Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ВĔРЕННИ ÇĂКĂР ЫЙТМАСТЬ

ВĔРЕНĔР, унсăрăн пурăнма йывăр”, - тетчĕ мĕн пĕчĕкрен пире атте, ĕçрен ĕшенсе таврăннă май. Электроаппаратура заводĕнче 21 çул грузчикра вăй хучĕ вăл. Çывăх çын каланине хăлхана чикмесĕр тăрайман эпир. Икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрне аслă пĕлÿ парсан питĕ савăнчĕ хăй.

Вăрçăччен çуралнисене шкулта вĕренсе лармах майĕ пулман çав. Хаяр вăхăт, выçă хырăм, начар çи-пуç, сивĕ пÿлĕм урăххи çинчен шухăшлаттарнă. Апла пулин те çичĕ теçетке урлă каçнă аттем шкул вăхăтне ырăпа аса илет, пĕрремĕш учительне чĕререн тав тăвать.

Вĕрентÿре 35 çул ытла вăй хунă Нина Васильева Красноармейски районĕнчи Пикшик ялĕнче пурăнать. Çулне кура мар, яштака пÿллĕ, уçă сасăллă вăл. Аттене кăна мар, çулсем иртсен мана та пĕлÿ тĕнчине пĕрремĕш утăмсем тума пулăшаканĕ Нина Андреевнах пулчĕ. Пуçламăш класс ачисене вĕрентме йывăр та кăткăс. Парта хушшинчи 25 шăпăрланшăн вăл иккĕмĕш анне пулса тăчĕ. Доска умне тăрса ăнлантарни, тăхтав вăхăтĕнче ун сĕтелĕ патĕнче ачасем кĕпĕрленсе тăни халĕ те куç умĕнчех. Пушă вăхăтра хутла вĕренес ĕçе вăйă йĕркипе хамăр малалла тăсаттăмăр. Кашниех Нина Андреевна евĕр доска умне тăрасшăнччĕ. Пысăк та туслă çемье тилхепине учителĕмĕр пĕлсе тытса пынă çав. Начар вĕренекен пирĕн хушăмăрта çукчĕ. Юлташăмсенчен чылайăшĕ ÿссе çитсен тухтăр, учитель, космонавт пуласшăнччĕ. Шухă ачалăх, çамрăклăх хыçă юлчĕ. Çамрăк ăрăва пĕлÿ парас ĕçре хамăн та 20 çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Апла пулин те Нина Андреевна умĕнче халĕ те хама ача вырăнĕнчех туятăп. Унпа тĕл пулнă кашни самантшăн хĕпĕртетĕп. Калаçмалли, аса илмелли вара питĕ нумай.

...Çĕрпÿ районĕнчи Чăрăш Туçа ялĕнчи Варвара Алексеевнăпа Андрей Иванович 3 хĕрпе 3 ывăл пăхса ÿстернĕ. Çемье пуçĕ учитель пулнăран ачисене хутла вĕрентес тесе тăрăшнă. Каярахпа Мария, Семен, Нина, Татьяна вĕрентекен профессине суйласа илнĕ. Леонид - лесничи, Аркади врач пулнă. Вăрçă чарăннă çул Нина, вăн тăххăрти хĕр, хăйĕн пархатарлă ĕçĕн çулне Красноармейски районĕнчи Карай шкулĕнче пуçланă. Тепĕр çултан салтакран таврăннă Нестерпа çемье çавăрнă учительница, Ямайкасси шкулĕн çулне такăрлатма пуçланă. Тивĕçлĕ канăва кайичченех çакăнта тăрăшнă вăл.

- Мĕнле кăна ĕлкĕрнĕ-ши? - тет халĕ Нина Андреевна. - Биологи вĕрентнĕ май ачасемпе йывăç нумай лартаттăмăр. Сăнав лаптăкĕнче ĕçлеттĕмĕр. Яланах халăх хушшинче пулнă. Хĕрарăмсен канашĕнче тăнă, суйлав комиссийĕн секретарĕн ĕçне туса пынă... Çав вăхăтрах хамăн 8 ачана пăхса ÿстерсе тĕрĕс воспитани панă. Вĕсенчен тăваттăшĕ пурнăçне шкулпа çыхăнтарчĕ. Çапла ĕмĕр иртнине те сисеймерĕм. 82 çула çитрĕм. Ывăл-хĕрпе, мăнуксемпе, вĕсен ачисемпе савăнатăп. Мăшăрăмпа иксĕмĕр шăкăлтатса пурăнатпăр. Выльăх-чĕрлĕх тытатпăр.

Анчах та эпĕ, тимлĕ итлесе лараканскер, юратнă вĕрентекенĕме тем пăшăрхантарнине туйса тăратăп. Пур иккен педагогика ветеранĕн чунне кăшлаканни. Нумай çул каялла ачасем лартнă йывăçсене çынсем касма пуçлани канăçсăрлантарать. Паянхи çамрăксем вĕренĕве тивĕçлипе хакламаннине сисет аслă ăру çынни. Аттестата, диплома укçалла туянас текенсем йышланса пыни те йĕркеллĕ япала мар. Ун шухăшĕпе, вĕренни çăкăр ыйтмасть. Пĕлÿ илнĕ çын пурнăçра хăйĕн вырăнне тупатех.

Н.В.Васильевăна хăй вĕрентнĕ ачасем манмаççĕ. Уяв саламĕсемпе, парнесемпе, чечек çыххисемпе савăнтараççĕ. Ырă та ăшă сăмах калани, сывлăх сунни пуринчен те паха

 



"Хыпар"
29 октября 2008
00:00
Поделиться
;