Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ЧИР ÇЫННА КУÇСА ĔЛКĔРНĔ

Чăваш Республикинче 40 çул ытла пулман чир “тĕтĕмĕ” сÿнменни сисчĕвлентерет Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсене.

Красноармейски районĕнчи “Бахча” хуçалăх Аçтăрхан, Ярославль тата Иваново облаçĕсенчен йĕркене пăсса илсе килнĕ бруцеллезпа чирлĕ сурăхсене тĕп тунăччĕ. “Бахчаран” Шупашкар районĕнчи пĕр хуçалăх туяннисене те чĕрĕ хăварман. Анчах... чир çынна куçса ĕлкĕрнĕ. Трак тăрăхĕнче - иккĕн çак амакпа асапланаççĕ. Çитменнине, чирлĕ икĕ ĕнене утилизацилеме ĕлкĕреймен. Вĕсем... “çухалнă”. “Çапкаланса çÿрекен” ĕнесем çул çинче тĕл пулакан выльăха чир ертесси куç кĕрет.

Чире сарăлма парас мар тĕллевпе районта килти выльăх-чĕрлĕхе прививка тума пуçланă. Лару-тăрăва çивĕчлетес мар тесе тивĕçлĕ органсем те тăрăшаççĕ. Çапах та хамăрăн та асăрхануллă пулмалла. Витесене дезинфекци туни пăсмĕ. Алла çума манар мар. Больницăна çитсе килни те - хамăршăнах лайăх

 



"Хыпар"
25 мая 2009
00:00
Поделиться
;