Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ПИРĔН ХАÇАТСЕМ / ЧĂВАШ ХĔРАРĂМĔ

КĂÇАЛХИ çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче нимĕç захватчикĕсене Курск пĕккинче çапса аркатнăранпа 65 çул çитет. Унти çапăçусене Красноармейски районĕнчи Яманакри Мария Карташова та хутшăннă.

Çак районти Васнарта 1922 çулта çуралнă вăл. Яманакра 7 çул вĕренмелли шкула пĕтерсен Çĕрпÿри педучилищĕре пĕлĕвне ÿстерет. 1940 çулта пĕр уйăхлăх курс пĕтернĕ хыççăн ăна Канаш районĕнчи Шĕкĕре вырăс чĕлхи вĕрентме яраççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. 1942 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче вĕренÿ çулне вĕçлесе ачасене экзамен тыттарсан учительницăна çав кунах фронта кайма повестка параççĕ. “Çĕрле çуралнă яла атте-аннепе сыв пуллашма килтĕм. Васнарта тепĕр тăватă хĕре повестка панă, вĕсемпе пĕрле салтак юрри юрларăмăр. Тул çутăлнă çĕре каялла Шĕкĕре çитрĕм, учительсемпе сыв пуллашрăм та Шăхасана комиссие тухса кайрăм”, - аса илет Мария Васильевна.

Шăхасанти комисси витĕр тухсан Канаша илсе каяççĕ ăна, унтан - Шупашкара. Кунта 3 уйăх авиасигнальщике вĕрентеççĕ те фронта ăсатма Мускава куçараççĕ. Мария Васильевна Украина пĕрремĕш фронтне лекет. Хĕрĕн кабельсене пăхса тăмалла, коммутаторпа çыхăнăва йĕркелемелле, ăçта татăлнă - сыпмалла, çитмесен кармалла, фронт штабĕпе малти линие сыпăнтармалла. 8-10 килограмлă кабель кутамкки яланах çурăм хыçĕнче çÿрет.

1943 çулхи çулла Орелпа Курск пĕккинчи çапăçусене хутшăнать вăл. “Мĕн чухлĕ халăх вилчĕ çав çапăçусенче, аса илме те хăрушă. Тăшман тапăнса пынă вăхăтра апат илме вилесем урлах каяттăмăр, - калаçăва малалла тăсать ветеран. - Акă тепрехинче Курск облаçĕнче тăшмана хăваласа пыратпăр, чылай вăхăт канман. Анчах ниçта пĕр çурт та, сарай та çук вĕт, йăлтах ишĕлсе-çунса пĕтнĕ. Хĕлле уй варринче юр çинех ларса çывăртăмăр. Курск пĕккинчи çапăçурах-ха, тăшмана хамăр çĕр çинчен хăвалатпăр. Пурте ывăнса çитнĕ, кăшт канасчĕ тетпĕр. Пĕр пÿрт куртăмăр, таврара урăх çук. Анчах та унта хамăр салтаксемех пирĕнтен малтан кĕрсе çывăрма выртнă. Мĕн тумалла? Малтан вырнаçнă салтаксем çине лартăмăр та çывăртăмăр”.

Каласа кăтартмалли чылай салтак-ветеранăн. Хăш чухне ик-виç талăк пĕр çывăрмасăр телефон е самолет патĕнче дежурствăра пулма лекнĕ ăна. 1944 çулхи хаяр пĕр çапăçура нимĕçсем çав тери вăйлă персе тăнă, бомба хыççăн бомба пăрахнă чухне кабель карса çыхăну йĕркелеме тивет хĕрĕн. Çакăншăн “Çапăçури паттăрлăхшăн” медале тивĕçет.

“Çак çапăçусем хыççăн мана çыхăнăвăн уйрăм 126-мĕш полкне куçарчĕç. Самолетсене çыхăнупа тивĕçтереттĕмĕр. Кăнтăрла самолетсем почта турттаратчĕç, каçхине тăшман çине бомба пăрахма каятчĕç. Каялла килнĕ чухне пирĕн вĕсене ик енчен факелсем çутса аэродром кăтартмаллаччĕ”, - аса илет вăл.

1945 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче çĕрле Мария Васильевна телефон умĕнче дежурствăра ларнă чухне командирсен калаçăвне тăнлать, вăрçă чарăннине пĕлет. “Вĕсен калаçăвĕ вĕçленсен çыхăнăва татрăм та ниçта кайса кĕрейми савăннипе çывăракан хĕрсене вăратрăм. Çĕр варринче юрлама, ташлама пуçларăмăр. Пĕр-пĕрне ыталатпăр, макăратпăр”, - аса илет ветеран.

1945 çулхи утă уйăхĕнче тин киле таврăнать вăл. Мирлĕ пурнăçра каллех учитель ĕçне кÿлĕнет. Тусайри, Кушарти шкулсенче вăй хурать. Каярахпа Яманака куçать те кунта мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех тăрăшать.

Вăрçă терт-нушине тÿссе ирттернĕ, тăван ялта ырми-канми ĕçленĕ, кăкăр тулли орден-медале тивĕçнĕ вăрçăпа ĕç ветеранĕ çирĕп сывлăхлă пултăрччĕ.

 



"Хыпар"
25 августа 2008
00:00
Поделиться
;