Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Вун пилĕк шкулĕ те ачасене йышăнма хатĕр

Ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн, учительсемшĕн яваплă тапхăр — çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарать. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 1-мĕшĕнче районти шкулсенчи партăсем хушшине 1950 яхăн вĕренекен ларĕ. Вĕсенчен 150 ачи — пĕрремĕш хут. Районти шкулсенче пĕлÿ илекенсен йышĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 70—80 вĕренекен сахалрах пулĕ. Сакăр шкулта пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ парĕç. Чатукассипе Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕсем кăçалтан тĕп пĕлÿ паракан шкулсен шутне кĕрĕç.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе, районти шкулсенче çуллахи каникул вăхăтĕнче юсав ĕçĕсен пысăк калăпăшне пурнăçланă. Вĕренекенсене тарăн та çирĕп пĕлÿ илме условисем туса парассишĕн сахал мар тăрăшнă. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 10 шкулти пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕн кабинетне, мĕн пур шкулсен пуçламăш класĕсене вĕрентÿпе кăтарту пособийĕсемпе, оборудованисемпе, кунсăр пуçне пуçламăш классене сĕтел-пукансемпе тивĕçтернĕ.

Района тепĕр 27 аудит доски илсе килмелле.

Августăн 10—13-мĕшĕсенче районта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисене ĕçе йышăнчĕç. Тăватă кун хушши комисси членĕсем вĕсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслерĕç. Комисси йышĕнче Роспотребнадзорпа патшалăх пушар надзорĕн, ĕç сыхлавĕн службин, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн, строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн представителĕсем пулчĕç. Çакна палăртма кăмăллă: 15 шкулĕ те вĕренекенсене йышăнма хатĕр. Уйрăмах çĕнĕ вĕренÿ çулне Алманчпа Еншик Чуллă вăтам (директорĕсем — О. В. Димитриевпа Т. А. Беззубова), Упири хупă йышши ятарлă шкул (Ю. А. Васильев) шкулсем лайăх хатĕрленнĕ. Хăш-пĕр шкулсене Роспотребнадзорпа патшалăх пушар надзорĕн яваплă ĕçченĕсем предписанисем çырса пачĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен палăртнă çитменлĕхсене вĕсенче пĕтерме çине тăрасчĕ. Вырăнсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес ĕçсем малалла пыраççĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
21 августа 2009
00:00
Поделиться
;