Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

АЛĂРА ĔÇ ВĔРЕМЕСЕН ХУРАНТА ЯШКА ТА ВĔРЕМĔ

АЛĂРА ĔÇ ВĔРЕМЕСЕН ХУРАНТА ЯШКА ТА ВĔРЕМĔ

Çак кунсенче Красноармейски салинчи “Çĕнтерÿ: 30 çул” урамра, 16-мĕш çуртра вырнаçнă “Таябинка” агрофирмăра пулма тÿр килчĕ. Унăн директорĕ А.П.Афанасьев пире ăш пиллĕн кĕтсе илчĕ. “Тин кăна отпускран тухрăм, кăмăлăм аван”, - терĕ вăл. Эпир агрофирма Çĕнĕ çула мĕнле çитĕнÿсемпе кĕтсе илнипе кăсăклантăмăр. “Кăçалхи тухăç начар мар пулчĕ. Тĕш тырă гектартан 28,2, çĕр улми 275,5 центнер тухрĕ. Тĕш тырă лаптăкĕсене чылай ÿстертĕмĕр. Пĕлтĕр 1070 гектар çинче тыр-пул çитĕнтернĕ пулсан кăçал 1755 гектара çитертĕмĕр”, - каласа парать Александр Петрович.

“Таябинка” агрофирмăра тыр-пул, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, сысна самăртаççĕ. Хуçалăха Комсомольски районĕнчи Хирти Мăнтăрта çуралса ÿснĕ Александр Петрович Афанасьев 2004 çултанпа ертсе пырать. Агрофирмăра çĕнĕ технологисемпе усă курса ĕçлеççĕ, пурнăç таппипе пĕр шайра пыраççĕ, ял хуçалăхĕнчи чи вăйлă специалистсене хăйсен ĕçне явăçтараççĕ.

Кунта пурĕ 60 яхăн çын вăй хурать: çав шутра 2 агроном, 2 зоотехник, ветеринари службинче тата бухгалтерире 3-шер çын, электрикпа инженер, 7 тракторист, 7 водитель, сысна пăхакансем.

Кăçал агрофирмăра сысна шутне 4100 çитернĕ. Директор çумĕ Нина Петрова та пирĕн калаçăва хутшăнчĕ. Нина Александровна пĕлтернĕ тăрăх, выльăхсене 25 яхăн çын пăхать. Кунта 1000 ытла самăртмалли сысна, 420 сысна ами. Çулталăкне пĕр сысна аминчен 16 çура илеççĕ. Çамрăк выльăхсем кунсерен 650г ÿт хушса пыраççĕ.

Сысна витисене те кĕрсе куртăмăр. Вĕсенче таса, ăшă. Витесене çут çанталăк газĕпе ăшăтаççĕ. “Пирĕн фермăра ĕçлеме условисем питĕ лайăх. Ятарлă тум параççĕ. Ирхине киле машинăпа пырса илеççĕ, каçхине леçеççĕ. Хамăр столовăйра вĕри апат çитереççĕ. Ĕç хыççăн çăвăнма душ та пур”, - каласа парать Нина Александровна.

Кăçал кунта сыснасем валли апат хатĕрлемелли çĕнĕ цех хута янă. Унта 5 тĕрлĕ апат янтăлаççĕ. Типĕ апата тĕрлĕ витамин хушаççĕ. Асăннă цехра вăй хуракан Сергей Ивановпа Александр Яковлев кунне 8т апат кăлараççĕ. Ăна хăйсемех валеçеççĕ. Нина Александровна каланă тăрăх, сысна пăхакансем пурте маттур. “Алăра ĕç вĕремесен хуранта яшка та вĕремĕ”, - тенине асрах тытатпăр. Май пуррипе усă курса Зоя Антоновăна, Светлана Черновăна, Елена Михайловăна, Розăпа Рая Ивановăсене, Валентина Макаровăна, Валентина Павловăна, Светлана Ивановăна лайăх ĕçленĕшĕн тав тăватăп”, - терĕ директор çумĕ.

“Таябинка” агрофирмăн ферминче тĕрлĕ ăратлă сысна усраççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринчен тĕсĕпе те уйрăлса тăраççĕ иккен. Пире шурă, хăмăр, хура, хĕрлĕрех тĕслĕ сыснасене курма тÿр килчĕ. Эпир пынă чухне фермăра шăпчĕ, тутлă апат хыççăн сыснасем канатчĕç. Анчах пирĕн фотокорреспондент ыйтнипе сысна пăхакансем апат валеçекен урапана тĕртме пуçласан витере шăв-шав çĕкленчĕ. Сыснасем пĕринчен тепри вăйлăрах нăриклетме пикенчĕç. Çакнашкал “концерта” кашни кунах кураççĕ вĕсем.

Самăртнă сыснасене агрофирма Вăрнарти аш-какай комбинатне ăсатать.

 



"Хыпар"
24 декабря 2008
00:00
Поделиться
;