Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Юбилей тĕлне - черетлĕ кĕнеке

Красноармейски районĕнчи Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче пурăнакан Николай Матвеев /литературăри хушма ячĕ - Николай Ункай/ çак кунсенче 75 çул тултарнă. Юбилей тĕлне вăл “Савнă ялăм, тăван ял” кĕнеке кăларнă. Николай Матвеевич тăван хуçалăхра трактористра, бригадирта, агрономра, “Герой” колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Пĕр тапхăр Чатукассинчи Ф.М.Лукин композиторăн музейĕн директорĕнче вăй хунă. Сăмах май, 2010 çулта Ункă шывĕ хĕрринче вырнаçнă пĕчĕкçĕ ял Çĕнĕ Выçăлккă 120 çул тултарать.

 



"Хыпар"
11 июня 2009
00:00
Поделиться
;