Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ялтан урама çаврăннă Итмар

Çăл куçлă тăрăх теессĕм килет ăна. Унти хĕрсем чипер пулнă, халĕ те хитрелĕхĕпе палăраççĕ. Каччисем пикисене вăрçтарас тесе çăл куç тапса тăракан тарăн çырмаран кĕвентепе шыв йăтса хăпарсан витресене сурăх “мăйăрне” ярса панă. Эх, пит тарăхнă вара чиперуксем! 20-30 метр тарăнăш çырмана камăн тепре анса хăпарас килтĕр? Çитменнине, шыв ăсма кунне темиçе хутламалла-çке! Çакнашкал мыскарасем

пулса иртнĕ темиçе çул каялла Красноармейски районĕнчи авалхи Итмар ялĕнче. Халĕ ку ял çук ĕнтĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ăна “малашлăхсăр” тесе пĕтернĕ. Хăйĕн пекех тепĕр пĕчĕк ялпа - Арçунакассипе - пĕрлештернĕ. Çапла вара хут çинче Арçунакасси 2 урамран тăрать. Итмар ялĕ - Улăх, Арçунакасси - Туслăх урамĕсем. Вулаканăм чухларĕ-тĕр, сăмахăм паян пĕчĕк ял шăпи пирки.

Иртни...

Çырма-çатраллă, çăл куçпа улăх-çаранран пуян тăрăхра ялсем çума-çумăн ларса тухнă. Ытларахăшĕ - пĕчĕк.

“Чатукасси ял тăрăхне 8 ял кĕрет. Вĕсем пурте тенĕ пекех пысăк мар. Сăмахран, Типварта - 23, Çĕнĕ Выççăлккăра 26 хуçалăх. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Çырмапуçпа Пулайкассине пĕрлештерсе пĕр ял турĕç. Пулайкасси ятлă вăл халь. Икĕ урамран тăрать. Арçунакассинчи Туслăх урамĕнче - 28, Улăх урамĕнче 23 хуçалăх. Анчах çÿлерех асăннă кашни ялтах хĕл каçакансен хисепĕ чылай пĕчĕкрех”, - каласа парать Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Михайлов.

Арçунакассипе Итмар ялĕсене /халĕ ĕнтĕ икĕ урама/ Торку варĕ уйăрать. Вар вĕçĕнче - Итмар пĕви. Итмар çăл куç шывĕ унта юхса кĕрет. Туслăхпа Улăх урамĕ хушши - çур çухрăма яхăн.

Маларах хут çинче ял ятне Итмар тесе çырнă пулин те çынсем ăна яланах Ытмар тесе каланă. Архив докуменчĕсенче те Ытмар ятпах тĕл пулать вăл. Маларах кайса çакна та калам: урам ятне улăхпа мар, Ытмар сăмахпа çыхăнтармалла пулнă. “Ытмар урамĕ” тени начар-им? Малашлăхра Ытмар тени манăçма пултарать тетĕп-çке.

Мĕне пĕлтерет-ха Ытмар тени? Хăçан пуçланса кайнă вăл?

“Лепетер, Шинер тата Ытмар ялĕсем чăвашсем кунти вырăнсене 925 çулта пурăнма куçса киличченех пулнă. Ку ялсене çармăссем икĕ пин çула яхăн ĕлĕкрех никĕслеме пултарнă. Вĕсен ячĕсем те авалхи угро-финн чĕлхинчен кĕнĕскерсем. Лепетер сăмах серепе тенине пĕлтерет. Шинер сăмаха таса шыв е юхан шыв тесе ăнланмалла. Ытмар сăмахри мар сыпăк çын тенине пĕлтерни паллă. Эппин, темĕнлерех çынсем пурăннă ĕнтĕ ку ялта”, - çапла çырать Виталий Николаев “Тăрăн таврашĕнчи ялсем пуçланса кайни” истори тĕрленчĕкĕнче. Унта палăртнă тăрăх, маларах Ытмар 2 урамлă пысăк ял пулнă.

Паянхи...

Урама “çаврăннă” Итмарта /эпĕ хальхиллех çыратăп ĕнтĕ ăна/ паян пачах урăх ÿкерчĕк. Ик теçеткене яхăн çуртран 17-шĕнче çеç хĕл каçаççĕ. Çырма леш енчи урамра 2 çурт кăна юлнă. /Ĕлĕк 40 пулнă/. Вĕсенчен пĕрне дача вырăнне усă кураççĕ. Тепринче 85 çулти Серафима Тихонова пурăнать. Шел, ун патне каçса курма май килмерĕ. Улăх урамĕнчи çынсемпе вара пуринпе тенĕ пекех паллашрăм. Пĕр килти евĕр туслă пурăнаççĕ-мĕн вĕсем. Хуйхине те, савăнăçне те пĕрле пайлаççĕ. Алăкĕсене те питĕрмесĕрех çÿреççĕ.

1992-93 çулсенче çуллахи вăхăтра “Ял пурнăçĕнче” /Красноармейски район хаçачĕ/ ĕçлеме тÿр килнĕччĕ. Вăл вăхăтра асăннă тăрăхра темиçе хутчен те пулнăччĕ. Унта тĕлĕнмелле ырă, ăш-пиллĕ çынсем пурăннишĕн хĕпĕртенĕччĕ. Халĕ те улшăнман вĕсем. Çывăх çынна кĕтсе илнĕ пекех хапăл турĕç.

Урамалла пăхакан 2 чÿречеллĕ йывăç пÿрт умĕнчи сак çинчи мучи “Хыпар” вуласа ларнине асăрхаса çывăха пытăм. “Хаçатăр хăвăртан маларах çитрĕ-çке”, - шÿтлерĕ мучи ăшшăн кулса. Вăл, хаçата 65 çула яхăн çырăнса илекенскер, унта вăй хуракансене те паллать-мĕн.

84-ри Аркадий Харитонов ялта арçынсенчен чи ватти. Аркадий Харитонович пĕлтернĕ тăрăх, Улăх урамĕнче вĕсем Клавдия Максимовăпа иккĕшĕ кăна “Хыпара” çырăнса илеççĕ. Апла пулин те кунта пурăнакан кашни çын унпа паллашать. Арçынсем - Аркадий пичче, хĕрарăмсем Клавье аппа патне çÿреççĕ. “Ял çыннин, çĕр ĕçченĕн пурнăçне çутатнине вулама кăмăллатпăр”, - пытармарĕ Аркадий Харитонович хаçат пирки сăмах пуçарсан.

Мучи пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ Нина Кирилловна 10 çул каялла çĕре кĕнĕ. Ача-пăча пулман вĕсен. Аркадий Харитоновичăн çулĕсем аванах пулин те чиперех çÿрет. Çăкăр та хăйех пĕçерет, пахча çимĕç çитĕнтерет. Пурнăç каçалăкĕнче утса тухнă çулсене аса илчĕ. Чылай çул бригадирта, арманçăра вăй хунă вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче отделени командирĕ пулнă. Орденпа нумай медале тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ăна колхоза ертсе пыма та шаннă. “Ун чухне Итмар ялĕн колхозĕ - “Первое мая”, Арçунакассин “Автобус” ятлăччĕ. Итмарăн ку енчи урамĕ пĕрремĕш бригадăччĕ, леш енчи - иккĕмĕшĕччĕ. Ялта 2 кĕтÿ пулнă, вĕсенче - 40-шер ĕне. Кашни килте вун-вун сурăхчĕ. Итмарсем ĕлĕкрен сурăх нумай усранипе палăрнă. Ял вĕçĕнче сурăх, ĕне, лаша фермисем пулнă”, - аса илет вăрçă ветеранĕ.

Мучи пĕлтернĕ тăрăх, Улăх урамĕнче халь 9 ĕне кăна. Апла пулин те ял кĕтĕвĕ пур. Черетпе çÿреççĕ унта. “Пĕчĕк ялта /Итмарсем халĕ те хăйсене урамра мар, ялта пурăнатпăр теççĕ. - Авт./ кĕтÿ черечĕ ал арманĕ пекех хăвăрт çаврăнать. Тин кăна ирттерсе яратăн - каллех пушă тытмалла”, - калаçăва хутшăнать Валентин Гаврилов.

Шăв-шава илтсе урама Нестер Иванов, Раиса Романова, Дмитрий Лукин тухрĕç.

- Пĕчĕк ялта пурăнма кичем мар-и? Мĕн пăшăрхантарать сире? - тĕпчетĕп хайхисене.

- Тунсăх пулсан та мĕн тăвас? Пенси параççĕ - пурăнатпăр, - калаçăва хутшăнчĕ Раиса Ефимовна.

- Ялта лавкка çук, çав нуша. Çăкăр илме Пикшике е Чатукассине çитиех каймалла, - пăшăрхануллăн пĕлтерчĕ Дмитрий Лукич.

- Итмарта ытларах ватă хусахсемпе урçасем пурăнаççĕ. Ак, Вениамин Ефремов, Дмитрий Лукин, Афанасьевсем - пиччĕшĕпе шăллĕ - пĕчченшерĕн кун кунласа çĕр çĕрлеççĕ, - тет Валентин Гаврилов.

Хĕллехи вăрăм каçсенче улах ларнă пек пĕр-пĕрин патне çÿреççĕ вĕсем. Ахальтен-им урам ятне çырса çапнă хăма татки çинчи “ă” сас паллин тăррине тахăшĕ хуратнă. Çапла вара Итмарсем “Улах урамĕнче” пурăнаççĕ паян.

Ялта - икĕ çамрăк çемье, ытларахăшĕ - тивĕçлĕ канăва тухнисем. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пачах çук. 2 ача кăна шкула чупать. Яшсемпе пикесем хуланалла тапнин тĕп сăлтавĕ - ялта ĕç вырăнĕ çукки. “Герой” агрофирма хут çинче кăна шутланса тăрать. Кăмăл пуррисем ялти фермера Олег Волкова пулăшаççĕ.

Итмар, Арçунакасси ачисен шкула 8 çухрăмра вырнаçнă Чатукассине çÿремелле. Икĕ ялĕнче те культура вучахĕ, вулавăш, лавкка çук. Итмарсем пĕлтернĕ тăрăх, Улăх урамне 2006 çулта çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. 2008 çулта вара яла çити асфальт çул сарнă. Шывран та татăк мар вĕсем. Колонкăсем тĕрĕс-тĕкелех. Ÿркенмесен çăл куçран та шыв кÿме пулать.

Пĕр тĕвĕре - ултă çăл куç

Çăл куç тенĕрен - Итмарсем халь шыв кÿме унта питех çÿремеççĕ. “Çырми ытла тарăн”, - теççĕ. Кĕпе-йĕме те колонка патĕнчех чÿхеççĕ. Маларах вара Типвар, Арçунакасси хĕрĕсемпе инкесем кĕпе çума Итмар çăл куçне килнĕ.

Асăннă çăл куç патне анса сиплĕ шывне ас тивсе пăхмасăр çула пуçтарăнас темерĕм. Хĕл кунĕнче шăнманскер - чăнах та калама çук сивĕ, тутлă вăл. ВаттиКашлаççĕ Митроппан йăмрисем

Итмарсем ку ялта пурăннă, 10 çул каялла çĕре кĕнĕ Митрофан Лукин пирки халап пек каласа пама юратаççĕ. Ăна таврари ялсенчи çынсем те пĕлнĕ-мĕн, “Мăн Митроппан” тенĕ. Митрофан Степанович вăрçăран таврăнсан колхоз председателĕнче ĕçленĕ, питĕ çирĕп кăмăллă пулнипе палăрнă. Ялти йĕркене тытса тăнă. Итмар çырмине, ытти çырма-çатрана йывăç нумай лартнă. Халĕ те кашлаççĕ Митроппан йăмрисем.

“Шел, юлашки çулсенче йăмрасем хуçăла-хуçăла анма пуçларĕç. Итмар çырминче çаплах урлă та пирлĕ выртаççĕ. Никам та пуçтармасть. Газ кĕртмен тĕк вĕсене кашнийĕ хул хушшине хĕстерсе хăпартатчĕ те-ха. Митрофан Степанович хăй пурăннă чухне туратсене кĕреплепе туратчĕ, кĕркунне ÿкнĕ çулçăсене шăлса пухатчĕ”, - пăшăрханса калаçрĕ Раиса Романова.

Ял варринерехре пĕрисен пÿрчĕ умĕнче калама çук пысăк хăрнă хурама ларать. Тĕрĕссипе, урам сăнне пăсать темеллеччĕ-ха.

- Мĕншĕн касмастăр? - кăсăклантăм хайхи.

- Тĕкĕнме хăратпăр. Изосим çакнашкал ватă хурамана касса ячĕ те çулталăкранах çĕре кĕчĕ, - терĕ Аркадий Харитнов.

Ялтан урам хăварнипе кунти пурнăç каялла кайма пуçланă тесе калаймăттăм. Юлашки çулсенче 4 çĕнĕ çурт çĕкленнĕ Итмарта. Вĕсенчен пĕри, икĕ хутли, кермен пекех чаплă. Игорь Романов предприниматель тăрăшнипе ял çумĕнчи пĕвене тасатнă, тирпейленĕ, пулăсем янă. Унта çут çанталăкпа киленме, канма меллĕ пултăр тесе сĕтел, саксем туса лартнă. Çак вырăнта кăçал çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче ял уявне паллă тунă. Шупашкара илсе çитерекен аслă çул çине тухма Итмартан 6 çухрăм. Унта асфальт сарни, Чатукассине пĕчĕк автобус çÿрени те питĕ лайăх. Маларах Итмарсен тĕп хулана каясси те чăрмавлă пулнă.

Çапла, хăйне май шăвать пурнăç Улăх урамĕнче.

Вăл “вĕресе тăмасть” пулин те ыттисенчен пит кая та юлмасть.



"Хыпар"
24 августа 2009
00:00
Поделиться
;