Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ТАВАР ТУЯНАКАН КĂМĂЛЛĂ

Красноармейски райповĕ Чăвашпотребсоюз тытăмне кĕрекен коллективсен йышĕнче - ăнăçлă ĕçлекенсенчен пĕри. Производство кăтартăвĕсемпе кăçалхи II-III кварталсенче вăл республикăра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Пĕрремĕш кварталта вара Раççейри потребительсен союзĕсен хушшинче виççĕмĕш пулнă. Çакăнта, паллах, райпо Канашĕн председателĕн Альбина Ильинична Дмитриевăн тÿпи пысăк. Вăл ертсе пынипе туслă коллектив аталану çулĕпе çирĕппĕн утать, тавар туянакансен кăмăлне тивĕçтерессишĕн куллен тăрăшать.

Надежда Россейкина тĕп экономист палăртнă тăрăх, райпо тĕллевсене уйăхсерен ăнăçлă тултарса пырать. Кăçалхи вун пĕр уйăхри ÿсĕмсем савăнтараççĕ - пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăш планне 20,4 процент ирттерсе пурнăçланă. Хатĕрлевçĕсем плана - 3,2, общество апатланăвĕнче вăй хуракансем - 12,3, çăкăр пĕçерекенсем 16,9 процент ытларах тултарнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан та çитĕнÿсем сумлă пулни тÿрех сисĕнет.

“Лавккасем кал-кал ĕçленĕ май сутуçăсен шалăвĕ ÿсет. Кунсăр пуçне çынсене хавхалантарса пыратпăр - çулталăк кăтартăвĕпе вун виççĕмĕш ĕç укçи тÿлетпĕр, - тет Эльвира Петрова тĕп бухгалтер. - Именкассинчи В.Михайлова ертсе пыракан лавкка коллективĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Çынсене куллен кирлĕ таварпа тивĕçтернипе пĕрлех хатĕрлев ĕçне хастар хутшăнаççĕ сутуçăсем: сĕт, эмел курăкĕ йышăнаççĕ. Кăçал коллектив хатĕрлев пункчĕсенчен чи лайăххин ятне илчĕ”.

Райпо тытăмĕнчи 52 лавккаран 46-шĕ - ялсенче. Чылайăшĕнче ассортимент яланах пысăк. Алманч лавкки, сăмахран, куллен кирлĕ таварсăр пуçне строительство материалĕпе сутă тăвать, сĕтел-пукан туянас текенсенчен заявка йышăнать. Мăн Шетмĕ, Сурăмхĕрри, Пикшик лавккисене халăх уйрăмах кăмăлласа çÿрет. Сутуçисем ăш пиллĕ, ыйтăва кирек хăçан та вăхăтра, пахалăхлă тивĕçтереççĕ.

Райпо тытăмĕ суту-илÿрен çеç тăмасть. Общество апатланăвĕ, çăкăр-булка, макарон, кондитер изделийĕсем хатĕрлесси, сĕт, аш-какай, эмел курăкĕ, тĕрлĕ чĕр тавар сутăн илесси те унтах кĕреççĕ. Рынок тапхăрĕнче суту-илĕве аталантарас енĕпе чылай çитменлĕхпе тĕл пулма тивнĕ райпора вăй хуракансен. Туслă коллектив вĕсене çĕнтерсе çĕнĕлле ĕçлеме хăнăхса пынă. Тĕслĕхшĕн çăкăр комбинатнех илĕпĕр. Людмила Соколова директор каланă тăрăх, унта вăй хуракан 56 çынран кашниех çĕнĕлле ĕçлеме хăнăхса çитнĕ. Кăçал коллектив продукци ассортиментне татах анлăлатрĕ, кексăн, батонăн, çăкăр-булка, кондитер изделийĕсен çĕнĕ сорчĕсене кăларма тытăнчĕ.

Çĕнĕ йышши оборудовани /унăн хакĕ - 500 пин тенкĕ/ вырнаçтарнипе çăкăр пĕçерекенсем уйрăмах кăмăллă: ĕç тухăçлăхĕ палăрмаллах хăпарчĕ, пахалăх ÿсрĕ, условисем чылай çăмăлланчĕç. 7 ăста уйăхсерен 7-8 тонна кондитер çимĕçĕ пĕçерсе кăларать халĕ.

Хатĕр продукци районти лавккасене кăна мар, хуларисене те ăсанать.

“Суту-илĕвĕн çĕнĕ меслечĕсенчен пĕри - тавар туянакана хăйне кирлĕ япалана суйласа илме май туса парасси. Çакна тĕпе хурса уйрăм лавккасене самообслуживани йĕрки çине куçартăмăр. Çитес çулхи I кварталта тата 4-шĕн ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме шухăшлатпăр, - тет райпо правленийĕн председателĕ Зоя Артемьева. - Çакă тавар çаврăнăшне ÿстерме, çынсен ыйтăвне тивĕçтерессине лайăхлатма пулăшать.

Лавккасăр ялсене эрнере пĕр хут автолавка çÿрететпĕр. Суту-илÿ культурине ÿстерессине тивĕçлипе хаклатпăр, сутуçăсен ĕлĕкхилле ĕçлеме юраманнине тĕпе хурса вĕсен ăсталăхне пуянлатмалли тĕрлĕ майпа усă куратпăр. Чăвашпотребсоюз йĕркеленĕ ятарлă курсра кăçал 4-ăн квалификацие ÿстерчĕç”.

Кадр ыйтăвне ăнăçлă татса панă. Тухăçлă ĕçлеме, пултарулăха аталантарма, харпăр хăй пурнăçне йĕркелесе яма ертÿçĕсем тивĕçлĕ услови туса панă. 300 çынлă туслă йыш ырлăх-пурлăха куллен курать-туять. Çавăнпах пулĕ ĕçлес хастарлăх кашнинех тапса тăрать.

2009 çулта райпо çитĕнĕвĕсем тата сумлăрах пуласси пĕрре те иккĕлентермест.

 



"Хыпар"
22 декабря 2008
00:00
Поделиться
;