Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ВУЛАТТАРАТЬ ТЕ, ЮРЛАТТАРАТЬ ТЕ

Красноармейски районĕнчи Упири тĕслĕх библиотекăра амăшĕпе хĕрĕ - Елена Константиновăпа Лариса Осипова - вăй хураççĕ.

Кунти фондра мĕн пурĕ 10 пин кĕнеке. Сакăр ялтан 800 вулакан çул такăрлать библиотекăна.

... Яла каç чаршавĕ хупларĕ, çуртсен чÿречисенче ăмăртмаллах çутă йăлкăшма тытăнчĕ. Е.Константинова киле васкамарĕ, тĕксĕм сăн çапнă пÿлĕмре çутă çутрĕ те сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Ĕçлемелли чылай-çке. Çынсене кĕнеке, хаçат-журналпа тивĕçтернипе пĕрлех акă паян-ыранах вулакансен конференцине ирттермелле. Вăл Анат Кушарта çуралса ÿснĕ Зоя Нестерова çыравçăн «Арçынсем те макăраççĕ» романĕ тăрăх пулать. Тата Елена Михайловна йĕркеленĕ «Сурпан» фольклор ушкăнĕ çывăх вăхăтрах Тусайра пулмалла. Кĕçĕр вăл ака уйăхĕнче районти библиотекарьсен семинарĕнче тухса калаçма хатĕрленет, хăйĕн ĕç журналне уçа-уçа пăхать.

Упи тăрăхĕнчи ялсенче уçă кăмăллă, çаврăнăçуллă хĕрарăма ватти-вĕттипех пĕлеççĕ, хисеплеççĕ.

- Манăн ачалăхпа çамрăклăх вăхăчĕсем Пикшик тăрăхĕнчи Çĕньял Шетмĕпе çыхăннă. Халĕ те хама çуратнă, сăпкара сиктернĕ аннене - Елизавета Константиновăна - чун-чĕрере упратăп. Мана пурнăçра чи ыррине, чи хаклине туйма хăнăхтарчĕ вăл.

Елена Михайловна 1966 çулта Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинчи хорпа дирижер уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Упири культура çуртĕнче вăй хунă. Ку тăрăхрах çемье çавăрнă. Шел, мăшăрĕ Юрий пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Халь Е.Константинова хĕрĕпе Ларисăпа, кĕрĕвĕпе Сашăпа тата мăнукĕпе Аньăпа хĕпĕртемеллипех хĕпĕртет.

- Хама кукамай тесе чĕнни мĕнле паха. Тата мĕн кирлĕ ватлăхра? Татуллă пурнăç мар-и? - йăл куллине пытараймасть Елена. - Сывлăх кăна пултăрччĕ.

Культура тытăмĕнче хĕрĕх çул ытла-çке... Пулни-иртни вĕçĕмсĕрех аса килет. Упи тăрăхĕнче 70 çынтан тăракан хор йĕркеленĕ вăл. 13 çул каялла библиотека çумĕнче «Сурпан» фольклор ушкăнне чăмăртанă. Унччен маларах - ачасен «Çăл куç» кружокне. Çынсен ăс-хакăл пуянлăхне аталантарас тĕлĕшпе библиотекăра темиçе çул каялла уçнă этнографи пÿлĕмĕ те чылай пулăшать.

Упи тăрăхĕнче пĕр кăк-тымартан 16 ял тухнă. Елена Михайловна хăй йĕркеленĕ юрă-ташă ушкăнĕсемпе вĕсенчен кашнинех çитнĕ. Акă вăл баянне çепĕççĕн тăсса ярать те, сцена çине чăваш çи-пуçне тăхăннă фольклор ушкăнĕнчи ватăсем тухаççĕ, илемлĕ юрăпа куракансене тыткăнлаççĕ. Мĕн пурĕ 16-ăн вĕсем. Çав йышра арçынсм те пур. Пĕлтĕр кăна «Сурпан» Пайсупин, Тусай, Упи ялĕсенче тата Карайпа Чатукассинчи ватăсемпе инвалидсен çурчĕсенче пулнă, пултарулăхĕпе савăнтарнă.

- Пурнăç кустăрма пекех: çаврăнать, куçать. Каярахпа эпĕ Çĕрпÿри училищĕн библиотека уйрăмĕнче пĕлÿ пухрăм, - аса илет библиотека ертÿçи. - Вулавăш маншăн - иккĕмĕш кил.

Кунта килсе çÿрекенсен йышĕнче ваттисем те, шкул ачисем те пур. Чи хастар кĕнеке тусĕсене - пÿрне хуçсах шутларĕ Е.Константинова, çав йышра Янмурçинти Юльăпа Николай Леонидовсене, Упири Елена Николаева пенсионеркăна, Фаинăпа Георгий Александровсене, Çĕнĕ Йĕкĕтри Юлия Кудрявцевăна тата ыттисене асăнчĕ.

- Ĕçре мана хĕрĕм Лариса чылай пулăшать. Иккĕн иккĕнех çав. Пĕрле йывăрлăхсене çĕнтерме те çăмăл, - тет Е.Константинова. - Пĕр шухăш-кăмăллă пулни паха вĕт.

Тĕслĕх библиотекăна çÿрекенсем кĕнеке, хаçат-журнал вуланисĕр пуçне интернетри çĕнĕлĕхсемпе паллашаççĕ, Упи тăрăхĕн историйĕ çинчен хатĕрленĕ видеосюжетсем пăхаççĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта пурнăçланă ĕç-хĕле тишкерсе пăхар-ха тата. Мĕн пурĕ çак тапхăрта 15 мероприяти ирттернĕ. Акă, сăмахран, Упири «Парăс» ясли-сада çÿрекенсен пĕр ушкăнĕпе ача-пăча кĕнекисемпе паллашнă. Февральте «Çăл куç» литература кружокĕн çыравçисем, вĕсемех «Сурпан» фольклор ушкăнне хутшăнакан Е.Гаврилова, Р.Германова, Н.Осипов вĕренекенсене хăйсен сăввисемпе паллаштарнă.

Н.Янкас поэт çуралнăранпа 100 çул çитнине те чаплăн паллă тунă. Тĕл пулăва вĕренекенсемпе пĕрлех Шетмĕ Михалипе Николай Ершов çыравçăсем те хутшăннă.

Кашни ял тăрăхĕнчех Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Константинова пек хастар çынсем пулсан аваллăха манмасăр, паянхипе савăнса, малашлăхшăн тăрăшса пурăнĕччĕ чăваш халăхĕ.

 



"Хыпар"
30 апреля 2009
00:00
Поделиться
;