Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Центрта сире яланах хавас

Район администрацийĕн çуртĕнчи 118-мĕш пÿлĕмре обществăлла çыхăну центрĕ малалла ĕçлет. Унăн ĕçĕ-хĕлĕн тĕп енĕ халăха патшалăх органĕсен официаллă информацийĕсемпе паллашма майсем туса парасси пулса тăрать.

Центрта, Интернета кĕрсе, кирлĕ информацисем шырама, “Гарант” тата “Консультант Плюс” справкăпа право тытăмĕсемпе, Чăваш Республикинчи власть органĕсен официаллă порталĕнче министерствăсемпе ведомствăсен, муниципаллă йĕркелÿсен, массăллă информаци хатĕрĕсен сайчĕсемпе, наукăпа техника тата вĕрентÿ ресурсĕсемпе, кадрсен вакансийĕпе, суту-илÿри хаксемпе паллашма пулать. Кунта çавăн пекех “Российская газета”, “Советская Чувашия”, “Хыпар”, “Республика”, “Вести Чувашии”, “Хресчен сасси” тата “Ял пурнăçĕ” хаçатсем килсе тăраççĕ.

Центр шăмат кунпа вырсарни кунсăр пуçне куллен ирхине 8 сехетрен тытăнса 17 сехетчен ĕçлет, апат вăхăчĕ 12 сехетрен пуçласа 13 сехетчен. Эпир хамăр патне çÿрекенсене яланах хапăл туса йышăнатпăр. Килĕр, кĕтетпĕр, пулăшăпăр!



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
17 апреля 2009
00:00
Поделиться
;