Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Нестĕр Янкаса чысларĕç

Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çĕр çине килнĕ Нестер Кириллович Ефимов-Янкас поэт çуралнăранпа 100 çул çитнине тăван тăрăхра тата республикăра анлăн паллă турĕç. Районти культура çуртĕнчи уява Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, литература тĕпчевçи, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Валентин Абрамов, Исмай Исемпек, Владимир Захаров прозаиксем, Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕхĕн правлени членĕ-секретарĕ Ăсан Уçăпĕ хутшăнчĕç.

Нестĕр Янкасăн пултарулăхĕ пирки Юрий Сементер каласа пачĕ. Пиччĕшĕн пурнăçĕ, тĕрлĕ ĕçри çитĕнĕвĕ çинчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, 90 çулти шăллĕ Григорий Кириллович аса илчĕ. Поэтăн юбилейне халалласа районти шкул ачисен хушшинче ирттернĕ “Асран кайми юрăç” конкурса пĕтĕмлетрĕç, пултаруллисене парнесемпе чысларĕç.

Нестĕр Янкаса асра тытса Красноармейски районĕнчи литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхне, тăван ялĕнчи пĕр урама ун ятне панă, музей-пÿлĕм уçнă, вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми çирĕплетнĕ.





"Хыпар"
05 марта 2009
00:00
Поделиться
;