Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ăмăртура та пĕрле

Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен VIII физкультурăпа спорт спартакиадине хутшăнса чиновниксем нарăсăн 7-мĕшĕнче йĕлтĕрпе чупас енĕпе тупăшрĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансене республика Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Анатолий Шарапов саламларĕ: “Пирĕн Президент Николай Васильевич Федоров хăйĕн ĕç-хĕлĕнче спорта аталантарас, пурнăçри спорт стильне пропагандăлас енĕпе палăрса тăрать. Паян пирĕн уяв - Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен спартакиади уçăлать. Çак ĕç пархатарлăхне “çÿлте” те кураççĕ: çут çанталăк лайăх çанталăк парнелерĕ. Паллах, кунта чи малтанах тупăшăва хутшăнни паха, çапах çĕнтерÿçĕсем те палăрĕç”.

Тупăшăва Чăваш Енри районсемпе хуласен пуçлăхĕсем, республикăн министерствисемпе ведомствисен представителĕсем хастар хутшăнчĕç.

VIP-чупăва хутшăнакансене А.Шарапов старт пачĕ. Финиша чи малтан инспекци пуçлăхĕ - Гостехнадзорăн тĕп патшалăх инженер-инспекторĕ Владимир Димитриев çитрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Çĕнĕ Шупашкар хулин шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Владимир Петров, виççĕмĕшĕнче - Красноармейски район пуçлăхĕ Станислав Николаев. VIP-чупăва хутшăннă пĕртен-пĕр хĕрарăма та чысларĕç - вăл ЧР финанс министрĕн çумĕ Альбина Ильина пулчĕ.

Министерствăсемпе ведомствăсен хушшинче Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин команди пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Ун хыççăн - Чăваш Республикинчи профсоюз организацийĕсен “Чăвашрессовпроф” пĕрлешĕвĕпе Чăваш Ен Гостехнадзорĕн йĕлтĕрçисем.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен спортсменĕсен чупăвĕнче Канаш, Патăрьел тата Вăрнар администрацийĕсен командисем мала тухрĕç.

Федерацин ĕç тăвакан влаç тытăмĕсен территори органĕсен ушкăнĕнче Федерацин айăплава пурнăçлакан службин, Федерацин налук службин управленийĕсен, Раççей ФТСĕн Атăл тăрăхĕнчи таможня управленийĕн Чăваш таможнин представителĕсем малти вырăнсене йышăнчĕç.

Ăмăртура вăй виçнисем тепĕр старта та, Пĕтĕм Раççейри “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2009” чупăва, хутшăнма хатĕррине палăртрĕç. Çав чупу нарăсăн 15-мĕшĕнче республикăри мĕн пур районпа хулара иртет. Чăваш Енĕн тĕп хулинче йĕлтĕрçĕсем йăлана кĕнĕ пекех Шупашкар 500 çул тултарнине хисеплесе ят панă паркра старта тухĕç.



"Хыпар"
10 февраля 2009
00:00
Поделиться
;