Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ю.Гагарин вĕçевĕнче ентеш тÿпи те пур

Упи тăрăхĕнчи /Красноармейски районĕ/ Мамçа ялĕнче нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ Иван Шашков. Ашшĕ, Ефим Абрамович, пĕчĕклех çурма тăлăх ÿссе чухăнлăх мĕнне лайăх ăнланнăскер, ывăлĕсене “пысăк” çынна кăларма тăрăшнă. Хăй 18 çул тултарсан кăна шутлама, сыпăкăн-сыпăкăн вулама тата алă пусма хăнăхнă. Çавăнпа Матвее хистесех ултă класлă шкултан /Мăн Чурашра/, каярахпа Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕрентсе кăларнă. 1915 çулхи авăн уйăхĕнче 4-мĕш класри сывлăхлă каччăсем пекех М.Шашков та хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса кайнă. Çапăçусенче хăюлăх кăтартнăшăн ăна IV тата III степень Георгий хĕресĕпе наградăланă. Тыткăнран таврăнсан 1919 çулта килĕнче шкул уçнă, унта 3 çул пĕлÿ панă. Пиччĕшĕн ырă тĕслĕхĕ Йăванпа Сантăра та кун-çул тăршшĕпех хавхалантарса тăнă. Иккĕшĕ те вĕреннĕ, тăван çĕршыва йывăр вăхăтра хÿтĕленĕ, офицера çитнĕ.

Малалла сăмахăм Иван Шашков çинчен. Шел, тăхăр теçетке тултариччен тăватă уйăх çурă маларах çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ вăл.

Хăй вăхăтĕнче Иван Ефимович “вăрттăн” çынсенчен пĕри пулнă, çавăнпа вăл мĕн ĕçлесе пурăннине тăванĕсем те пĕлмен. Çав тапхăрта унашкаллисем пирки çырма та, асăнма та юраман. Хăйсем те вăрттăнлăх хучĕ çине алă пуснă...

Халĕ пĕлетпĕр ĕнтĕ: И.Шашков вăрçăра çĕршыва хÿтĕленĕ, ун хыççăн ракета çарĕсен йышĕнче халăхăн тăнăç пурнăçне сыхлама, тĕнче уçлăхне тĕпчеме хутшăннă. Ячĕшĕн кăна пăхса тăман пирĕн ентеш, çав вăй-хăвата “сывлăш вĕрсе кĕртекенĕ” тата ăна ăсталаканĕсенчен пĕри шутланнă.

Акă темиçе тĕслĕх. 1946-1950 çулсенче Мамçа çынни вĕçекен пирвайхи ракетăсен çирĕплĕхне ăсталас, вĕсене тăвас тата полигонра тĕрĕслес енĕпе вăй хунă. 1950 çулта пирĕн ентеш СССР Оборона министерствин 4-мĕш наука тĕпчев институчĕн коллективĕнче техника наукисен кандидачĕн ятне пуринчен малтан илме тивĕç пулнă. Тепĕр вунă çултан - доктор, профессор.

Кун-çулĕн 52 çулне вăл çĕршыва хÿтĕлес тата тĕнче уçлăхне тĕпчес ĕçе халалланă. 1957 çулта Байконурта континентсене вĕçекен баллистика пĕрремĕш ракета - Р-7 тĕрĕслеври иккĕмĕш минутра сирпĕнсе каять. С.Королев тĕп конструктор сăнав стартне киноаппаратпа ÿкерсе илнĕ И.Шашкова авари сăлтавне тĕпчекен комисси председательне çирĕплетет. Иван Ефимовичпа юлташĕсем лару-тăрăва тĕрĕс хакласа кирлĕ хутсем тăратаççĕ.

Шăпах çакнашкал Р-7 ракета тÿпене 1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çĕрĕн пĕрремĕш спутникне, Юрий Гагаринăн “Восток-1” карапне çĕклесе хăпартнă та. 1959-1962 çулсенче Иван Шашков профессор вĕçекен ятарлă аппаратсемпе носительсен çирĕплĕхĕпе конструкцийĕсене тĕрĕслекен лаборатори пуçлăхĕ пулнă. Пĕр çул наука консультанчĕ, 1964-1966 çулсенче наука енĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ, 1966-1969 çулсенче вĕçекен ятарлă аппаратсен пай пуçлăхĕ шутланнă.

И.Шашков инженер-полковник 150 ытла наука ĕçĕ, 2 монографи çырнă, 12 ăслай авторĕ.

Пĕтĕм пурнăçне çар тата космос промышленноçĕн хăватне ÿстерме, вĕсем валли ăста инженерпа техника кадрĕ хатĕрлес ĕçе халалланă. Вăл наукăн икĕ докторĕпе 9 кандидатне хатĕрленĕ. Ентеш ертсе пынă çулсенче Ăслăлăх канашĕ 27 докторпа наука кандидачĕн диссертацийĕсене йышăннă.

Çĕршыв Иван Ефимовичăн ĕçне пысăка хурса хакланă. Ăна II степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе 2 хут, “Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн”, “Ленинграда хÿтĕленĕшĕн”, С.Королев ячĕллĕ медальсемпе, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Вăл - Раççей Федерацийĕн наукăпа техникăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, С.П.Королев тусĕ.

2009 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче паллă ăсчах-инженер çуралнăранпа 100 çул çитет. Раççей шайĕнчи конструктор-изобретатель кунне тивĕçлĕ шайра ирттересчĕ. Шупашкарти “Байконур” микрорайонти урама И.Шашков ятне парсан, Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕнче асăну хăми уçсан, паллă ентеш çинчен кĕнеке çырса кăларсан питĕ лайăхчĕ.



"Хыпар"
02 апреля 2009
00:00
Поделиться
;