Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Сĕчĕ пытăр хушăнса, доярка ĕçлетĕр йăл! Кулса

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Яманакри сĕт-çу ферминче 2008 çулта кашни ĕнерен вăтамран 4 пин килограмран ытла сĕт суса илнĕ дояркăсемпе “çавра сĕтел” хушшинчи тĕл пулăва йĕркелерĕç. Малтанах ял хуçалăх пайĕн зоотехника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп

.

1. Ум сăмах

Районта тăватă пинлисен клубне 2002 çулта йĕркеленĕ. Кăçалхи тĕл пулăва 20 доярка хутшăнчĕ. Çав йышра иртнĕ çул кашни ĕнерен 4 пин килограмм ытла çеç мар, 5 пин килограмм ытла сунисем те пур. Вĕсем — карайсемпе яманаксен дояркисем. Хальхинче тĕл пулăва пухăннисем хăйсем Яманакра курнăçма пулнишĕн кашниех кăмăллă юлчĕç. Мĕншĕн тесен асăннă коллективра вăй хуракан кашни çынна тăрăшма, канма, ĕç укçине ĕçлесе илме мĕн пур условисем туса панă-çке.

Сăмах май, ĕç укçипе кашни уйăхрах тивĕçтереççĕ. Акă, март уйăхĕнче кăна чи лайăх вăй хуракансем 6—7 пинрен кая мар ĕçлесе илнĕ.

Святослав Петрович Иванов ертÿçĕн пултарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе çураçуллă ферма ĕçченĕсем. Хăшĕ-пĕри, ав, тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, канăçсăр, чун фермăна туртнине пытармасть. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен ырми-канми тăрăшакан, малашлăхшăн ĕçлекен председателе шанаççĕ ферма ĕçченĕсем.

— Халь фермăра сăвакан 200 пуç ĕне. Сĕт туса илнинче хуçалăх тĕрекĕ те. Çавăнпа та кăçал ĕнесен йышне 230 пуçа çитересшĕн эпĕ. Тата 100 ĕне валли сĕт пăрăхĕ вырнаçтарасшăн, — терĕ Святослав Петрович. — Ăратлăх пирки те ĕçлемелле тесшĕн эпĕ.

2. Туслă йыш çинчен

Яманакри сĕт-çу фермине мĕнле калаççĕ-ши? Ферма е комплекс... Тĕрĕссипе ферма шутланать вăл. Унăн заведующийĕ — Елена Григорьевна Алексеева. Вунă çул ытла вăй хурать çакăнта. Хăйне шанса панă ĕçе чун-чĕре хушнă пек пурнăçлать Е. Алексеева. Чун уççипе, кăмăл туртнипе вăй хурать.

— Ферма маншăн иккĕмĕш кил вырăнĕнчех. Çывăрма выртсан та, çывăрса тăрсан та ик куç умĕнче юратнă выльăхсем. Коллектив та пĕр-пĕрне хăнăхса, пĕтĕçсе çитрĕ пирĕн. Йышра ватăраххисем те пур. Акă, Валентина Егорова тивĕçлĕ канура пулин те, ферма çулне çухатмасть. Алиса Марковапа пĕрле ĕçлет вăл, — тет заведующи.— Ултă доярка пирĕн.

Çав йышра пĕлтĕр хăйсен ушкăнĕнчи ĕнесенчен Милюстина Алексеевапа Василий Алексеев 5073 килограмм сĕт сунă. Ирина Даниловапа Валерий Алексеев та иртнĕ çул кашни ĕнерен вăтамран 4500 пин килограмм ытла продукци илнĕ.

— Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче, теççĕ. Апат тулăх пулсан, хамăр тăрăшсан аптрамастпăр эпир. Çавăнпа та сезонра выльăх апачĕ хатĕрлес çĕре хамăр йышпа, дояркăсем ĕнтĕ, хутшăнатпăр. Пĕлтĕр акă, траншейăсене силос хывнă çĕрте ĕçлерĕмĕр, — коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ заведующи. — Уйрăмах апат пахалăхĕшĕн çине тăни кирлĕ.

Хальхи вăхăтра яманаксем кашни ĕнерен талăкра вăтамран 15—16 килограмм сĕт сăваççĕ. Ĕнесен умĕнчен апат татăлмасть. Чăваш юрри-кĕвви ытамĕнче пурăнаççĕ ĕнесем. Капла сăвăм палăрмаллах ÿсет-мĕн.

3. Алексеевсем юрăпа савăнтарчĕç

Яманакри тĕл пулура ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Г. Матвеев 2008 çулта “Караево” хуçалăхри кашни ĕнерен вăтамран 5 пин килограмм нумайрах сĕт сунă Н. Фоминапа С. Хлебнована пĕрремĕш степеньлĕ дипломпа чысларĕ. Яманаксенчен те 5 пин килограмм урлă каçнă М. Алексеевапа В. Алексеева иккĕмĕш степеньлĕ диплом пачĕ. Ытти дояркăсем те, 4 пин килограмм урлă каçнисем, наградăсене тивĕçрĕç.

Яманаксене, хастар ĕçлекенсене, хуçалăх ертÿçи С. Иванов уйрăммăн палăртрĕ, укçа парса хавхалантарчĕ, ĕçре ăнăçусем сунчĕ.

“Нива” хуçалăхри Кĕçĕн Шетмĕ сĕт-çу ферминчен “çавра сĕтел” хушшинчи тĕл пулăва Татьяна Игнатьевапа Лариса Гаврилова хутшăнчĕç.

Юлашки çулсенче кашни ĕнерен сĕт сăвассине “Шатьма” пĕрлешÿ те ÿстерсех пырать. Унăн ферминче таса, пур çĕрте те тирпей-илем хуçаланать. Хуçалăх ертÿçи Герман Григорьевич Васильев çине тăнипе çыхăннă ку.

Яманакри тĕл пулăва “Шатьмăран” Людмила Александрова, Мелания Васильева тата Венера Степанова килнĕ.

Юлашкинчен “çавра сĕтел” хушшине пухăннисем сиплĕ чей тутанчĕç, тутлă апат-çимĕçпе хăналанчĕç.

Пухăннисене Еленăпа Анатолий Алексеевсем хăйсен юрри-кĕввипе тыткăнларĕç.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
21 апреля 2009
00:00
Поделиться
;