Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Танăшри йывăç тусĕсем

Танăш пысăках мар. Ял тăрăхĕн специалисчĕ Светлана Петровна Гаврилова çирĕплетнĕ тăрăх, кунта 60 кил. Кил-çурчĕсем пĕри те тепри пăхса ăмсанмалла, илĕртÿллĕ те кампар кашниех. Çыннисем те тăрăшуллă иккен. Унпа пĕрлех ял илемĕшĕн, çут çанталăк ырлăхĕшĕн тăрăшакансем те килĕренех.

— Акă, санитарипе экологи уйăхлăхне ирттерессине ялта хапăлласах йышăнчĕç. Ленид Антонов механизатор, Владислав Гаврилов слесарь, Александр Андреев тата ыттисем те урама, çырма-çатра таврашне çулленех тĕрлĕрен йывăç-тĕмсемпе пуянлатаççĕ. Яла тирпей-илем кĕртмелли ĕç вĕсен кун йĕркинчен тухмасть, — тет Светлана Петровна.

Вăл ытти çынсем те вĕсенчен ырă тĕслĕх илессе çирĕп шанать.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
19 сентября 2008
00:00
Поделиться
;