Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Тăван çĕр хăйне пăхнине юратать

Кашни халăх çĕрпе хăй пĕлнĕ пек усă курать. Йышпа вăй хума çăмăлрах тесе иртнĕ ĕмĕрте пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем чăмăртаннăччĕ. Анчах пурнăç тепĕр майлă çаврăнчĕ. Çĕрĕн пĕр пайĕ каллех уйрăм çын аллине куçрĕ. Çынсем малтанхи çулсенче уйăрса панă лаптăкпа мĕн тумаллине те пĕлмерĕç. Техникăпа туслисем, вăй çитерекенсем çуркунне ăна йĕркеллех акса хăвараççĕ-ха. Анчах хевти пĕтнĕ ватăсем унпа епле усă кураççĕ? Çакăн пирки Красноармейски районĕнчи Санькасси ялĕнче пурăнакансенчен ыйтса пĕлме шут тытрăм.

55 çуртра 92 çын пурăнать. Апла пулин те чылайăшĕ пропискăра çеç шутланса тăрать иккен. 33-шĕ тивĕçлĕ канăва тухнă, тăваттăшĕ шкула çÿрет. Хăй вăхăтĕнче çĕр ытларах кил шутланнă кунта. Халăх йышĕ халĕ çулленех чакса пырать.

Выльăх-чĕрлĕх тытма пултаракансем, вăй питти çынсем хăйсене çĕр лаптăкĕ хушса панипе кăмăллă. Çак йыша 15-20 çемьепе пĕрле Константиновсем те кĕреççĕ. Тăватă ĕне выльăх, 4-5 сурăх, сысна, хур, чăх-чĕп хĕл каçараççĕ вĕсем. Аш-пăшĕ хăйсене çимелĕх, ачисене памалăх тата сутмалăх та çитет. Тихаран ÿстернĕ лаша та пур. Чĕлхесĕр янавар хуçалăхра самай пулăшать.

В.Мефодьев çемйи те выльăх-чĕрлĕхпе тупăшлă усă курать.

Анчах тертленсе çитĕнтернĕ выльăха усламçăсем яла пырса йÿнĕлле туянни кулянтарать паллах. Пасара кайса сутма техника çук та - нимĕн те тăваймăн. Сĕте хулара лавккасенче литрне 18-25 тенкĕпе сутаççĕ. Çынсенчен вара 6-7 тенкĕпе пуçтараççĕ. Çĕр ĕçченĕн çăкăр-тăвартан пуçласа çимелли-ĕçмелли, кĕпе-тумтирпе атă-пушмак таранах йăлт укçалла туянмалла. Вăл çеç-ши? Йăшакан-çĕрекен çурт-хуралтăна çулленех юсаса-çĕнетсе тăмалла. Строительство материалĕн хакĕ вара пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пырать.

- Уйри пай çĕрне сухаласа, акса-лартса тупăш илме мар, çурт çумĕнчи пахчана шуратма та йывăрланса пырать, - теççĕ ял çыннисем. - Трактор-плуг мар, лаша та тытайми пултăмăр. Тимĕр “учĕ” çаврăнăçуллисен, колхоз-совхоз саланнă чухне йÿнĕпех майлаштарма ĕлкĕрнисен, пур-ха. Анчах тракторист пĕр сотăй çĕре сухаланăшăн та тире сĕвет.

Ăна та ăнланма пулать-ха. Çунтармалли-сĕрмелли материал хаклă пулни, техника çĕмĕрĕлсе-ванса тăни хытах шухăшлаттарать. Юсама вара мĕн чухлĕ саппас пай туянмалла? Пин-пин тенкĕ те çитес çук. “Тупăш пирки мĕн шухăшламалли”, - кулянса пуçне ухрĕ шыв ăсма тухнă В.Гаврилов пенсионер. Ун шухăшĕпе çăл тавра пухăннă пур çын та килĕшрĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухнисем çеç мар, вăтам çултисем те уйри çĕрпе кил çумĕнчи пахчана пысăк тертпе шуратаççĕ. Тислĕк тăкманран аран-аран сывлать вăл, тухăçне çулсерен чакарать. Туяççĕ çакна çамрăксем, çавăнпа ялта ĕçлесшĕнех мар.

- Халăх сурать - кÿлĕ пулать, пĕччен сурать - типсех пырать, - ваттисен сăмахне аса илчĕ тăхăр вуннăран иртнĕ К.Леонтьева. - Йышпа вăй хунине нимĕн те çитмĕ.

Уйра лаптăксене ял çыннисене валеçнĕ хыççăн юлнă анана тата хуçисем сухаламан-акман çĕре те “А и Ко” тулли мар яваплă общество сухалать, тыр-пул çитĕнтерет. Анчах - çул сиктерсе çеç. Акман çул ана çинче пиçен те мăян, хурхух та утмăл турат ашкăрать. Пĕрлĕх пуçлăхĕ В.Васильев им-çам хывса хăйне тăкак кÿресшĕн мар. Çум курăкĕ çитĕнтерни, хура пусă тытни çĕре кантарни марах. Ял çыннисене пай çĕрĕшĕн тырă пани вара - аван.

Çĕр-анне. Çапла юратса хисепленĕ чăваш хăйне тăрантаракан анана. Амăшĕ ачисене пурне те пĕр пек пăхать, ырлăхĕ те кашнине пĕрешкел тивĕçет. Ватăлсан та хăпмаççĕ ун çумĕнчен чун тĕпренчĕкĕсем, вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Çĕре те аннене хисепленĕ-юратнă пекех тăрăшса пăхасчĕ. Çанă тавăрса ĕçлени ырă çимĕçпе таврăнĕ. Ĕлĕкех çапла пулнă.

 



"Хыпар"
05 февраля 2009
00:00
Поделиться
;