Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

"Апатлантарма тытăнчĕç"

Районти “Гигант”, “Красное Сормово” хуçалăхсенче тата “Таябинка” агрофирма” пĕрлешÿре кĕрхи тырăсене апатлантарма тытăнчĕç.

Чи малтанах  çак ĕçе апрелĕн 8-мĕшĕнче яманаксемпе алманчсем пуçăнчĕç.

“Таябинка” агрофирма” пĕрлешÿре те, апрелĕн 9-мĕшĕнче, Крентейкасси çывăхĕнчи улăхра, унтан Йÿçкасси патĕнчи уйра 350 гектар лаптăк йышăнакан кĕрхи тулă лаптăкне апатлантарса пĕтернĕ.

— Ирхи шăнпа ĕçлеме меллĕ. Татах васкас пулать халь, — çур аки ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Сергей Молотков тĕп агроном. — “Белорус” трактора Олег Чернов механизатор тытса пырать.

Ун çине “Амазоне” агрегат вырнаçтарнă. Вăл аммиак селитрине тикĕссĕн сапать. Ф. Яковлев тепĕр “Белоруспа” уй-хире удобрени илсе тухать. В. Владимиров водитель ЗиЛпа турттарать.

И. Яковлевпа В. Чернов грузчиксем те хĕрÿ ĕçе пикеннĕ.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
14 апреля 2009
00:00
Поделиться
;