Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пине яхăн юрă парнеленĕ

 

Çак кунсенче Красноармейски районĕнчи Чатукассинчи Кану центрĕнче чăвашсен паллă композиторне, СССР Патшалăх премийĕн лауреатне, Раççей халăх артистне Ф.М.Лукина асăнса ятарлă каç ирттернĕ. Малтанах хăнасем Ф.М.Лукин музейĕнче пулса курнă, унти экспонатсемпе паллашнă. Асăну каçĕ малалла Кану центрĕнче тăсăлнă. Ăна музей директорĕ Надежда Лукина тата Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Михайлов уçнă. “Пирĕн районтан паллă çын чылай тухнă. Вĕсенчен пĕри - Филипп Лукин композитор. Пине яхăн юрă парнеленĕ вăл хăйĕн халăхне. Унăн юррисем яланах пирĕнпе пĕрле, пирĕн чĕресенче”, - хăйĕн шухăшне палăртнă район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Антонов.

Асăну каçне Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн президенчĕ Николай Зимин, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Светлана Асамат, Чăваш наци музейĕн директорĕн çумĕ Валерий Бардасов, асăннă музей сотрудникĕ Николай Архипов тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Матвеев хутшăннă. Юлашкинчен Филипп Лукинăн паллă юррисем янăранă. Вĕсене районти Халăх пултарулăхĕн çурчĕн тата Чатукассинчи Кану центрĕн артисчĕсем шăрантарнă.

 



"Хыпар"
10 февраля 2009
00:00
Поделиться
;