Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ЧУПУ РЕКОРДНЕ ÇĔНЕТНĔ

ЮПА уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски районĕнче йăлана кĕнĕ “Упи-Красноармейски” чупу иртнĕ.

Чупăва хутшăнакансене Красноармейски район администраци пуçлăхĕ Станислав Николаев тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Станислав Егоров саламланă. Çак ăмăрту Красноармейскисемшĕн чăн-чăн уяв. Çак кун ачасемпе çамрăксем кăна мар, çитĕннисем те Кивĕ Йĕкĕтрен пуçласа Красноармейски салине çитиччен чупаççĕ. Асăннă дистанци 3900 метрпа танлашать.

Ăмăртура Эдуард Краснов /Пикшик шкулĕнчен/ уйрăмах палăрнă. Вăл дистанцие 12,15 минутра чупса тухса асăннă чупăвăн рекордне çĕнетнĕ. Çавăн пекех Мария Алексеева /Чатук шкулĕ/, Людмила Кузьмина /Чăваш ял хуçалăх академийĕн студентки/, Надежда Димитриева /Карай/, Алексей Данилов /Пикшик/, ял администраци пуçлăхĕ/, Светлана Данилова /Пикшик/, Юрий Ефремов /Упи/, Анатолий Сидоров /Трак гимназийĕ/ финиша ыттисенчен маларах çитнĕ.

 



"Хыпар"
23 октября 2008
00:00
Поделиться
;