Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Тренерсене - стипенди

Республикăри виçĕ тренер-преподавателе “Çĕнĕ ăру” ырă кăмăллăх фончĕ ачасене, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине явăçтарнăшăн, вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕшĕн стипендипе хавхалантарнă.

Вĕсенчен пĕри - Çĕнĕ Шупашкарти А.И.Андрианов ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центрта вăй хуракан Николай Сергуняев. Унăн вĕренекенĕсем пĕрре çеç мар самбо енĕпе республика чысне хÿтĕленĕ. Красноармейски районĕнчи Карай ялĕнче пурăнакан Анатолий Григорьев та чăннипех тивĕçлĕ 70 пин тенкĕне. Вăл Трак тăрăхĕнче хăвăрт утассин спортне аталантарать. Канаш районĕнчи Вырăскас Пикшихре пурăнакан Вячеслав Никитина та спорт программипе ĕçлекен фондăн премийĕ малашне те çамрăк йĕлтĕрçĕсемпе ĕçлеме хавхалантарĕ.

 



"Хыпар"
24 февраля 2009
00:00
Поделиться
;