Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Мĕн пур çынсен уявĕ

Августăн иккĕмĕш шăмат кунĕ — Раççейре пурăнакан çынсемшĕн пысăк уяв — Физкультурник кунĕ. Физкультурник кунне пĕрремĕш хут 1939 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче паллă тунă.

Кăçал Физкультурник кунне уявлама пуçланăранпа 70 çул çитрĕ. Раççей спорт, туризм тата çамрăксен политикин министрĕ В. Мутко асăннă юбилей ячĕпе саламланă, физкультурăпа спорт сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас çĕрте пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă тата пурне те çирĕп сывлăх суннă.

Пирĕн районта çулленех çак уява август пуçламăшĕнче анлăн паллă тăваççĕ. Вăл кун спортăн тĕрлĕ енĕсемпе ăмăртусем иртеççĕ.

Кашни физкультура учителĕ, тренер, спортсмен тата физкультурник хăй иртнĕ çулхи спорт çулне мĕнле ирттернине пĕтĕмлетет. Тĕрĕссипе, эпир асăннă тапхăрта япăх ĕçлемен, районта спорт мероприятийĕсем сахал мар йĕркелесе ирттернĕ, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлама тăрăшнă. Пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕпленнĕ, нумай енлĕ (функциллĕ) спорт площадки ĕçлеме пуçларĕ, тепĕр сооруженине хута яма хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех, тренерсем хăйсен квалификацине ÿстернĕ тата ытти те.

Паллă спортсменсем ÿссе çитĕнекен çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ — тĕнче класлă спорт мастерĕсем Людмила Архиповапа (Дубовка) Оксана Хайбуллина (Кĕçĕн Шетмĕ), спорт мастерĕсем — Люда Кузьмина (Яманак), Эдикт Хайбуллин (Кĕçĕн Шетмĕ), спорт мастерĕн кандидачĕ Оксана Дуйсембаева (Красноармейски) — çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командин йышĕнче тăраççĕ.

Раççей чемпионачĕпе çĕр-шывра мала тухассишĕн пынă ăмăртусенче пирĕн спортсменсем — В. И. Перепелкинпа О. А. Дуйсембаева, Л. Ю. Кузьмина — виçĕ пĕрремĕш, О.Хайбуллина, О. Дуйсембаева, Л. Кузьмина — тăватă виççĕмĕш, Атăл çи федераллă округ шайĕнчи ăмăртусенче ултă пĕрремĕш, пиллĕк — иккĕмĕш, пиллĕк — виççĕмĕш, республика чемпионачĕсенче 21 — пĕрремĕш, 28 — иккĕмĕш, 18 виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Йĕлтĕрпе чупасси, çăмăл атлетика, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, каратэ, полиатлон чи тухăçлă спорт енĕсем пулса тăчĕç.

Çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕ Л. Кузьмина тата ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕ О. Дуйсембаева кăçал пуçласа тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. Пирĕн йĕлтĕрçĕсем — Константинпа Николай Львовсем, Евгений Иванов (виççĕшĕ те Яманакран, вĕсен тренерĕ П. М. Сергеев), Владимир Петров (Красноармейски, тренерĕсем Т. В. Красновапа П. И. Григорьев) — пуçласа республикăн пĕрлештернĕ командин йышне кĕчĕç. Трак тăрăхĕн спортсменĕсем (ирĕклĕ майпа кĕрешекен Галина Дуйсембаева, хăвăрт утакан Оксана Хайбуллина, Пикшик шкулĕнче вĕренекен, 1500, 3000 метра чупакан Данил Данилов) тĕрлĕ шайри ăмăртусенче мала тухса, пуçласа Раççейри шкул ачисен анчахрах Пензăра иртнĕ финалти ăмăртăвĕсене хутшăнчĕç. Асăннă ачасенче талантсем тупса палăртма, хавхалантарса пыма тата вĕсене тупăшăва хатĕрлеме пултарнă тренерсен калама çук пысăк ĕçĕ ĕнтĕ çакă.

Кăçал уйрăмах çак тренерсем ăнăçлă тăрăшрĕç: В. Н. Григорьев (ирĕклĕ майпа кĕрешесси), А. Н. Данилов, В. В. Моисеев (çăмăл атлетика), П. М. Сергеев (йĕлтĕрпе чупасси), Л. С. Артемьев (каратэ), “Вольник” спорт клубăн тренерсен бригади — Д. В. Григорьевпа Д. В. Максимов, Л. В. Павлов.

Районта физкультура юхăмне аталантарас çĕре Заволжски ЛПУМГăн физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексĕн ĕçченĕсем (ФОК директорĕ В. В. Никифоров — баскетбол, Е. В. Баранова — сĕтел çи теннис, В. Н. Тишкин — футбол, П. И. Григорьев — полиатлон, В. В. Семенов — волейбол) пысăк тÿпе хываççĕ.

Спортсменсен рейтингĕнче кăçал çаксем малта пыраççĕ: çамрăксем хушшинче — Пикшик шкулĕнче вĕреннĕ, иртнĕ кĕркунне олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕне панă Эдуард Краснов (çăмăл атлетика, пĕрремĕш разряд тултарнă), райцентрти иккĕмĕш шкулти Алексей Васильев (каратэ, спорт мастерĕн кандидачĕ), Трак гимназийĕнчи Константин Львов йĕлтĕрçĕ, хĕр ачасенчен — Трак гимназийĕнчи Таня Чернова йĕлтĕрçĕ, Красноармейскинчи 2-мĕш шкулта вĕреннĕ, унтан олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕне панă Оксана Дуйсембаева кĕрешÿçĕ, Трак гимназийĕнчен вĕренсе тухнă Марина Степанова йĕлтĕрçĕ.

Паллах, пирĕн ĕç обществăлла майпа ĕçлекенсем, спонсор- предпринимательсем хутшăнмасăр пулса пымасть. Вĕсем вырăнсенче физкультурăпа спорта аталантармашкăн иксĕлми тÿпе хăваççĕ, спорт мероприятийĕсем йĕркелесе ирттерме хастар хутшăнаççĕ. Районти футбол федерацийĕн обществăлла ертÿçине Андрей Лаврентьева, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи Андрей Христофоров общественника, ăмăртусем йĕркелекен пуçаруçăсене — Европа Кубокĕн кĕмĕл призерне Сергей Афанасьева, “Сельхозхими” пĕрлешÿн генеральнăй директорне В. Г. Григорьева, пĕр тăван Батраковсемпе Архиповсене тата ыттисене чун-чĕререн тав тăвас килет.

Пирĕн отрасльте те, паллах, ыйтусем сахал мар. Анчах вĕсене эпир пурте — тренерсемпе физкультура учителĕсем çеç мар — мĕн пур шайри ертÿçĕсем, районта пурăнакан кашни çын пĕр пулса тăрăшсан, татса пама пултаратпăр.

Кăçал Физкультурник кунне кашни ял тăрăхĕнчех, хăшĕсем августăн 7-мĕшĕнче, теприсем августăн 8-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çапах та вăл унта хутшăнакан кашни çын асĕнче нумайлăха юласса шанас килет.

Хисеплĕ спортсменсемпе тренерсем, физкультурăпа спорт юхăмĕн энтузиасчĕсем, ветерансем! Физкультурник кунĕ ячĕпе чĕререн тухакан чи ăшă салам сăмахĕсене йышăнсамăр. Çирĕп сывлăх, вăй-хал тата паттăрлăх сунатăп сире пурне те!

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
07 августа 2009
00:00
Поделиться
;