Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

«ЭПИР ТŸСНĔ НУШАНА МĂНУКСЕМ АН КУРЧЧĂР»

«ЭПИР ТŸСНĔ НУШАНА МĂНУКСЕМ АН КУРЧЧĂР»

Вĕсем - ултă ывăлпа пĕр хĕр - ытла та ир çемье тĕрекĕсĕр - ашшĕсĕр тăрса юлнă, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине ăша хывса пурăнаççĕ - кĕçĕн ывăлĕ Андрей тĕп килте йăх вучахне малалла ялкăштарать, физкультурăпа спорта каçса кайса юратаççĕ... Çемьесенчи пĕр пеклĕхе шырасан тата та тупма пулать-тĕр, анчах мана вăл мар, вĕсен çынлăхĕ чĕрене ларчĕ. Сăмахран, хăйсен призĕсене çĕнсе илессишĕн республика шайĕнчи йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне çулсерен ирттерсе вун-вун çамрăка савăнăç кÿреççĕ, пысăк спорта кĕме нимĕнпе виçейми хевте параççĕ. Унсăр пуçне ыттисене пулăшма та, тĕрлĕ акцие хутшăнма та мехел çитереççĕ. Калăпăр, чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕпе туслă çыхăну тытаççĕ, “Хыпар” ирттерекен мероприятирен нихăçан та пăрăнса юлмаççĕ. Районти шкулсемпе вулавăшсене хаçатăн 100 çулхи историне сăнлакан суперкĕнекепе тивĕçтерниех пысăк та пархатарлă пулăм. Кун пек çынсене халăхра “пысăк чĕреллĕ” теççĕ.

Вăхăт çитрĕ, калам: сăмахăм Красноармейски районĕнчи Çырмапуç Карайра çуралса ÿснĕ, Трак тăрăхĕнче çеç мар, республикипех ырă ят çĕнсе илнĕ Григорьевсем пирки.

Этем историйĕнчен паллă: пурнăç пахалăхĕсене ăша хывнă çын çеç çакăн пек ачасем çитĕнтерме пултарать. Красноармейски районĕнчи «Сельхозхими» предприяти генеральнăй директорĕ Валерий Германович Григорьев ăна лайăх ăнланать, амăшне Турă вырăннех хурать. “Пире вăл “ĕçрен ан хăрăр, эрех-сăрапа ан айкашăр, вăрă ĕçĕпе ан çыхланăр, çынна пулăшăр” тетчĕ. Тăватă ăнлава, пил панă пек каланăскере, пуçран кăлармасăр пăхăнса çитĕнтĕмĕр”, - тет юлташăм. “Айтуру йывăр пулнă аннепе аттене пире ура çине тăратма, тивĕçлĕ воспитани парса тĕрĕс çулпа илсе кайма. Самани саккăр, тамаши тăххăр пулнă-çке-ха иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче. Тем те курнă, тем те тÿснĕ вĕсем. Тÿрĕ пурăнни, йывăрлăхсем умĕнче алă усманни упранса юлма хăват панă чи çывăх çыннăмсене çав синкерлĕ вăхăтра”, - хушса хучĕ тата кăштахран.

“Пăтранчăк самана ай-вай хытă муталарĕ пирĕн çемьене. Ĕненес те килмест ахрат авăрĕнче епле çăлăнса юлнине, - терĕ эпир мĕн çăмăлпа килнине пĕлсен вăтам пÿллĕ, ăшă пит-куçлă, кĕçех сакăр теçеткене тăрлама хатĕрленекен Акулина Прокопьевна. - Пирĕн мĕн-ха, пысăк савăнăç-ха. Ĕнер каç кин хĕрача тупнă терĕç. Пульницара çĕн кайăклă пулнă... Эсир çил çинче ан тăрăр. Кĕрĕр, кĕрĕр çуллахи пÿрте. Çил хыпнипе çил чарăнмасть. Сивĕ çил паян, систермесĕрех пилĕке ярса илекенскер. Валерка, сĕтел хатĕрлер-ха... Сĕтелне туртарах лартар, тавралла вырнаçмалла пултăр”, - терĕ тараватлă хĕрарăм. “Анне, веç хатĕр пулать. Плита патĕнче те ан ăшталан. Апат-çимĕçе пĕрлех, Шупашкартанах илсе килтĕмĕр. Эсĕ лар, хăнасемпе сăмахла”, - амăшне хул пуççирен кăмăллăн çупăрласа илнĕ хыççăн сĕтел пуçне пукан лартрĕ Валерий Германович. “Вăт яланах çакнашкал - нимĕн те тутарасшăн мар. Манăн вара уни-куни тăвас килет. Вăй-хал пур чух мĕнле-ха алă тытса ларăн, - текелесе Акулина Прокопьевна килĕшрĕ, пукан çине меллĕ вырнаçрĕ. - Тĕпкĕч пулаймарĕ-ха ĕнтĕ. Андрей салари “Сельхозхимире” ĕçлет, кун вĕçленмесĕр тухса килеймест. Кладовщикăн ĕç-хĕлĕ çапларах пулĕ çав”.

“Акулина аппа, кинĕр çăмăлланнишĕн эпир те хĕпĕртетпĕр. Миçемĕш пулчĕ-ха ку хĕр пĕрчи, миçемĕш мăнук?” - пĕлес тесе куçран пăхрăм кил хуçине. “Миçемĕш пулчĕ-ши? Çавна тумитлесе кăларас пулать-ха ман, - пÿрнисене хуçлатса шутлама аллине çĕклерĕ хĕрарăм. - Та-ак, Сашăн виççĕччĕ пулас, Валеркăн тоше виççĕ, Печчан - пĕрре, Венян - иккĕ, Веран - иккĕ, Андрейкăн пĕрре, халь ĕнтĕ иккĕ. Миçе пулчĕ? Вун виççĕ-и? Çаплах, вун виççĕ... Манăн саккăрччĕ. Иккĕшĕ сăпка çулĕнчех вилчĕç. Пульница та сиплеймерĕ. Упраса хăварайманшăн чĕрем паян кун та хÿхлет”, - шывланнă куçне тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ Акулина аппа.

Валерий Германовичпа водителĕ аш-пăша, ытти çимĕçе ăшăтса сĕтел çине вырнаçтарчĕç. “Пÿртрен ятарлă тирĕк-кашăк илсе тухмарăм ĕнтĕ. Пуррисемпех çырлахар, ачалăха аса илер”, - терĕ ВГ кашнин умне алюмини чашăксем хурса. “Тахçанхиех, Пăрçа патша вăхăтĕнчиех вĕсем. Ачасем вĕтĕ чухне, ан çĕмĕрччĕр тесе илнĕскерсем. Кăна çĕмĕрейместĕн вĕт. Нихçан та. Йывăç кашăксене вара веç кăшласа пĕтеретчĕç. Интереслĕ-ха та: çыртан та хытăрах - шаккăлт! катăлать, - куларах аса илет Акулина Прокопьевна. - Тур çырлах, ытла та тутлă-çке ку, - аш татăкне пахаларĕ кил хуçи. - Кур-ха, лавккарах селĕм япала хатĕрлеççĕ. Тути те аван. Пăру какайĕ пек çемçе тата”.

“Хăвăр та выльăх тытатăр пулĕ-ха?” - сăмах çăмхине сÿтетĕп малалла. “Унсăрăн мĕнле. Выльăх кирлех. Хĕл хырăмĕ пысăк вĕт. Шăл хушшине те аш хурас килет, - тет ырхаçлăн Акулина аппа. - Ĕне, пăрушки пур. Витере икĕ сысна çури ÿт хушать. Сакăр чăх, автан кил картинчен татăлман. Пĕлтĕр хур-кăвакал та усранăччĕ. Кинпе ывăл ĕлкĕреççĕ. Вĕсенче шанчăк. Андрей хурт-хăмăрпа айкашма та вăхăт çитерет. Унпа ĕçлесехпать. Пылĕ тутлă вĕт, сиплĕ те. Вар-хырăм ыратсан-тусан шывпа сыпса антарса яратăп та - ăш-чик лăш-ш! пулать... Пыл хуртĕнчен тăнлăрах чĕр чун урăх çук та пулĕ тупата. Пĕр тесен кусем те тăнкки мар, - кушаксем еннелле куçне ывăтрĕ ветеран. - Ĕне сунă чухне эх, пырса лараççĕ. Хăçан суса пĕтерет-ши теççĕ-тĕр. Унтан лаçа кĕретĕп те хыçранах чупса килеççĕ: ярса памалла сĕт. Унпа кăна та çырлахмаççĕ, яшка çиме пит правур. Кинпе ывăл ĕçе тухса кайсан, кичемлĕх пусса илсен час-часах пуплетĕп вĕсемпе. Ман ума шăкăрин ларса итлеççĕ вара куç сиктермесĕр. Кис-киссем вун иккĕ таранахчĕ. Тăваттăшне çеç хăвартăм. Ыттисене кÿршĕ-аршăна патăм. Ваттипе, çаксен кукамăшĕ пулать-ха вăл, - çăмха пек икĕ кушак çури çине пăхрĕ кил хуçи, - юмахлама аванрах - мăрлатса çеç тăрать, манпа килĕшсе сас парать. Пурнăç çинчен калаçап, ĕлĕкхине аса илетĕп. Аса илмелĕх пур”, - хаш-ш! сывларĕ Акулина Прокопьевна.

- “Чи хăрушши çирĕммĕш çулсен вĕçĕнче, ял куштанĕсем алхаснă вăхăтра пулнă. Хăйсен хура тĕллевне пурнăçланă тăк эпĕ çут тĕнчене килейместĕмччĕ. Атте-анне, пичче кайран каласа панă тăрăх ĕç-пуç çапларах пулнă. Атте ун чухне вулăс ĕçтăвкомĕнче Гурий Степановичпа пĕрле ĕçленĕ. Куштансем, кĕвĕç чунлă этемккесем пăлхав çĕклесе “кивĕ” самана çыннисене пĕтерме тĕв тытаççĕ. Малтан Гурий Степанчăна тĕп тăваççĕ. Унтан, каларăм ĕнтĕ, аттене çапса пăрахма вĕскĕртеççĕ. Ăна-кăна ăнкармалăх çитĕннĕ пиччене, вăл тантăшĕсемпе çунашкапа ярăннă, çапла систереççĕ: хура халăх санăн аçуна вĕлерме килет. Пичче пÿрте чупса кĕрет те: “Атте, сана вĕлерме килеççĕ! Тарса пытан!” - тет. Атте малтанах ĕненмест. “Эпĕ никама та усал туман. Мана мĕншĕн вĕлермелле?“ - тет. Чукмарсем, сенĕксем йăтнă пысăк ушкăн кĕшĕлтетсе килнине чÿречерен курсан пичче тĕрĕс каланине ăнланать, пăтаран сăхманпа çĕлĕкне илет те хăвăрт чупса тухать, анкарти хыçĕнчи ампар айне кĕрсе выртать. Тепĕр самантранах пăлхавçăсем пÿрте кĕрсе тулаççĕ. Аннен аллине хĕрес çумне пăталама хатĕрленнĕ евĕр ик еннелле хыттăн туртаççĕ те: “Упăшку ăçта?! Каламасан хăвна вĕлеретпĕр!” - теççĕ. Кăмака умĕнчен вут сыпписем илеççĕ, халь-халь çапса ÿкерме авăрланса тăраççĕ. Анне “пĕлместĕп” тет. Лешсем тата хаярланса каяççĕ. Ĕмĕртме маларах илсе кĕнĕ икĕ сурăха, путеккисене тапа-тапа ывăтаççĕ. “Юлашки хут ыйтатпăр! Каламасан пĕтнĕ пуçу çав пулать!” - теççĕ аннене, аллине вирлĕрех те вирлĕрех хирсе.

Çав вăхăтра пÿрте тушурккă тăхăннă çын кĕрет. Вăл кам пулнине аннесем кайран та чухлайман. Çакскер: “Арçын ăçтине хĕрарăм ăçтан пĕлтĕр”, - тет. Куштансем аннен аллине вĕçертеççĕ, вут сыпписене шарт! пăрахаççĕ. Саппун кантринчен çакăнса тăракан çăра уççисене тăпăлтарса илеççĕ. “Арчу хăшĕ?“ - тесе ыйтаççĕ. Анне кăтартать. Ăна самантрах уçаççĕ. Кĕпесене, тутăрсене, çитсăсене, темиçе утияла, - атте вĕсене Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен, нимĕçрен илсе килнĕ, пĕр арча япалапа таврăннă вăл. Кун пирки каласа кăтартăп-ха, - туртса кăлараççĕ, урама илсе тухса эрехле сутаççĕ, чылайăшне тыта-тыта çураççĕ... Атте çавăнтах выртать-ха. Каç пулсан пралук урлă пурăнакан тăвансем патне каять. Вăрăм тенкел айне пытанать. Кăштахран, ăçтан сиснĕ, Яка Кавĕрли текен çын пырса кĕрет, тенкел айĕнче выртакан аттене асăрхать. “Ну, Пракух, тух! Сана тытма хушнă”, - тет.

Атте пирĕн вăйлăччĕ. Лаша таканне те тепĕр май авса хума мастакчĕ. “Кавĕрле айне пулас çук-ха”, - тесе шухăшласа тенкел айĕнчен тухать. “Ну, тыт, йĕксĕк”, - тет. Лешĕ аттен паклашка пек чăмăрне курать те - тулалла чавтарать. Çапах та ушкăнпа килсе хуптĕрлесрен шикленет атте. Анне пулăшнипе тата чăваш кĕпипе маскировка туса çак яла, Çырмапуç Карая, килет. Акайсен пускилĕнче икĕ талăк кăмака çинче пурăнать. Вара киле-киле калатчĕç тет: икĕ çын вĕлерчĕç, виçĕ çын... Виççĕмĕш кунхине, Трак енче пăшалтан перкелешнине илтсе, унталла çул тытать. Телее, аппан пулас упăшкин ашшĕпе тĕл пулать. “Пракух, ялна пĕр хăрамасăрах кай. Унта халь - салтаксем”, - тет. Тепĕр кунне ик аллинче ик наган тытнă çар çынни ăна вулăс ĕçтăвкомĕн кантурне илсе каять. Кунта çичĕ пăлхавçа тытса хупнă иккен. “Сана вĕлерме çаксем пынă-и?” - тесе ыйтнă комиссар. “Кусене палламастăп”, - тенĕ атте. Аннесем иккĕш-виççĕшне палланă, анчах каламан. “Сан килÿнтен мĕн илсе тухнă - веç çырса пар”, - тенĕ аттене. Çырни тăрăх песплатнăй тавар панă вара вĕсене лавккаран. “Малтанхи япаласемех кĕмерĕç”, - тетчĕ атте.

Нуша нумай тÿснĕ вăл хăйĕн пурнăçĕнче. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче асапланнă. Тыткăнра пулнине каласа кăтартни халĕ те пуçра, нимĕн те манăçман, - килĕшÿллех çыхăнса тăракан тутăрне унтан-кунтан тĕрткелерĕ Акулина аппа. - “Тытса хупрĕç пĕр сарайне. Йĕри-тавра пÿрне пусма çук пыйтă йăшăлтатать. Ну, çĕр каçипе çисе яраç кусем тетпĕр. Тепĕр кунне пĕр пысăк чинăн ывăлĕ юлан утпа килчĕ. Эпир сарайра мĕнле пурăннине курсан хăйсен чĕлхипе эх, ятларĕ, эх, ятларĕ. Вăл кайсанах кашнин валли тимĕр кравать, икĕ простынь, минтер пачĕç. Мунча кĕртрĕç. Пурне те тĕрлĕ çын патне ĕçлеме вырнаçтарчĕç. Манăн нимĕç хуçа питĕ кăмăллă çынччĕ. “Хăвăн çемйÿне кунта илсе кил”, - тетчĕ. Пирĕннипе танлаштарсан нимĕçсем тулăх пурăнатчĕç”, - çапларах каланăччĕ атте.

Çырусем ярсах тăнă пулсан та вăл вилнĕ тесе шутланă. Мĕншĕн тесен çырăвĕсем киле çитмен. Анне чăтайманнипе юмăç патне кайнă. “Упăшку вилмен. Таврăнать. Киличчен çыру килет. Хăй килсен пĕр ачăр хура тăрать”, - тенĕ юмăç. Чăнах та çапла пулнă: çыру çитет, унтан хăй килет, çав çулах тăхăр çулти хĕрĕ вилет. Вăт мĕнле пулнă, - пуçне ăнт! сиктерчĕ Акулина Прокопьевна. - Çемье валли пĕр арча япала, мĕнле май килтернĕ, илсе килнĕ. Çĕвĕ машини “Синкĕр” те пулнă унта...” “Синкĕр” мар, “Зингер”, анне”, - тÿрлетрĕ амăшне Валерий Германович. “Çавах мар-и, мана, ват çынна, картне лартсан çитет. Çавскер паян кун та паха ĕçлет. Çĕленĕ чух тăн-тăн-тăн туса çеç тăрать... Тĕп килтен уйрăлса тухсан çичĕ çемье çĕр ĕçне пĕрле тума тытăнать. Жнейка, молотилка туянаççĕ. Колхозсем йĕркелеме тытăничченех çапла эртелпе ĕçлеççĕ. Ăслă-тăнлă, вулама-çырма лайăх пĕлнĕрен аттене вулăс кантурне ĕçе илнĕ. Пăлхавсем, пăтăрмахсем иртсен колхоз председательне те суйланă.

“Пулас упăшкăрпа ăçта паллашрăр?” - ыйтрăм Акулина аппаран вăл сывлăш çавăрса илме тесе чарăннипе усă курса. “Çак ялта. Васнартан ларма хĕр пек килнĕччĕ. Кĕнчеле арлатпăр. Яштака каччă кăштăрт! кĕрсе тăчĕ. Хăйпе паллаштарчĕ. “Герман”, - терĕ. Эпĕ те ята каларăм. Килĕштерчĕ пулмалла: тепĕр кунне каллех килчĕ. Ман çумах пыра-пыра ларать. Канихвет, мăйăр сĕнет. Тунмастăп, хама та кăмăла ларчĕ Герман. Пĕрлешрĕмĕр. Эпĕ колхозра ĕçлерĕм, вăл - совхозра, экскаваторпа. Кайран фермăра кочегарта тăрмашрĕ. Вун пĕр çул лесник ĕçĕнче тăчĕ. Тĕлĕнмелле те, утмăлмĕш çулсенче пирĕн тĕле нуша урапи каллех çитсе чарăнчĕ. Герман колхозра ĕçлемен, минимум тултарман тесе, механизаторсен шкулĕнче вĕренекенскер ăçтан минимум тултартăр ĕнтĕ, унта вăл икĕ çул вĕренчĕ, - анкартине сарай хыçĕнченех татса илмелле терĕç. Ку япала саккунпа килĕшсе тăмасть-ха терĕмĕр те паçмана алăпах чавса тухрăмăр, çĕр улми лартрăмăр. Колхоз председателĕнче ун чухне Егор Лукин ĕçлетчĕ. Çĕре сухалама лаша нисашто та памарĕ. Çитменнине, улма лартса илнĕшĕн, икĕ çул минимум тултарманшăн 824 тенкĕ шыраса илмелли приговор кăларчĕç. Вăл çулсемшĕн тĕлĕнмелле пысăк укçа! Петров хушаматлă судисполнитель икĕ хут килчĕ. “Укçа тупса параймасан - пÿртĕре сутăр”, - тет. “Ăна сутсан пирĕн ăçта пурăнмалла? Ачасене хăть шеллĕр”, - тетĕп. “Эсир ăçта пурăнасси мана çакăн чухлĕ те не волнует”, - терĕ чĕрне вĕçне кăтартса. Мĕн тумалла? Ăçта кайса кĕмелле? Çавăн чухлĕ укçана епле тупмалла. Тав Турра, тăвансем пулăшрĕç. Аппа та, ыттисем те: “Акулина, кĕтеслĕ çуртăра килĕртен ан кăларăр”, - терĕç. Вара капла пулмасть-ха терĕм. Старике каларăм: “Ăслă çынран ăс ыйтни пăсăклă мар. Атте килĕнче мунча кĕрсе пурăннă прокурора тупмалла. Хушамачĕ Пидугановчĕ пулмалла”.

Аслă пичче Мăн Вылăна велосипедпа кайса килчĕ. Отставкăна тухнă хыççăн прокурор Чулхула тăрăхне куçса кайнă иккен. Пĕлекенсем кăтартнипе шыраса тупрăмăр çапах та. Вăл тĕлĕнсе пĕтереймест. “Механизаторсен шкулĕнче вĕренекенскере мĕнле-ха çапла штрафлама пултарнă? Совет влаçĕ совет çыннине çапла хĕсĕрлеме тивĕçлĕ мар. Ку - вырăнти чиновниксен йăнăшĕ. Халех Мускава çыратпăр. Саккунсăрлăха амаланма памалла мар”, - терĕ. Çырăвне хăех çырчĕ. Ăна килте куçарса çыртăм та Мускава ятăмăр. “Отменить” тесе çырнă хурав часах килчĕ. Шупашкарти суд ку ĕçе тепĕр хут пăхса тухрĕ. Укçана каялла тавăрса пама йышăну кăларчĕ. Çапла вара тĕрĕслĕх çĕнтерчĕ. Эх, тĕнче! Мĕнле кăна шар кăтартмарĕ-ши ахаль çынна çылăхлă çĕр, çылăха уяман йăх-ях?! Айăпсăр асапланакана Турă пил кÿрет тенĕнех ылтăн ачасем çуралчĕç, çитĕнсе тĕрек илчĕç. Вĕсене халь нимĕнле йĕрке те ураран ÿкереймĕ. Мăнуксемшĕн пăшăрханатăп-ха. Эпир тÿснĕ нушана вĕсен курмалла ан пултăрччĕ. Çакăншăн кашни ир кĕлĕ тăватăп... Каçарăр, нумай сăмахларăм. Пурсăра та Турă упраса тăтăр”.

Акулина Прокопьевна тăчĕ. Куçĕ стена çинчи сехет тĕлне пулчĕ те ăшталанса ÿкрĕ: “Ай-уй! Виç сехетех çитнĕ. Валерка, пăрăва анкарти хыçне пăявланăччĕ. Кайса шăварса кил-ха. Кĕтсе те ывăнчĕ пулĕ”, - терĕ. Валерий Германович пĕр витре лĕп шыв илсе пăрушка патне кайсан эпир Григорьевсен тулăх пахчипе килентĕмĕр, пиçсе çитнĕ пан улмипе сăйлантăмăр.

* * *

Пĕтĕм пурнăçне, сывлăхне колхоз экономикине тĕреклетме панăшăн совет влаçĕ Акулина Прокопьевнăна ”пысăк чыс” кÿнĕ, уйăхсерен 2122 тенкĕ пенси памалла тунă.

 



"Хыпар"
04 сентября 2008
00:00
Поделиться
;