Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Алманчсем ĕç çине районта чи малтан тухрĕç

Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В. В. Александров ертсе пыракан “Гигант” ял хуçалăх производство кооперативĕнче çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене пĕтĕмпе 600 гектар акса хăвармалла. Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче кунти пĕрремĕш бригадăра районта чи малтан акана тухрĕç. Пĕлтĕрхи евĕрех, ĕç çине Владимир Николаев тракторист пуçларĕ. Вăл 2 сеялкăллă агрегатпа кондицие лартнă “ирень” сортлă çурхи тулă акма тытăнчĕ. Сеяльщикĕсем — Юрий Викторовпа Андрей Иванов. Имçамланă вăрлăха уя Яков Афанасьев водитель илсе тухать. Ăна А. Арсентьева, А. Герасимова, Л. Михайлова, Е. Филиппова ĕçченсем пулăшаççĕ. Малтанхи кунах çуртрине 15 гектар акса хăварачĕç кунта.

— Пирĕн тĕп тĕллев, — тет хуçалăх ертÿçи В. В. Александров, — акана вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе пысăк тухăç никĕсне хывасси, çапла майпа районăн 75 çулхи юбилейне ĕç парни хатĕрленипе кĕтсе илесси.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
21 апреля 2009
00:00
Поделиться
;