Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пурлăхпа техника никĕсне пуянлатса

Пĕлтĕр районти хуçалăхсем продукци туса илессине палăрмаллах ÿстерчĕç. Акă, туса илнĕ продукцин калăпăшĕ, хăй хаклăхпа шутласан, 189 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Ку кăтарту 2007 çулхипе илсен, 21 процент чухлĕ ытларах. Ял хуçалăх продукчĕсем сутса 174 миллион тенкĕ укçа тунă. Хуçалăхсем продукци сутса илнĕ тупăш та чылай пысăкланчĕ. Рентабельлĕх 15, 1 процентпа танлашрĕ. Сăмахран, иртнĕ çул ял хуçалăхĕнче вăй хуракан кашни çын вăтамран 305 пин тенкĕлĕх продукци тунă.

Малтанхи çулсенчи пекех, тырă, çĕр улми, сĕт туса илсе сутни тупăшлă. Анчах та хуçалăхсенче сутакан аш-какай хакĕсем выльăх-чĕрлĕх ÿстерсе пулакан тăкаксене саплаштараймаççĕ-ха. Кунта, паллах, пурлăхпа техникăн çирĕп никĕсне туса хуни кирлĕ.

Çÿлерех палăртнă çитĕнÿсенче “Таябинка” агрофирма” пĕрлешÿпе “Караево”, “Нива”, “Янмурзино”, “Красное Сормово” тата ытти уйрăм хуçалăхсен тÿпи пысăк. Асăннă пилĕк хуçалăхра 2008 çулта тырă туса илесси район кăтартăвĕнче — 55, çĕр улмипе — 84, аш-какайпа — 62, сĕтпе 59 процент танлашрĕ.

Ку ял хуçалăх предприятийĕсенче тĕп фондсен шучĕ 134 миллион та 506 пин тенкĕпе танлашнă. (Районăн — 50 проценчĕ).

Халь, ĕç ресурсĕсем чакса пынă чухне пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетсе пымасăр ял хуçалăх продукцийĕ туса илессине пысăклатма йывăртарах. Çакна шута илсе хуçалăхсен ертÿçисем иртнĕ çул парксене 5 тĕрлĕ комбайнпа, тĕрлĕрен 12 тракторпа тата ытти нумай ял хуçалăх техникипе, оборудованисемпе пуянлатрĕç. Пĕтĕмпе тĕп фондсене 56 миллион та 135 пин тенкĕлĕх çĕнетнĕ.

Пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетнин пĕлтерĕшне “Янмурзино” кооператив тĕслĕхĕпе кăтартса пани вырăнлă. Пĕлтĕр кунта тĕп фодсене 18 миллион тенкĕлĕх çĕнетнĕ. Çав шутран 15 миллион тенкĕ ял хуçалăх техникине туянма расхутланнă.

Паян хуçалăхра, кашни ĕçлекен çын пуçне шутласан, тĕп фондсем 850 пин тенкĕпе танлашаççĕ. Энергетика хăвачĕсем — 123 лаша вăйĕ чухлĕ. Кооперативра кашни трактор пуçне акса тăвакан 61 гектар çĕр лекет. Районĕпе илсен — 101 гектар. Иртнĕ çул хуçалăхри вăй хуракан кашни çын вăтамран 505 пин тенкĕлĕх продукци панă.

Паллах, янмурçинсен çакăн пек условисенче акса-лартса çитĕнтернĕ культурăсене вăхăтра пухса кĕртме тата мĕн пур уй-хир ĕçĕсене васкавлă та пысăк пахалăхпа пурнăçлама майсем пур.

Кăçал кунта, ятарласа туяннă техника çине шанса, çĕр улми лаптăкне 300 гектара çитерме палăртаççĕ. Тĕш тырă лаптăкĕсене те ÿстереççĕ. Пĕлтĕр сутакан çĕр улмин хăй хаклăхĕ 196 тенкĕпе танлашнă.

Халь машинăпа трактор паркĕсене техникăпа пуянлатассипе “Таябинка” агрофирма” пĕрлешÿре, “Красное Сормово”, “Гигант”, “Караево” хуçалăхсен ертÿçисем тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. “Досаево” ял хуçалăх артелĕн членĕсем те иртнĕ пухура хуçалăх ертÿçи Л. Архипов техникăна çĕнетессипе пуçарнă сĕнĕве ырларĕç. Артель кăçал тĕш тырă вырмалли комбайн, трактор, пресс-подборщик илме палăртать.

Юлашки çулсенче выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те çĕнĕ технологисем вăй илсех пыраççĕ. Малтанхи çулсенче “Красное Сормово” тата В. Васильева хресчен фермер хуçалăхĕсенче фермăсене тĕпрен юсарĕç, реконструкцилерĕç, çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарчĕç, сĕт туса илессин технологине тĕпрен çĕнетрĕç.

Кăçал “Волитра” та Йĕпремри халиччен пушă, юхăнса ларнă фермăна тĕпрен юсаса, çĕнетсе хута янă. Халь асăннă çĕрте сăвакан ĕнесене кăкармасăрах усрамалли технологипе пĕрлех сĕт сумалли зал ĕçе кĕчĕ. Вăя кĕртнĕ оборудованисем, аппаратсем кашни дояркăнах 100 ĕне таран сума майсем туса параççĕ. Хуçалăх асăннă ĕçсене туса пĕтерме 9 миллион тенкĕне яхăн укçа-тенкĕ тăкакланă.

Кăçалах карайсем те хăйсен сĕт-çу ферминчи реконструкци ĕçĕсене вĕçлеме палăртаççĕ. Фермăсене реконструкциленĕ хыççăн, вĕсенче çĕнĕ технологие пурнăçа кĕртсен, паллах, ĕçлекенсен ĕç условийĕ те палăрмаллах лайăхланать, ĕç тухăçлăхĕ 2—3 хут ÿсет. Сутакан сĕтĕн пахалăхĕ те чылай лайăхланать. Çакă фермăра тăрăшаканăн ĕç укçине пысăклатма май туса парать те. Ял хуçалăхĕнче, çав шутра выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те, ĕç ресурсĕсем чакса пынине шута илсен, фермăсенчи ĕçсене механизацилени питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Хуçалăхсен умĕнче халь тивĕçтерекен техника, тĕрлĕ оборудованисем туянма уйрăм йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Хуçалăхсене, иртнĕ ĕмĕрти 70—80 çулсенчи пек, базăсенчен машинăсемпе тиесе килсе тракторсем, комбайнсем тата ытти ял хуçалăх машинисене пушатса хăвармаççĕ. Хуçалăхсен паян хăйсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме пысăк кредитсем илмелле, вĕсене банксене вăхăтра тавăрса памалла. Çак ĕçре ял хуçалăх продукчĕсем сутакан хаксем çулсерен вылянса пыни те пысăк чăрмав пулса тăрать.

Шел пулин те, уйрăм ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессине тĕпе хумаççĕ. Уйрăмах ку ĕçе “Новая сила”, “Герой” хуçалăхсенче пурнăçламаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсенче туса илекен тĕш тырăн тухăçĕ пĕчĕк. Кунашкал хуçалăхсен пуласлăхĕ те — шанчăксăр.

Хуçалăхсен экономикине çирĕплетесси туса илнĕ продукцие мĕнле пахалăхпа сутнипе те таччăн çыхăнать. Акă, тĕслĕхрен, хуçалăхсем иртнĕ çул сутнă сĕтĕн хакĕсене илсе пăхар-ха? Районти вăтам кăтарту — 1 центнер сĕт 952 тенкĕпе танлашать. Çав вăхăтрах “Красное Сормово”, “Нива”, “Караево” хуçалăхсенче тата “Красное Сормово” пĕрлешÿре çак кăтарту — 1225 — 1130 — 992 — 975 тенкĕ. Анчах та 1 центнер сутнă сĕт хакĕ “Востокра” — 656, “Рассветра” 760 тенкĕ çеç… Апла пулсан хуçалăхсен ертÿçисен, специалистсен, ял хуçалăх продукчĕсене сутакансен рынок (пасар) пулăмĕсене тишкерсех тăмалла, продукцин пахалăхне лайăхлатассипе тимлемелле. “Нива” ял хуçалăх предприятийĕнче çулсеренех кооператив экономикине çирĕплетме сĕт туса илсе ăна ăнăçлă сутни пулăшать. Иртнĕ çул асăннă хуçалăхри ферма ĕçченĕсем кашни ĕнерен 3830 килограмм сĕт сунă. Продукцие ăсатса 7 миллион та 725 пин тенкĕ укçа тунă, таса тупăш 2 миллион та 208 пин тенкĕпе танлашнă. Паллах, кăтартусене ÿстерни пахалăхлă сĕт ăсатнипе çыхăннă. Кунта та сунă хыççăн сĕте тасатса сивĕтмесĕр сутмаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ, çÿлерех асăнтăм: иртнĕ çул 1 килограмм сĕт 11 тенкĕ те 30 пуспа сутăннă, хăй хаклăхĕ 8 тенкĕ те 7 пуспа танлашнă. Кăçал хуçалăхсенче, сĕт туса илессине патшалăх енчен хавхалантарассипе, кашни ĕнерен 3700 килограмм ытла сĕт сăвакансене сăвакан кашни ĕне пуçне 3100, 4200 тенкĕ пулăшу параççĕ.

Районти 8 хуçалăхра çакнашкал пулăшăва илме пултараççĕ. Акă, Васильева хресчен фермер хуçалăхĕпе “Шатьма” пĕрлешÿре, “Караево” ял хуçалăх производство кооперативĕнче тата “Красное Сормово” пĕрлешÿре кашни ĕне пуçне — 4200 тенкĕ. “Нива” хуçалăхпа “Волит” пĕрлешÿре, “Гигант” ял хуçалăх производство кооперативĕнче, “Прогресс” пĕрлешÿре — 3100 тенкĕ. Асăннă хуçалăхсенче илекен пулăшу çулталăкра 4 миллион та 481 пин тенкĕпе танлашмалла.

Кунта икĕ услови пурнăçласа пымалла. Пĕрремĕшĕ — ĕнесен хисепĕ çулталăк пуçламăшĕнчен пĕчĕкленмелле мар, иккĕмĕшĕ кашни ĕнерен сĕт сăвасси иртнĕ çулхинчен сахал пулмалла мар.

Палăртмалла, ял хуçалăх предприятийĕсен финанс кăтартăвĕсене, экономикине çирĕплетме патшалăх енчен паракан пулăшупа туллин усă курмалла. Пĕлтĕр çак пулăшăва хуçалăхсем 18 миллион та 670 пин тенкĕ чухлĕ илме пултарчĕç. Ку вăл 2007 çулхипе танлаштарсан, икĕ хут пысăкрах.

Патшалăх енчен пулăшусем ахаль пулмаççĕ. Çакăнта элитăллă вăрлăх илессипе, гербицидсемпе, минераллă удобренисемпе туллин усă курассипе, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянассипе, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тимлемелле.

Иртнĕ çул “Таябинка” агрофирма” пĕрлешÿре, “Караево”, “Янмурзино”, “Гигант”, “Волит” хуçалăхсем тата “Красное Сормово” пĕрлешÿ асăннă ĕçе тĕллевлĕ пурнăçласа пычĕç. Каласа хăвармалла, 2009 çулта та хуçалăхсем патшалăх енчен паракан пулăшусен нумай енĕпе усă курма пултараççĕ.

Тĕнчери экономикăпа финанс кризисĕ аталанса пынă вăхăтра хуçалăхсен ертÿçисем умне татах та татса памалли пысăк ыйтусем тухса тăраççĕ. Чи малтанах вăл кооператив членĕсене, ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсене ĕçпе май килнĕ таран, туллин тивĕçтересси пулса тăрать. Çав вăхăтрах вăй хурса илекен ĕç укçин калăпăшĕпе те яланах кăсăкланса тăмалла. Районти хуçалăхсенче экономика, финанс кăтартăвĕсен уйрăмлăхĕсене пула ĕçшĕн тÿлесси те предприятисен экономикине кура пулса пырать.

Иртнĕ çул районĕпе туса илнĕ пĕтĕм тупăшран 63 проценчĕ ĕç укçи тÿлеме кайнă. Çав вăхăтрах “Новая сила”, “Бахча”, “Гигант” хуçалăхсенче çак кăтарту 90 процентран та иртсе кайнă. Кунта, паллах, тупăша ÿстерессипе çине тăмалла, туса илнĕ тупăшăн ытларах пайне хуçалăха аталантарас çĕре ямалла.

Ĕçшĕн тÿлессине ÿстересси тÿрремĕнех туса илекен продукцин калăпăшне пысăклатассипе тата пурлăх тăкакĕсене чакарса пынипе çыхăннă.

Çур акинче механизаторсене, ал вăйĕпе тăрăшакансене ĕçшĕн тÿлес йĕркесене тепĕр хут пăхса тухмалла, пурлăх енчен хавхалантармалли условисене тĕп вырăна хумалла, çынсем çинчен манмалла мар.

2009 çул — Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ. Кăçал районти хуçалăхсем 25 пин тонна тырă туса илме палăртаççĕ. Тĕш тырă йышши культурăсен лаптăкне 11500 гектара çитерме палăртнă. Паллах, çакăн чухлĕ тырă туса илме ял хуçалăх предприятийĕсенче чылай тĕллевлĕ ĕçсене пурнăçламалла.

Малтанхи çулсене шута илсен, тĕш тырă тухăçне ÿстерессипе, “Новая сила”, “Мичуринец”, “Рассвет”, Волков хресчен фермер хуçалăхĕсенче, “Шывбосинское” пĕрлешÿре тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче çур акине тĕплĕн хатĕрленсе, агротехникăна çирĕп пăхăнса ирттермен.

Иртнĕ çул тырă туса илессипе ĕçленĕ 30 пысăк, вăтам тата пĕчĕк предприятисенчен 17-шĕнче тухăç районти вăтам кăтартуран пĕчĕкрех пулнă. Халь тĕллев — асăннă хуçалăхсенче тĕш тырă тухăçне сахалтан та районти вăтам шая çитересси. Ку вăл районта туса илекен тырă хисепне тата 2 пин тонна нумайлатма май парать.

Хальлĕхе пĕчĕк хуçалăхсемшĕн А. Николаевăн предприятийĕ ырă тĕслĕх вырăнĕнчех. Унта пĕлтĕр 62 гектартан кашнинчен 30, 6 центнер тĕш тырă туса илнĕ. Ăна кĕске вăхăтрах Т-150, МТЗ-8 2, Т-25 тракторсемпе тивĕçтернĕ. Çĕнĕ пресс-подборщик туяннă. Çĕр ĕçĕсем валли ытти ял хуçалăх техники çителĕклĕ. Кăçал тĕш тырă культурисен лаптăкĕсене палăрмаллах ÿстереççĕ. Сĕрмелли, çунтармалли материалсене кирлĕ чухлĕ хатĕрленĕ. Минераллă удобренисене кÿрсе килнĕ.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
17 апреля 2009
00:00
Поделиться
;