Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ХУСАКАССИНЧЕ ХУСАХ НУМАЙ...

Паянхи чăваш ялĕсенче хусах нумаййи никамшăн та вăрттăнлăх мар. Мĕнле пурăнаççĕ вĕсем? Вăхăта еплерех ирттереççĕ? Вĕсене мĕнле те пулсан пулăшма /тĕрĕсрех, авлантарма/ май пур-и? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупас тесе эпир ниçта та мар, Хусакассине çул тытрăмăр. Çапла, пур çакăн пек ял Красноармейски районĕнче.

Хусакасси хусахĕсемпе паллаштарма пуçличчен пĕр ыйтăва уçăмлатар. Миçе çулти авланман каччăна хусах шутне кĕртмелле-ха? Ман шухăшпа, виçĕ теçеткене хыçа хăварнисене хусахсем темелле. Красноармейски районĕнчи кашни ялтах пур вĕсем. Уйрăмах Кайри Карăк хусахсенчен пуян-мĕн. Мăн Шетмĕпе Çавал юхан шывĕсем пĕрлешнĕ, çырмаллă вырăнта ларать Хусакасси. 70 хуçалăхлă, виçĕ урамлă ял вăл. Яла кĕрсенех эпир çирĕм саккăрти Саша Ивановпа паллашрăмăр. Хамăр Елчĕк районĕнчи Арăмкассинчен Хусакассине хусах шырама килни çинчен шахвăртса каларăмăр. Тĕлĕнмелле те, Саша çакна ĕненчĕ. “Елчĕк ытла инçетре”, - текелерĕ. Апла пулин те ялта 30-40 хусах пуррине пытармарĕ. Маларах кайса çакна та пĕлтерем: Хусакассинче пурĕ миçе хусахне никам та тĕп-тĕрĕс калаймарĕ. Вĕсене никам та ятарласа шутламан-мĕн. Трак тăрăхĕнче тата пурĕ миçе хусах-ши? Ку ыйтăва та уçăмлатма çук иккен, мĕншĕн тесен ял администрацийĕсенче кун пек кăтартусем çук.

Саша пире хусахсем маларах пуçтарăннă вырăна - ял клубне кĕрсе курма сĕнчĕ. Клубран, тĕрĕссипе, ячĕ кăна юлнă. Икĕ пайран тăракан клубăн малти пÿлĕмне йăлт ишсе пĕтернĕ, урай хăмисене вистенĕ, кăмакине çĕмĕрнĕ. Сцена пулнă пÿлĕмре те йĕркесĕрлĕхпе тирпейсĕрлĕх хуçаланть... Ялти клуб 3-4 çул ĕçлемест иккен. Саша Иванов пĕлтернĕ тăрăх, ялти çамрăксемпе хусахсем çуллахи вăхăтра урамрах пухăнаççĕ, пĕрене çинче лараççĕ е шашлăка каяççĕ.

Тĕлĕнмелле те, анчах Хусакассинче паян пĕр хĕр те çук. Пурте хулана çул тытнă.

Çурчĕ умĕнчи сак çинче ларакан Агреппина Федотовна Федотова пирĕн хĕр фотокорреспондента куçларĕ: “Ах сана Крышук Ленькине тупса парасчĕ”, - терĕ. Сăмах май, Хусакассинче пĕрешкел ятлă çынсем нумай-мĕн. Çавăнпа та кашнийĕнех хушма ят пур. Агреппина Федотовна та ялта 30-40 хусах иккенне çирĕплетрĕ. Вĕсенчен чи ватти утмăла та çывхарать терĕ. Кинемее хусахсем эрех ĕçни пăшăрхантарать. Çак сăлтава пула юлашки çулсенче чылай хусах çĕре кĕнĕ-мĕн.

Агреппина Федотовна пире хусахсемпе паллаштарма, тĕл пултарма килĕшрĕ. Кÿршĕре пурăнаканни, Леня ятли, хулана кайнă-мĕн. Вĕсенчен çÿлерехре пĕччен пурăнакан Слава патне кайрăмăр. Анчах вăл алăка темле шаккасан та уçмарĕ. “Счетчик тĕрĕслеме килнĕ тесе уçма шикленет ĕнтĕ”, - терĕç урампа иртекен хĕрарăмсем. Хусах килне газ кĕртмен-мĕн, хушăран электричествăпа усă курать.

Ял мĕншĕн Хусакасси ятлă пулнипе те кăсăклантăмăр. Вăл “хусах” сăмахпа чăнласах çыхăннă-мĕн. 200 çул каярах Çавалпа Мăн Шетмĕ пĕрлешнĕ вырăнта пĕр хĕрарăм пурăннă. Ял çумĕпе Çĕрпĕве урапапа иртсе çÿрекен çынсем кам пурăнать унта тесе интересленнĕ. Пĕлекенсем: “Хусах хĕрарăм”, - тесе хуравланă. Çапла Хусакасси пулса кайнă теççĕ. Мĕншĕн хусах хĕрарăм-ха? “Арçын пĕччен пурăнаймасть, хĕрарăм пултарать”, - хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç ял çыннисем.

Хусакассинчи Валентина Владимировна Федорова та кин кĕртме ĕмĕтленет. Пĕрре кăна мар, иккĕ те. Вăтăр тăххăрти Сергейпа вăтăрти Женя çемье çавăрайман-ха. Амăшĕ каланă тăрăх, ывăлĕсем иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ, эрех-сăрапа айкашмаççĕ. “Апла мĕншĕн авланман-ши вĕсем?” - ирĕксĕрех çуралчĕ ыйту. “Сергей питĕ вăтанчăк каччă. Женя аплах мар-ха, аптăрамĕ”, - пытармарĕ Валентина Владимировна.

Эпир ялти чи “авторитетлă” хусахпа Леня Григорьевпа паллашас терĕмĕр. Крышук Леньки /ялта ăна çапла чĕнеççĕ/ Иваникассинче /К.Иванов урамĕнче/ кирпĕч çуртра пурăнать. Телее, вăл килтехчĕ. Юлташĕсемпе пĕрле çурта ăшă пăрăхĕ кĕртетчĕ.

Леня аллăсенелле çывхаракан арçын. Эрех-сăрапа иртĕнмест, сăпайлă. Кил-çурчĕ, лупас-сарайĕ тирпейлĕ. Эпир хусах пахчине те тухса куртăмăр. Унта тĕрлĕ чечек ытамне лекрĕмĕр... Ăш пиллĕ арçын пире хĕвел çаврăнăшпа, пан улмипе хăналарĕ, анчах хăй пирки каласа пама килĕшмерĕ. Юлташĕсем каланă тăрăх, вăтаннăранах çемье çавăрман вăл. Маларах чирлĕ ашшĕне пăхса пурăннă, каярах пĕр хушă хулара тĕпленнĕ. Унтан таврăнсан хуçалăха çĕнĕрен аталантарма пуçланă. Тусĕсем вăрттăн систернĕ тăрăх, Леня нимĕнле ĕçе те тиркемест, ĕне те хăех сăвать. Тата... ачасене питĕ юратать.

Яштака кĕлеткеллĕ, кăтра хура çÿçлĕ хусах хăйĕн Турă çырнине тĕл пуласса питĕ шанас килет паллах. Çапла пултăрччĕ те.

Ватă хусахсем пирки сăмах пуçарсан чылайăшĕ ыйтăва шÿте çавăрма тăрăшать. Тĕрĕссипе, хусахсем нумайланни демографи лару-тăрăвне те витĕм кÿрет. Çамрăк çемьесемсĕр, ача-пăчасăр ял илемлĕ мар. Статистика кăтартăвĕ тăрăх, пĕччен арçынсем çемьеллисемпе танлаштарсан вунă çула яхăн сахалрах пурăнаççĕ. Вĕсем “çуттине” те ытларах ĕçеççĕ.

Çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать: хусахсем “хĕр тупасчĕ, авланасчĕ” тесе нимĕнле татăклă утăм та тумаççĕ. Хаçат-журнала пĕлтерÿ памаççĕ, хĕр пăхма кÿршĕ ялсене çÿремеçç.

 



"Хыпар"
24 сентября 2008
00:00
Поделиться
;