Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ЯЛ РАЙОНĔСЕН ТАТСА ПАМАЛЛИ ЫЙТУ НУМАЙ

Чăваш Республикин “Чăваш Республикин 2009 çулхи тата планпа пăхнă 2010 тата 2011 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен” саккун проекчĕ тăрăх пĕтĕм халăх итлевне ирттернĕ, сессире ăна пĕрремĕш вулавпа йышăннă, çитес вăхăтра иккĕмĕш вулавпа йышăнаççĕ. Проекта Патшалăх Канашĕн мĕн пур комитетĕнче, депутатсен “Единая Россия” фракцийĕнче сÿтсе явнă. Ун чухне сĕнÿ чылай пулнă, халĕ вĕсене пĕтĕмлетеççĕ. Муниципалитет тăрăхĕсен представителĕсем те проекта хушса çырма чылай сĕнÿ панă. Сăмах - вĕсене.

Станислав Николаев, Красноармейски район администраци пуçлăхĕ:

- Юлашки вăхăтра муниципалитет тăрăхĕн аталанăвне тĕрĕс тата конкретлă палăртма тытăннă. Республика бюджетĕнчен районсен нуши валли укçа-тенкĕ çуллен ытларах уйăраççĕ. Сăмахран, Красноармейски районĕнчи вăрçă ветеранĕсене тата йышлă çемьери ачасене социаллă пулăшу пама 2009 çулта, 2008 çултипе танлаштарсан, укçа-тенкĕ чылай ытларах уйăрма палăртнă. Çапла вара бюджет проекчĕ çынна социаллă пулăшу парассине малашне татах анлăлатма палăртать. Тăлăх ачасене хваттерпе тивĕçтерме район бюджечĕ те малтан палăртнинчен ытларах укçа-тенкĕ уйăрать. Çакă муниципалитет бюджетĕнче тупăш ытларах пухăннипе çыхăннă.

Районăн харпăр хăй тупăшĕ 2005 çулхипе танлаштарсан 11 процент ÿсрĕ. Экономика вырăнта тăмасть, малалла аталанать.

Пирĕн производствăра ĕç тухăçлăхне ÿстерсе дотаци илессине чакарма, харпăр хăй тупăшне татах ÿстерме тăрăшмалла. Кашни çын пуçне тивекен тупăша ÿстермесен район умĕнче тăракан тĕллевсене пурнăçлама çук.

Ял районĕн çивĕч ыйту нумай. Куçман пурлăхшăн тÿлемелли налука илсе пăхар. Кăçал тата çитес çулсенче ку хисеп уйрăмах пысăк. Ку усă курман çурт-йĕре те пырса тивет. Районта икĕ хутлă шкул çурчĕпе усă курмаççĕ. Налук тÿлетпĕр. Ыйтăва татса памаллах. Ялти çамрăк çемьесене çурт-йĕр тума ял тăрăхĕсен пулăшмалла. Анчах вĕсен укçа-тенкĕ сахал. Район бюджетĕнчен уйăрма тивет.

Пирĕн район больницине 1980 çулта хута янă. Анчах унăн апат-çимĕç блокĕ пулман. Проект докуменчĕсем пур. Ытти ыйтăва татса панă. Асăннă объекта республика тĕллевлĕ программине кĕртсен районшăн пысăк пулăшу пулĕччĕ.

 

 



"Хыпар"
24 сентября 2008
00:00
Поделиться
;