хакламалли программа вырăннех.

Иван ПАВЛОВ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситечĕн педагогика кафедрин заведующийĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор:

- Дмитрий Анатольевич сăмахĕнче чăнлăх, тĕрĕслĕх нумай. Вăл пурнăçăн, промышленноçăн, ытти сферăн чылай енне анлă çутатать. Докладпа тĕплĕн паллашсассăн паянхи пурнăçăн çĕнĕ концепцийĕсене хатĕрлеме хистенине туйса илетĕн. Сăмахран, Президент çĕршыв экономикине çĕнетме сĕнекен стратегин пилĕк векторнех илер. Палăртни чăннипех пурнăçлансан чылай енĕпе чи малта пыракан çĕршывсенчен пĕри пулăпăр. Топливăн çĕнĕ тĕсĕсене хатĕрлесе шалти тата тулашри рынока тухни çĕршыв хăватне ÿстерĕ. Ядерлă технологисене пахалăх енчен çÿллĕ шая çĕклĕпĕр, информаци технологийĕсем лайăхланĕç, медицина оборудованийĕпе малти позицие тухăпăр. Пысăк технологисен сферинче лидер пулассин çак пилĕк стратегине тĕпе хурса эпир йăлана кĕнĕ чи пысăк пĕлтерĕшлĕ отрасльсене аталантарас енĕпе яланах тимлĕ пулма шантарни чунсенче шанчăк çуратать. Апла тăк - çĕршывăн малашлăхĕ пур.

Анатолий ИВАНОВ, Шупашкар район прокурорĕн çумĕ:

- Питĕ вырăнлă, кирлĕ, вăхăтлă тата паянхи пурнăçа питĕ тĕл лектернĕ - çапла хаклатăп Раççей Президенчĕ Ярославль хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери “Паянхи патшалăх тата анлă хăрушсăрлăх” конференцире каланă сăмахсене.

Мĕншĕн-ха пирĕн хысна пÿлмине чухăнлатакан коррупцие малашне те чăтмалла? Унăн тарăна кайнă тымарне хăртма тахçанах вăхăт. Ырă пуçару, анчах вăл тапхăр-тапхăр иртекен пулăм пек ан пултăр. Çыннăн ĕç прависене пăснă, шалу вăхăтра тÿлемен çĕрте коррупци уйрăмах палăрать. Хамăр пасар экономики çине куçатпăр тетпĕр. Шел те, бизнес та çылăхсăр мар. Раççей - чурасен патшалăхĕ мар. Çавăнпа та укçа-тенке унталла та кунталла сапалакан, анчах ĕç укçи тÿлеме мехел çитереймен ертÿçĕсене ăнланма питĕ йывăр. Тĕрĕссипе, ăнланма та кирлĕ мар: пултараймастăн - пуканна пушат.

Шалу илеймен çын хÿтлĕх ăçта шырать тетĕр? Паллах, прокуратурăна çитет, суда тавăç тăратать. Тÿлевсĕр ĕç - чурасен шăпи. Çавăнпа та ертÿçĕсемпе пуçлăхсен ĕç çыннин социаллă ыйтăвне туйни, ăна татса пама тăрăшни тата пултарни кирлĕ. Халĕ эрех-сăра кульчĕ пуç пулса тăчĕ. Çак сăлтава пула çынсен вилеслĕхĕ ÿсрĕ, преступленисен шучĕ нумайланчĕ. Ку та - çивĕч ыйту. Ăна татса памаллах.

Альбина НИКОЛАЕВА, Тăвай районĕнчи Тĕмерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ:

- Çĕршыв Президенчĕн сăмахĕнче пире малалла утма чăрмантаракан, хăвата чакаракан социаллă чирсенчен хăтăлмалли çул-йĕре пайăррăн палăртни пурин кăмăлне те кайрĕ-тĕр. Вăл малашлăх стратегийĕ тесен те йăнăш мар. Тухса каланин витĕмĕ те хавхалантарчĕ: шанчăклăх, çирĕплĕх, малашлăх палăрчĕ. Ку - пĕтĕмĕшле. Уйрăммăн илес пулсан Президентăн кашни ыйтăвăн хуравĕ пурри савăнтарчĕ. Апла тăк çĕршыври çынсен пурнăç пахалăхĕ ÿсĕ, пирĕн общество пуянрах, ирĕклĕрех, ырăрах, илĕртÿллĕрех пулĕ, лайăх пĕлÿ илме пулăшĕ. Пирĕн шкулти пур учитель те аслă пĕлÿллĕ. Ятарлă пĕлÿ илнĕ çыннăн тавра курăмĕ те пысăк-çке. Ку вара çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани, тарăн пĕлÿ парас ĕçре питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хальлĕхе тепри аслă шкул пĕтерсен те хăйне тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупаймасть. Паян ĕçсĕррисен шучĕ пĕчĕк мар. Ку - çав тери çивĕч ыйту. Çавăнпа вăл та çĕршыв ертÿçисен кун йĕркинчех пулмаллаю

 



"Хыпар"
17 сентября 2009
00:00
Поделиться
;