Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ВĔСЕНЧЕН ВĔРЕНМЕЛЛИ ПУР

 

МĂН Шетмĕ ял тăрахĕ  - районта чи пысăккисенчен пĕри. 13 яла пĕрлештерет вал. Çавăнпах ĕçĕ  те нумайрах. Депутатсемпе, ял старостисемпе, хĕрарăмсен тата ветерансен вырăнти канашĕсемпе, обществăн ытти йĕркепенĕвĕ-пĕрлĕхĕпе тача çыхăну пулмасан тĕрлĕ  ыйтăва татма йывăртарах. Ял тăрăхĕн администрацийĕ  районта шăпах çак тĕлĕшпе тĕревли пулса тарать те ĕнтĕ. Кунта вай хуракансем хайсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарма çак кунсенче ĕçтешĕсене - ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсене Мăн Шетмĕне йыхравларĕç. Хăнасем малтанах ял тăрахĕнчи ĕçлĕ  хутсемпе паллашрĕç, П. Николаева специалист вĕсене епле çырса хатĕрлени пирки тĕплĕн каласа катартрĕ.

Семинар-канашлăва ялти кану центрĕнче малалла тăснă май, район пуçлăхĕ  С.Николаев вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас çĕре халăха анлăн явăçтарас тĕлĕшпе депутатсемпе ял старостисен пĕлтерĕшĕ  чăннипех те пысăккине, Мăн Шетмĕ  тăрăхĕнче вĕсем ку ĕçе сумлă тÿпе хывнине, ыттисен çак ял тăрăхĕн администрацийĕнчен тĕслĕх илмелли пуррине палăртса хăварчĕ. Ста­нислав Андреевич кунпа пĕрлех хастар ĕçшĕн ялти тĕслĕх вулавăшăн библиотекарьне Л.Васильевăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ .

Ял тарахĕн пуçлахĕ  А.Федоров вы­рăнти депутатсемпе, ял старостисемпе, общество пĕрлешĕвĕсемпе таччăн çыхăнса ĕçлеме пултарнин вăрттăнлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ, сĕнÿсем пачĕ. Тулли мар яваплă "Шатьма" пĕрлешÿ агрономĕ Г.Власова, Калава ял старости А.Андре­ев, ял тăрăхĕн депутачĕ  В. Васильев, ветерансен выранти канашĕн ертÿçи И.Ильин хăйсен пуçлахĕн сăмахне татах та пуянлатрĕç.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем чечексемпе пахча çимĕç куравĕпе та паллашрĕç, ку тăрăхри артистсен пултарулăхне те курса саванчĕç.

 

 

 



"Хыпар"
22 октября 2008
00:00
Поделиться
;