Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ФЕДЕРАЦИ ШАЙĔНЧЕ ТУПĂШĔÇ

“25 çул хам кăмăлланă ĕç ытамĕнче эпĕ. Ача-пăча тренерĕсене тинех асăрхарĕç, апла тăк вĕсен шучĕ ÿсмеллех. “Единая Россия” партин регион уйрăмне пысăк тав”, - терĕ асăннă партин “Çĕршыври чи лайăх ача-пăча тренерĕ” проекчĕн çĕнтерÿçи Владимир Григорьев хăйне çак ятпа чысланă чухне. Вăл - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ. Красноармейски районĕнчи Упи ялĕнче вырнаçнă воспитанин хупă учрежденийĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен тренерĕ. Çул çитмен, саккун “картишĕнчен” тухнă ачасемпе ĕçлеме çăмăл маррине пытармасть, вĕсен кăмăлĕ патне те “çул хывма” май пуррине çирĕплетет халĕ çеç “Йывăрлăхсене çĕнтернĕшĕн” номинацире мала тухнă Владимир Николаевич.

Шупашкар хулинчи ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче иртнĕ чыславра “Единая Россия” политика партийĕ ирттернĕ конкурсăн 8 лауреачĕ партин регион уйрăмĕн наградине илчĕ çав кун: ятарлă Диплом тата укçан преми. Пĕрремĕш вырăншăн - 10 пин, иккĕмĕшĕшĕн - 5 пин тенкĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пĕрремĕш спорт шкулĕнчи 25 çулти Екатерина Питимирова - “Республикăри чи лайăх ача-пăча тренерĕ”, Улатăр хулинчи ачасен “Волга” футбол командине йĕркеленĕ Надежда Попова “Халăх тренерĕ” хисеплĕ ятлă пулса тăнă. Çакна çирĕплетекен дипломсене вĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, партин регион политканашĕн секретарĕн çумĕ Юрий Кислов панă.

Проектăн тĕп номинацийĕнче - “Чемпион тренерĕ” - Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР, Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен виççĕмĕш ятарлă спорт шкулĕн çăмăл атлетика уйрăмĕн тренер-преподавателĕ Михаил Кузнецов тивĕçнĕ. Иккĕмĕш степень Дипломпа Раççей, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне, “Спартак” ДЮСШ тренер-преподавательне Алексей Рыбакова чысланă. Парти проекчĕн чи хисеплĕ номинацийĕнче - “Шкулти тренер” - Шупашкар районĕнчи Тренккассинчи тата Çĕмĕрле районĕнчи Турханти вăтам шкулсенчи физкультура учителĕсем Михаил Яковлевпа Галина Улисова çĕнтернĕ. Партин регион ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Галина Николаева пĕлтернĕ тăрăх, лауреатсем конкурсăн федераци тапхăрне хутшăнаççĕ. Чыслав каçне хутшăннисем регион çĕнтерÿçисене унта та малтисем пулма ырă суннă.

 



"Хыпар"
23 октября 2008
00:00
Поделиться
;