Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

АМĂШĔ КАРТАРИ ĔНИШĔН ЧУННЕ ПАНĂ, ЫВĂЛĔ ПĔР ПУЛĂШТУХЛА СУТНĂ...

ÇУЛĔСЕМ вăйран янине пăхмасăрах вăл кил картинче ĕне усрас шухăшне çилпе вĕçтермен. Пĕччен мар-çке. Вăй питти ывăлĕ пур. “Ĕне те усраймасан пире ял-йыш мĕн калĕ? Çын ретĕнчен тухăпăр вара...” - этеме ĕç кăна тытнине аван ăнланнă амăшĕ кашнинчех çапла ÿкĕтленĕ ывăлне. Хăйне выльăха сутма ирĕк паманнине пулах ним туйми тапнă-хĕненĕ чухне те мĕн чунĕ тухичченех çапла пăшăлтатнă: “Ĕнене ан тĕкĕн...”

Красноармейски район прокуратури тĕпченĕ тискер преступленисен йышĕнче çак синкерлĕ пăтăрмах пĕрре кăна та мар. Иртнĕ çулхи кĕркунне Трак тăрăхне кисретнĕскер ку инкек хăйĕн пирки татах та калаçтарĕ-тĕр. Анчах çав яра кун, тăр кăнтăрла Чĕкеç Олегĕсен /ăнланмалла сăлтавсене пула ят-шыва пур çĕрте те улăштарнă/ килĕнче мĕн пулса иртни суд хыççăн кăна уçăмланнă.

Следстви вăхăтĕнче Олег хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă. Çав синкерлĕ кун вăл ир-ирех сĕт леçме ялти лавккана васканă. Ĕне усракансем çапла “услам” /ытла та йÿнĕпе йышăннăран капла калама чĕлхе те çаврăнмасть паллах/ тума хăнăхса çитрĕç юлашки вăхăтра. Пĕрисем çапла майпа патшалăхăн тутлă çăвне туянаççĕ, теприсем... Василий вара вăрах шухăшласа тăмасăр кĕсйине пĕр пулăштух ярăнтарнă. “0,33”, - уçăмлатнă вăл кайран судра. Килне килсен амăшне хăналама пикеннĕ-мĕн. Кинемей хĕрĕнкĕ ывăлĕ калаçнине итлесшĕн те пулман имĕш.

- Кахал, юлхав! - тесе ятлама пикеннĕ.

Арçын пуçĕпе хăйне ĕне сăвасси асаплă пулнине ĕнентересшĕн çунакан ывăлĕ картари выльăха сутма сĕнни тарăхтарсах янă карчăка. Арçынна ăс парас тесе ятлаçни ерипен харкашăва куçнă. Вăрçма чарас шухăшпа Олег амăшне питĕнчен çутăлтарса ярать. Çав çавах парăнмасть-ха ватă, ĕнесĕр кил-çурт пушансах юлнине ĕнентерме хăтланать. Малаллахи ĕç пуç вара, Олег ăнлантарнă тăрăх, çапларах аталаннă: умне пырса тăнă амăшне вăл пĕрре тĕксех урайне йăвантарать. Ÿкнĕ чухне диван айккине хытах çапăннине пăхмасăрах çĕкленсе ларнăскере 3-4 хутчен çурăмĕнчен тапать. Тĕшĕрĕлсе аннă хыççăн кăкăрĕ тĕлĕнчен тытать те виçĕ хутчен урайне пуçĕпе ĕнси тĕлĕнчен кĕрслеттерет. Çакăн хыççăн амăшĕ вăрçнине итлес мар тесе каллех лавккана тухса утать. Ку хутĕнче кăлпассипе çăкăр туянать арçын. Çур литр хаяррине те илме манмасть. Çула май йăпăртлăха кÿрши патне кĕрет. Пĕччен ĕçес килмен-мĕн шельмăн. Иккĕшĕ хăналанас шухăшпа Олег патне çул тытаççĕ. Анчах çак шухăш алăк урати урлă каçичченех сĕвĕрĕлет.

Урай варринче Анук аппа пĕр хускалми выртнă. Ăшталанса ÿкнĕ арçынсем фельдшер патне васканă. Вăл тĕкĕр тытса пăхнă хыççăн Олегăн амăшĕ вилнине пĕлтернĕ. Васкавлă пулăшупа милици вăрах кĕттермен.

Экспертизăпа Олег каланинче, арçын темле ĕнентерме хăтланнă пулсан та, пĕр пекки сахал. Çитмĕл çулти хĕрарăмăн ÿчĕпе шăмми-шакки çинче кайран сахалтан та 52 суран шутласа кăларнă. Ытларах пуçран хĕнени паллă пулнă: çирĕм хутчен амантнă. Çавăн чухлех - юн юхса кĕвелнĕ вырăнсем... Ватă çын 24 хутчен алли-уринчен çапнине-тапнине тÿснĕ. “Хĕрамăм пурнăçĕ хĕнесе суранлатнă хыççăн кĕске хушăранах, темиçе минутран, татăлнă. Ыратнине тата сурансем йывăррине пула вăл кăшкăрса пулăшу ыйтайман...” - çакăн пек пулнă судпа медицина экспертизин пĕтĕмлетĕвĕ. Вăлах кинемей пурнăçран уйрăлнă чухне урă пулнине çирĕплетнĕ.

Тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ Анук аппа, пур амăшĕ пекех, тĕпренчĕкĕсем тÿрĕ кăмăллă, ĕçчен тата сăпайлă пуласса ĕненнĕ. Телее ним те чăрмав кÿрессĕн туйăнман... Пĕр çуртра пурăнакан ывăлĕ хаяр шĕвекпе туслашиччен, хăйне усал аллине сутиччен. Вăл илĕртнине пулах çемйисĕр тăрса юлнă Олега пурнăç ниме те вĕрентсе çитереймен-ши? Ĕçмен, кил-тĕрĕшре тар юхтарса ĕçленĕ вăхăтра пĕтĕм ял-йыш ун çине пăхса ăмсаннă вĕт. Харкашу валли вăхăт та, кăмăл та пулман. Çакна судра Олегăн аппăшĕсем те куççульленсе аса илнĕ. Усал аташтарнă тăванĕн хутне кĕме ÿкĕтлесе ыйтнă. Чăн та, Олегăн айăпне вăйлатмалли самант урăх тупăнман. Хальччен судпа пачах та айăпланман, кÿрши-арши ун пирки ÿпкелешсе калаçман...

Анчах пĕр самант пĕтĕмпех татса панă. Кинемей ватăлсан та ĕне усрас ĕмĕчĕпе çунатланнă пулсан унăн пурăнас хевти, ĕçри хавхаланăвĕ вăйлă çăл пек тапса тăнă ахăр. Тăван ывăлĕ кăна çакна асăрхаман. Урăлса тăна кĕнĕ хыççăн тем пек ÿкĕнсен те, чавсана çыртаймăн. Суд йышăнăвĕпе килĕшмех тивет. Пĕлсе тăрсах çын сывлăхне сиен кÿнĕшĕн тата вĕлернĕшĕн РФ Уголовнăй кодексĕн 111-мĕш статйипе район сучĕ ăна 8 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă. Айăплав вăхăтне Олег уйрăмах çирĕп йĕркеллĕ колонире ирттерĕ. Тăван юна, пурнăç кăтартнă амăшĕ çине алă çĕкленĕшĕн айăпламалли çирĕпрех саккун çук çав пирĕн. Унсăрăн йĕплĕ пралук леш енче ирттерме пÿрнĕ çулсен шутне пĕлтерсен преступник, ахăртнех, çак çĕр çинче сывлама та хăяймĕччĕ.



"Çамрăксен хаçачĕ"
11 июня 2009
00:00
Поделиться
;