Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пĕрлехи вăйпа

Кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче Красноармейски районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕр 824 çынна шута илнĕ, вĕсенчен 51-шĕ - предприяти-организацирен кăларса янăскерсем, 397-шĕ - хĕрарăм, 322-шĕ - 16-29 çулсенчи çамрăксем, 16-шĕ - инвалид.

Центр ертÿçи Иван Козлов пĕлтернĕ тăрăх çавсенчен 410-шне ĕçсĕр тесе йышăннă. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара 169 çын шутра тăнă /ку хисеп пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 68 процент пысăкрах/. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,76 процента çитнĕ /иртнĕ çулхи çав тапхăрта - 1,2/.

Йывăрлăха лекнисен хушшинче хĕрарăмсем /57,4%/, 30 çула çитмен çамрăксем /30,2%/, сусăрсем /1,7%/, тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕме çывхаракансем /5,3%/ йышлă. Пулăшу кĕтекенсене малтанхи тапхăртах халăха ĕçпе тивĕçтерессине пулăшу кÿмелли хушма программăпа килĕшÿллĕ вырнаçтарнă май ĕçсĕрлĕх тапхăрĕ 3,3 уйăха кăна тăсăлнă.

Çулталăк пуçланнăранпа ĕçлев службине районти 10 предприятирен 37 çынна чакарасси çинчен информаци килнĕ. 10 предприятири рабочисем тулли мар ĕç кунĕн режимĕпе вăй хураççĕ. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çапла майпа 93 çын ĕçленĕ.

Кăçалхи çичĕ уйăхра 637 гражданина вырăн тупса панă. Çав шутра вакансипе яланлăх ĕçе - 167, общество ĕçне - 61, 14-18 çулсенчи 284 çамрăка - килĕшÿ тăрăх. Сăмах май хальхи вăхăтра ачасем “Колос”, “Красное Сормово” ОООсенче вырмара пулăшаççĕ. Виççĕмĕш ушкăнри 4 сусăра тата пенсие тухас умĕнхи ÿсĕмри 2 çынна ĕç тупса панă. Профессин пуçламăш тата вăтам вĕренĕвĕн заведенийĕсене пĕтернĕ 18-20 çулсенчи çамрăксем валли райпора вырăн йĕркелесе парикмахера вырнаçтарнă. Вĕренсе тухакансем валли ĕç шыранă чух вăл яланлăх пулмаллине тĕпе хунă. Профессие вĕренме 29 ĕçсĕре янă.

Чăваш Республикинче 2009 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерессине пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программăна пурнăçласа районта вăхăтлăх вырăнсем тата 445 йĕркелеме май килнĕ, çав шутра 168-шне - кăларса ярас хăрушлăха лекнисен, 268-шне - общество ĕçĕ, 9-шне вĕренÿ заведенийĕ пĕтернисен стажировки валли. 7 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх кăларса ярас патне çитнĕ 179 çынна вăхăтлăх ĕç тупса панă, общество ĕçне 216-ăн хутшăннă, 9 çамрăк стажировкăна кайнă. Çапла майпа ĕçсĕрлĕх шайне ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчи 2,52 процентран çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1,76 процент хăварнă.

Программăна 2009 çулта финансламалли пĕтĕмĕшле сумма - 7426210,20 тенкĕ. Çав шутра районти патшалăх тата муниципалитет организацийĕсем тăрăх - 2934418,60, патшалăхăн шутланман предприятисем тăрăх - 4360644,40, патшалăхăн унитари предприятийĕсемпе - 113147,2.

Программăна финансланă пĕрремĕш тапхăрта - кăçалхи ака уйăхĕнче асăннă суммăн 40% килнĕ. Малтанхи траншăн 93,5 проценчĕпе районта усă курнă ĕнтĕ. Ку енĕпе “Красное Сормово” ООО, “Нива” ЯХПК, “Заря” ЯХА пуçарулăх кăтартрĕç.

Чăваш Енĕн ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программăн районти 2009 çулхи хисеп параметрĕсене тĕрĕсленине те палăртмалла: общество ĕçне, вăхăтлăх ĕçе, стажировкăна хутшăнакансен йышне тата 74 ÿстерсе 527 çынна çитернĕ, харпăр хăй ĕçне йĕркелеме пĕр хутчен паракан субсидие тивĕçес текенсене тата 15 çын хушса 18-па танлаштарнă.

Предприниматель пулас шухăшлисем ял хуçалăх продукцине туса кăларĕç, ăна тирпейлĕç, мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетĕç, автомобиль юсĕç, культура мероприятийĕсем, туйсем ирттерĕç, видео тата сăн ÿкерчĕксем тăвĕç, строительствăпа юсав ĕçĕсене пурнăçлĕç* пластик кантăксем ăсталаса лартса парĕç тата ытти те. 58,8 пин тенкĕ субсидие тивĕçес текенсен кандидачĕсене суйлас тата харпăр хăй ĕçне йĕркелес енĕпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе çыхăнса ĕçлессе центрăн маттурĕсем çирĕп шанаççĕ.

Программа мероприятийĕсене пурнăçлама федераци бюджечĕ шучĕпе хушса тата 2170402,64 тенкĕ килмелле. Красноармейскисем унпа тĕллевлĕ усă курасси иккĕлентермест.

 



"Хыпар"
27 августа 2009
00:00
Поделиться
;