Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

"Районта çурхи ака-суха ĕçĕсене йĕркеллĕ ирттерессипе йышăннă мерăсем çинчен"

Район пуçлăхĕ С. Николаев çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттерессипе мартăн 26-мĕшĕнче 183-мĕш номерлĕ йышăну кăларнă.

Унпа килĕшÿллĕн апрелĕн 10-мĕшĕччен ĕç коллективĕсен пухăвĕсенче çур акине ирттерессипе çыхăннă ĕç планĕсене пăхса тухса çирĕплетмелле, уйрăмах вĕсенче техника хăрушсăрлăхĕпе ĕç сыхлавĕн правилисене еплерех пăхăннине тĕпе хумалла.

Апрелĕн 20-мĕшĕччен мĕн пур çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 100 проценчĕпех ака кондицине лартмалла, вăрлăха имçамламалла, пысăк репродукциллĕ вăрлăх кÿрсе килмелле, сортлăха улăштармалла.

Апрелĕн 10-мĕшĕччен ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацийĕсен тракторсемпе ял хуçалăх машинисене юсас ĕçе вĕçлемелле, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туяннă çĕрте кредит ресурсĕсемпе усă курмалла.

Ял хуçалăх пайĕн инженер службипе районти гостехнадзор инспекцийĕпе пĕрле мĕн пур хуçалăхсенче çурхи ака ĕçне хутшăнакан тракторсене техника тĕрĕслевĕ витĕр апрелĕн 25-мĕшĕччен кăлармалла.

Апрелĕн 3-мĕшĕнче çур акине ирттерессипе “Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿре районти ертÿçĕсемпе инженери службин ĕçченĕсен семинар-канашлăвне ирттермелле. Мĕн пур хуçалăхсенче çур акине хутшăнакансене пурлăхпа мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантарма условисем пăхса тухмалла, вĕри апат-çимĕçпе апатлантарассине йĕркелемелле.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тата хуçалăхсен ертÿçисене усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме сĕнмелле.

Районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн çур акине хатĕрленес ĕç тата ăна ирттересси епле пыни çинчен çутатмалла.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
02 апреля 2009
00:00
Поделиться
;