Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Алăк çумне сăнчăрланă та...

Каллех милиционер суд тенкелĕ çине ларнă. Ку хутĕнче - Красноармейски районĕн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн пулăшуçи - оперативлă дежурнăйĕ. Ăна вăйпа, ятарлă хатĕрсемпе усă курса должноç полномочийĕсен картинчен тухнăшăн айăпланă. Чăн та, приговор вăя кĕрсе ĕлкĕреймен-ха.

Пăтăрмах кăçалхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче пулнă. Ун чух дежурнăй хăйĕн ĕçтешĕсемпе пĕрле изолятортан административлă правăна пăснăшăн тытса чарнă арçынна картишне уçăлма илсе тухнă. Унта хайхискерĕн сылтăм аллине тимĕр алăк хăлăпĕнчен çаклатнă та арçынна резина патакпа хĕненĕ. 17 хутран кая мар çапнă - сывлăхне çăмăл сиен кÿнĕ.

Суд хаяр милиционера 3 çул та 6 уйăхлăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă. Çийĕнчен вăл 3 çул влаç тытăмĕнче, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлеймĕ.

 



"Хыпар"
31 июля 2009
00:00
Поделиться
;