Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Григорьевсем парнеленĕ уяв

Ытти район-хулари пекех Красноармейски тăрăхĕн те ятарлă та ятлă спорт ăмăртăвĕсем пур. Вĕсенчен пĕри - пĕр тăван Григорьевсен парнисене илессишĕн ирттерекен йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ. Ултă хутчен ăна Карай ялĕнче ирттернĕччĕ. Кăçалхине Красноармейски салине, район центрне, куçарчĕç.

...Хĕвеллĕ те ырă шăмат кун. Вăрман хĕрринче вырнаçнă стадиона тĕрлĕ тĕслĕ ялавсемпе илемлетнĕ, хаваслă кĕвĕ янăрать. Автомашинăсемпе тĕрлĕ çĕртен килсе çитнĕ спортсменсем, куракансем йышлă. Ăмăртăва уçнă май вĕсене район пуçлăхĕ С.Николаев ăшшăн саламларĕ, массăллă спорт юхăмĕпе çывăх пулнишĕн тав турĕ. Пиччĕшĕсемпе шăллĕсен ячĕпе /вĕсем пиллĕкĕн!/ “Красноармейскинчи сельхозхими” предприяти ертÿçи Валерий Григорьев пурне те йĕлтĕр йĕрĕ çинче ăнăçу сунчĕ.

Спорт уявне çемьесен командисем уçрĕç. Кăшт маларах çакна пĕлтеретпĕр: пур ушкăн-дистанцире те Григорьевсен ентешĕсемпе пĕрле çывăхри тата аякри хăнасем ăмăртрĕç, парнесене тивĕçрĕç. Акă, сăмахран, Хĕрлĕ Чутайри Дадюковсен çемйи. Пуринчен те хăвăрт вĕçлерĕç ашшĕпе амăшĕ тата виççĕмĕш класра вĕренекен Алеша эстафетăна. Çĕнтерÿçĕсемпе юнашар хисеп пьедесталĕ çинче - Дмитриевсемпе /Шупашкар районĕ/ Александровсем /Сĕнтĕрвăрри/. Уйрăммăн ăмăртса мала тухнисен хушшинче - Шупашкарти спорт мастерĕсем Евгений Марунов, Юрий Осипов, Наталья Кузьмина /ветерансен тĕнче чемпионачĕсенче вăл сакăр ылтăн медаль çĕнсе илнĕ!/, спорт мастерĕн кандидачĕсем Светлана Абрамовăпа Светлана Журавлева, Тутарстанри Пăва хулинчен килнĕ çамрăк йĕлтĕрçĕ Артур Меметов тата ыттисем.

Стадионта старт илнĕ йĕлтĕрçĕсем вăрманалла кĕрсе каяççĕ те туххăмрах каялла çаврăнса килеççĕ. Финиша çиçĕм пек вĕçтерсе çитрĕç Красноармейскинчи вăтам шкулта вĕренекен Владимир Петров, вырăнти гимнази шкул чысне хÿтĕлекен Татьяна Чернова, Лиана Скворцова, пĕр тăван Кристина, Коля тата Костя Львовсем. Пултаруллисен ретĕнче Карай йĕлтĕрçисем те пулчĕç - Кристина Федорова, Лариса Ильина, Светлана Григорьева, Андрей Ильин, Юрий Федоров.

Пуш уйăхĕн варринче те йĕлтĕр йĕрĕ пушанса юлманни, çĕр-çĕр спортсмен Григорьевсен умĕнче хастаррăн ăмăртни чылайччен асра юлĕ.

 



"Хыпар"
19 марта 2009
00:00
Поделиться
;