Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Физкультура вĕрентекенĕсем канашларĕç

 

 

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче  Красноармейски район администрацийĕн акт залĕнче физкультурăпа спорт активĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта асăннă районти физкультура шкулĕсен тренĕрĕсем хутшăннă. Шкул ачисен хушшинче республикăри тата районти спартакиадăсене, çавăн пекех «Упи – Красноармейски» кĕрхи  чупăва ирттерес ыйтусене пăхса тухнă. Ларура спорт шкулĕн директорĕ Н. С. Антонов, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Д. Голубев, физкультурăпа спорт, çамрăксен ĕçĕсен секторĕн пуçлăхĕ А. Н. Лебедев, «Вольник» спорт клубĕн председатĕлĕ А. Н. Григорьев тухса калаçнă, физкультурăпа спорт ĕçне аталантарма сĕнÿсем панă.

 



"Хыпар"
17 октября 2008
00:00
Поделиться
;