Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Мини-проектсем хÿтĕлерĕç

Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 7-мĕш класра оборонăллă-массăлла тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕн шучĕпе “Пĕр сăн ÿкерчĕкĕн историйĕ” ятлă мини-проектсене хÿтĕлерĕç. Унăн тĕллевĕ — çемьери çĕр-шыв хÿтĕлевçисем пирки каласа парасси.

Çиччĕмĕшсем ку ĕçре пысăк хавхалану кăтартрĕç. Кашниех салтак тивĕçне пурнăçланă аслашшĕ, кукашшĕ, ашшĕ е пиччĕшĕ пирки çырса кăтартрĕ. Нумайăшĕ вĕсене тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
20 февраля 2009
00:00
Поделиться