Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Красноармейски салинче - театр филиалĕ

Ыран /акан 24-мĕшĕнче/ Красноармейски салинчи культура çуртĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн филиалĕ уçăлать. Çак кун артистсем ачасене те, аслисене те спектакльсемпе савăнтарĕç. Кăнтăрла “Мымренок” юмах, каçхине “Çунатлисем ÿкмеççĕ” спектакль курĕç Трак тăрăхĕнчи çынсем. “Филиалсем уçни - ялти кураканпа çывăхланни”, - теççĕ театрта ĕçлекенсем. Малашне район центрĕнче тата çывăхри ялсенче пурăнакансем /шкул çулне çитмен ачасем, вĕренекенсем, çамрăксем/ тĕп хулана каймасăрах театр премьерисене курма, артистсемпе тĕл пулма, спектакльсене сÿтсе явма пултарĕç. Сăмах май, çакнашкал филиал пĕлтĕр Тăвай салинче уçăлнă.

 



"Хыпар"
23 апреля 2009
00:00
Поделиться
;