Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ăшшăн аса илĕç...

Филипп Лукин... Çак ят Раççей культурин юрă тĕнчинче Тихон Хренников, Серафим Туликов, Анатолий Новиков, Александра Пахмутова ячĕсемпе юнашар. Хăйĕн ĕмĕрĕнче Филипп Миронович сакăр çĕр ытла юрă çырнă.

Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Филипп Лукин пурнăçран уйрăлса кайнăранпа 15 çул çитет. Красноармейски районĕнчи Чатукассинчи культура çуртĕнчи Филипп Лукинăн музейĕн алăкĕ çав кун яр уçă пулĕ. Унта хăнасем пуçтарăнĕç, композитора аса илĕç... Музей çĕнĕ экспонатсемпе те пуянланĕ. Александр Яковлевпа Юрий Сементер пухса хатĕрленĕ “Виçĕ хĕлĕх”, Ăсан Уçăпĕн “Вăйăран - вăкăр” çĕнĕ кĕнекисем те вырăн тупаççех унта. Сăмах май, пĕлтĕр Ф.Лукинăн ĕçне-хĕлне çутатакан кĕнеке кун çути курнă. Ăна искусствоведени докторĕ Михаил Кондратьев пухса хатĕрленĕ.



"Хыпар"
22 января 2009
00:00
Поделиться
;