Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ЫРĂ ĔÇĔН ÇИМĔÇĔ ТЕ ЫРĂ

Красноармейски районĕнче çул-йĕр сарас, юсаса тирпейлес енĕпе сахал мар тăрăшаççĕ. Санькасси ялне çитерекен çула, вырăнти çынсем каланă тăрăх, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенчех тума пуçланă. Вăл Якрав вăрманĕпе чукун çул урлă каçса Трак станцине çитмелле пулнă. Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Чурачăкра çĕр йĕркелÿçĕре ĕçленĕ Михаил Николаев ку тĕлĕшпе пуçару тукаланă, анчах ĕçе вĕçне çитереймен. Санькассисен ĕмĕчĕ халĕ тулнă: кăçал тинех яла асфальт çул сарнă. “Чăн-чăн пурнăç çулĕ ку пирĕншĕн”, - теççĕ ял çыннисем. Кашни эрнерех палăртнă вăхăтра ку çулпа Çĕрпÿ хулинчен автолавкка килет, ял-йыша тĕрлĕ таварпа тивĕçтерет. “Пурнăç çулĕ” куллен тыткаламалăх укçа-тенкĕ туса илме те май парать. Мĕнле-и? Ара, ял çынни килти хуçалăхра туса илекен продукцие сутсах кăшт-кашт тупăш илет-çке. Çумăр çăвать-и, юр-и - кирек мĕнле çанталăкра та - яла сĕт пухакан автомашина килсех тăрать. Халиччен чирлеме те “хăранă” Санькассисен ĕнтĕ питех пăшăрханмалли çук: “Васкавлă пулăшу” пăтăрмахсăрах çитĕ вырăна.

Мăн Шетмĕ хутлăхĕнче пурăнакансем те Чăваш Ен Президенчĕн Н.Федоровăн Указĕ хут çинче, сăмах шайĕнче çеç юлманнине хăйсем курса ĕненчĕç. Асăннă ял тăрăхĕнче 2008 çулта хытă сийлĕ автоçул тата хальхи йышши кĕпер тума 58 миллион тенкĕ /!/ тăкакланă. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче “Кушкă-Анаткас-Четрик-Кăлава” автоçул çинче çĕнĕ капмар кĕпер хута кайнă. Мăн Шетмĕ юхан шывĕ урлă хывнăскерĕн тăршшĕ - 47,2 метр. Район администрацийĕн ертÿçи С.А.Николаев “Чувашавтодор” патшалăх унитари предприятийĕн Çĕмĕрлери филиалĕн строителĕсем “пĕçерсе кăларнă çăкăрпа” кăмăллă, тепĕр тесен кĕпер тума ыйтса Станислав Андреевич пÿлĕмне Мăн Шетмĕ енчисем самай такăр сукмак хывнă-çке. Малтанласа йывăç кĕпер туса панă вĕсене. Ял çыннисене çырлахтарайман ку. Республикăра çул-йĕр тăвассипе тĕллевлĕн ĕçсем пуçлани лару-тăрăва лайăхлатма май панă та. Строительсен професси уявĕ тĕлне Четрик ялĕнче кĕтнĕ объект çĕкленнĕ. Халĕ ĕнтĕ район центрĕнчен аякра тĕпленнĕ Шетмĕ енсем тавран çÿреме пăрахнă.

 



"Хыпар"
15 сентября 2008
00:00
Поделиться
;